Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫутта (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш халӑхӗ тинех тӗттӗмрен ҫутта тухать!

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Кӑшт самайрах, ҫутта туятӑп халь.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пирӗн умра халӗ пӗр задача кӑна: тӗттӗм халӑха ҫутта кӑларасси, Иван Константинович каларӑшле, ҫынсен сывлӑхне ҫирӗплетесси, вӗсене «инородец» ятӗнчен хӑтарасси.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Малтан вӗсене ҫутта кӑлармалла.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗрент халӑха — ҫутта кӑлар.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗншӗн пирӗн халӑх ҫутта тухасран ҫав тери хӑраҫҫӗ-ши пирӗн чиновниксем? — тулхӑрчӗ Эльгеев, пӑшӑрханчӗ, тарӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эппин, эсир чӑнах та халӑхшӑн тӑрӑшатӑр, ҫутта кӑларас тетӗр, кӗнекесем саратӑр…

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Чӑвашсен ҫутта кӑларас ӗҫпе ӗҫлекенсен кружокӗ…»

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ачасене вулама-ҫырма вӗрентесси, тӗттӗм халӑха ҫутта кӑларасси вӑл аван.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ачасене вӗрентсе ӳстерсе ҫын тӑвасчӗ — халӑха ҫутта тухма пулӑшчӑр, — тесе, тӑкӑрлӑка ҫаврӑнса кӗнӗ чух, хӑйӗн шухӑшне вӗҫлерӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Мӗншӗн пирӗн халӑх ҫутта тухасран ҫав тери хӑраҫҫӗ-ши пирӗн чиновниксем? — тулхӑрчӗ Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Пӗр аллине ҫӑра уҫҫине тытнӑ, тепринпе ҫутта сӳнтерет, анчах шакканине пӗр сӑмахпа та хуравламарӗ, васкаманлӑхӗ ӑна пулӑшасса кӗтнӗн ҫав-ҫавах тӑнӑ та итлет.

Одной рукой она взялась за ключ, другой погасила огонь, но ничего не сказала на стук, продолжая молча стоять и слушать, как будто промедление должно было ей помочь.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Пирӗн ӗҫ мар; ҫитет, ҫутта сӳнтер, — терӗ ӑна арӑмӗ.

— Не наше дело; потуши, наконец, огонь, — сказала ему жена.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ҫыран хӗррин ҫутӑ ярӑмӗнчен шаларах кӗнӗ май ӗнтрӗке путса пыратпӑр, кӗҫех сӗм тӗттӗмленчӗ, акӑ мачта ҫинчи хускалми ҫутта асӑрхарӑмӑр.

Мы стали уходить от полосы берегового света, погрузясь в сумерки и затем в тьму, где заметили неподвижный мачтовый огонь.

ХХХII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Упӑшка, пӳлӗм пуш-пушах иккенне кура, ҫутта сӳнтермесӗрех каялла тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пальтовӗ-мӗнӗпех хӑна пӳлӗмне иртрӗ, чи пысӑк ҫутта ҫутса ячӗ, сӑнаса пӑхса ҫаврӑнчӗ йӗри-тавралла.

Куҫарса пулӑш

VII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

— Чан-чӑн улӑп пулнӑ вӑл Яковлев чӑваш, халӑха ҫутта кӑларнӑ, — ҫав улӑп хӑй пулнӑ пекех хӑпартланса каларӗ пачӑшкӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Ҫутта ҫутрӗ те — икӗ сехет ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Ҫак урамран чул сарнӑ ҫул ҫине тухсан каллех кӑнтӑрлахи кӗрлевпе ҫӗрлехи ҫутта лекрӗм те сулахаялла пӑрӑнтӑм, ӑшӑмри темӗнле тӗшмӗртӳ мана эпӗ малтан тата кайран утнӑ икӗ ҫул кӗтесӗн вӗҫне ҫитме хистет.

Поднявшись к пересекающей эту улицу мостовой, я снова попал в дневной гул и ночной свет и пошел влево, как бы сознавая, что должен прийти к вершине угла тех двух направлений, по которым шел вначале и после.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ҫав тери ҫутӑ; чи инҫетри вырӑнта та ҫынсем питӗ уҫӑмлӑн курӑнаҫҫӗ — кашни йӗр таранчченех; ҫутта пула куҫра шӑрӑх теме юрать-тӗр.

Свет был так силен, что в самом отдаленном месте я различал с точностью черты людей; можно сказать, что от света было жарко глазам.

XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех