Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пулӑсем ҫутатса пӑхакан ҫап-ҫутӑ уйӑха курасшӑн пулнӑн пуҫӗсене кӑлара-кӑлара пӑхаҫҫӗ те йӑлт-ялт ҫӳлелле сикеҫҫӗ, ҫап-ҫутӑ ҫурӑмӗсем уйӑх ҫинче йӑлтӑртатса илеҫҫӗ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Аслатиллӗ ҫумӑр ҫур сехете яхӑн вӑрҫса-тулашса хуҫаланчӗ те аякка-аякка кайса ҫухалчӗ, каллех хӗвел ӑшшӑн ҫутатса ячӗ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Ӑшшӑн ҫутатса пӑхакан хӗвел айӗнче ку сулхӑн чуна ыррӑн сӑрхӑнса кӗрет, кӑмӑла ҫӗклентерсе ярать.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Пӗтӗм урамӗпех кӗрлесе тӑракан хаваслӑ кӗвӗ кашнин сӑн-питнех ҫутатса тӑрать, савӑнӑҫ кӳрет.
Хыҫсӑмах // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Чирлӗ ҫынна ҫап-ҫутӑ лампочкӑсемпе ҫутатса тӑракан операци сӗтелӗ ҫине хучӗҫ.
Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.
Ираида Васильевна пӗр хушӑ аптӑраса тӑчӗ, унтан ҫаплах алӑ ҫупакан халӑх умне тухса пуҫ тайса тав турӗ те чӑрӑша ҫутатса ячӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫӗрлехи вӑрттӑн сасӑсемпе тулса ларнӑ каҫхи урам ҫамрӑксене ҫӳлти ҫутатса пӑхакан уйӑхӑн илӗртӳлӗхӗпе кӗтсе илчӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Шуҫӑм ҫути сисӗнмесӗрех каҫ сӗмлӗхне сирсе тавралӑха ерипен ҫутатса пычӗ.
IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Темӗнле сӑлтавсене пула кайран ҫав этемӗнех хупӑнса ларнӑ куҫӗ ӑнсӑртран уҫӑлать, пӗр туйӑмсӑр тапнӑ чӗри читлӗхрен хӑтӑлса тухнӑ кайӑк евӗр вӗҫсе тухать, иртсе кайнӑ пӗр евӗрлӗ хура, тӗттӗм кунсенчи илемсӗр пурнӑҫа ҫутатса ярса, чӗрӗ вӑй, пурнӑҫ вӑйӗ парнелет.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫине вӑл вӗр-ҫӗнӗ салтак тумӗ, урине йӑлтӑртатакан пуличчен ҫутатса лартнӑ сӑран атӑ тӑхӑннӑ.
III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Варринче ҫеҫ, Пую ларнӑ ҫӗрте, палачсем пичӗсене тата асаплантармалли хатӗрсене сарӑ ҫутӑпа ҫутатса хунар ҫакӑнса тӑрать.Только в центре, где сидел Пую, висел фонарь, освещая желтым светом лица палачей и орудия пыток.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӗсене вӑл атӑ сӑмсипе тапса тата хунарӑн хӗрлӗ ҫутипе пичӗсене ҫутатса ыйхӑран вӑратрӗ.Он будил их, ударяя носком сапога и освещая лица красным глазком фонаря.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑннӑ тӗрлӗ халӑхӑн хресчен пурнӑҫӗ еплерех пулнине ҫутатса панӑ.
Авалхи ял пурнӑҫӗпе паллаштаракан кӗнеке пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34137.html
Хӑвӑр та ҫӑлтӑр евӗр ҫутатса, йӑлтӑртатса тӑрӑр».
Вӗрентекен, яту сан сумлӑ! // Иринӑпа Оксана Копташкинасем. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%b2e%d1% ... %d0%bba-2/
Анӑҫ тӗксӗмленчӗ, хушӑран-хушӑ ҫеҫ пӗтӗм таврана ҫутатса типӗ ҫиҫӗм вылять.
Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.
Паллах, ҫакӑн пек хӗрӳллӗ саманара поэтсемпе писательсен те куҫ умӗнче пулакан ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем ҫинчен ҫутатса пымалла.
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Чыслав вӑхӑтӗнче хӗвел те пӗр вӑхӑт ҫутатса ячӗ.
Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan
Сахар тӑпрана кӗреҫепе чавса кӑларчӗ, аранах ун айӗнчи пысӑк чула ҫӗклесе айккине хучӗ, шӑтӑкалла ҫутатса пӑхрӗ те — унта пушӑ чӳлмек ҫеҫ ларать.
Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӗрлӗк хапха алӑкӗ кӑриклетсе хупӑнсанах, аллинчи хунарӗпе ҫутатса илсе, ун патне Сергей пырса тухрӗ, хулӗнчен ҫавӑтрӗ.
Савнисем каллех тӗл пулчӗҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ленин хӑйӗн апат-ҫимӗҫ налогӗ ҫинчен ҫырнӑ статйинче нэп халӑха мӗн тери кирлине тӗп-тӗрӗс ҫутатса парать.
Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.