Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуначӗсене усса шыв ҫине ларнӑ чарлан евӗр лутка-кимӗ Атӑл хумӗсем ҫинче пӗр курӑнать, пӗр ҫухалать.
Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Анчах Укаслу сасси леш ҫырана ҫитеймест, таҫта кайса ҫухалать.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑйсен юратнӑ йывӑҫҫине ним шеллемесӗр касса пӗтерни ҫынсене питӗ кулянтарнӑ, вӗсем вара кӑвак юманпа пӗрле хӑйсен чапӗ те ҫухалать тесе макӑрнӑ.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Часах палламан ҫын куҫран ҫухалать те тепӗр вунӑ минутран Варгал Кирукпа Федя ларнӑ ҫӗре пырса ҫитет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Анчах вӑл таҫта тӗтрелӗхре ҫухалать.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
Кӗҫ ҫухалать те арӑмӗ, Павӑла хирӗҫ каллех хӗвел йӑлкӑшать.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
Ҫав тери шӑп, лаша ури сасси те, кустӑрма сасси те ҫухалать.
Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Эп сӑмах та каласа ӗлкӗрейместӗп, чӑмпӑр-чампӑр шыв сирпӗтсе, Шурик ҫырма урлӑ каҫать те лаҫӑн тӗтӗмӗ ӑшӗнче ҫухалать.
Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫӑкӑр-тӑвар хирӗҫле тенине аса илтер кӑна, тытамак тытнӑ пек чӗтре-чӗтре, мӗскӗне персе, самант кӗлӗмҫӗ кӗрӗкӗ айне чӑмса ҫухалать.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Хӗвел те, ӗнтӗ кӑнтӑрлахи сап-сарӑ герберӑран хӗп-хӗрлӗ мӑкӑне ҫаврӑннӑскер, хӗрӳлӗхӗпе самаях йӑшса, хавшакланса, кӗҫ-вӗҫ анӑҫри ката хӗрри хыҫне йӑпшӑнса шуҫса-кусса ҫухалать ӗнтӗ, анчах медпункта сиплев пулӑшӑвӗ ыйтса иртен пуҫласах пӗр ҫын та пымарӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Хутран-ситрен вӑл хускалкаласа илет те куҫран ҫухалать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Вӑл та пулин, пӗрре веерпа варкӑштарнӑ пек пите ҫупӑрласа, уҫӑлтарса, тепре ҫӳҫ-пуҫа ухса, тӑлпалантарса е ҫан-ҫурӑмран лӑпкаса хӑварать те туххӑмрах шӑпланса ҫухалать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Шупка кӗрен хӗвелӗ те, ураланнӑскер, икӗ хӑлхаллӑскер, анӑҫалла ҫул картнӑскер, сайран-сайран «ача вӑййи» те вылять: час-часах капмар, ҫӑмламас юр пӗлӗчӗсем («кӗрӗк арки») хыҫне кӑлтӑркӑлтӑр кусса-кусӑнса пытанкалать, унтан, пӗлӗт уҫҫине йӑрр! юхса тухса, хи-хи-хик пит-куҫлӑн йӑл-ял ҫутӑлса илет те каллех йӑкӑшт йӑмса ҫухалать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Час-часах таҫта кайса ҫухалать вӑл.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Унӑн сӑнӗнчи хаваслӑ сулӑ вара самантрах таҫта ҫухалать, мастер такама кӳреннӗ пек пулса калаҫма та пӑрахать…
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Анчах ку шухӑш самантрах ҫухалать, манӑҫа тухать: Таня патнелле, хаваслӑн кулкаласа, сылтӑм аллине ун еннелле тӑсса, Болконскирен те хӳхӗмрех кавалер пырать…
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ҫӗр куҫ умӗнчех ҫухалать вӗт, юлташсем!
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Лука уҫӑ анкарти алӑкӗнчен кӗрсе ҫухалать.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Самантлӑха унӑн питӗнчи савӑнӑҫ ҫухалать, тепӗр тӗм патне пырать.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.
Кӗтерне инке те упӑшки хыҫҫӑн утать, ҫенӗкрен таянмалли икӗ пукан йӑтса тухса лартать, каллех пӳрте кӗрсе ҫухалать.
Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.