Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑран (тĕпĕ: ҫурӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Арҫын кӗпине тӑватӑ ан ҫурӑран тӑваҫҫӗ, хӗрарӑм кӗпине пилӗк антан тӑваҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Чӑваш Ен прокуратурипе Министрсен Кабинечӗн пӗрлехи ӗҫне пула пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтермелли тӑлӑх ачасен шучӗ ӳсессин туртӑмне чарма май килчӗ: юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑх ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернин шайӗ республикӑра пӗрре ҫурӑран ытла ӳснӗ, 909 ҫын хваттер илнӗ.

Благодаря совместной работе Прокуратуры и Кабинета Министров Чувашии удалось остановить тенденцию роста числа детей-сирот, нуждающихся в жилье: за последние три года обеспеченность жильём сирот в республике увеличилась более чем в полтора раза, жилье получили 909 человек.

Олег Николаев Прокуратура ӗҫченӗн кунӗпе саламлани (2024) // Олег Николаев. https://www.cap.ru/news/2024/01/12/oleg- ... ika-prokur

«Тепӗр сехет ҫурӑран Ҫӗньял укӑлчи умӗнче сире кӗтӗпӗр», — терӗҫ те каялла тӗрлеттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

…Уйӑх ҫурӑран, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланасси икӗ эрне ытларах юлсан, Пантей ячӗпе районтан йыхрав хучӗ ҫитрӗ, ӑна республика тӗп хулине чӗнеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Икӗ сехет те ҫурӑран килӗнче пулать.

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Тепӗр уйӑх та ҫурӑран ача ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Чӑн та, пӗтӗм срокнех лармарӑм эпӗ, икӗ ҫул ҫурӑран тухрӑм, анчах эп тухиччен манӑн хаклӑран та хаклӑ арӑм манпа суд урлах уйрӑлнӑ та урӑххине илсе пынӑ, ман хваттере те, пурлӑха та ярса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ыттисен тӳпи — камӑн икӗ кило, камӑн — кило ҫурӑран та катӑк.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ку вӑрман йӗри-тавра утса ҫаврӑнма та ҫухрӑм ҫурӑран ытла мар.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Фасад тепӗр уйӑх ҫурӑран пӗтет.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

2023 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне черетре 27 ача тӑрать, вӗсем хушшинче ҫулталӑк ҫурӑран пуҫласа виҫӗ ҫулчченхисем ҫук.

Куҫарса пулӑш

Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur

Эпӗ ҫичӗ ҫул ҫеҫ тултарнӑччӗ-ха, шкула та тепӗр уйӑх ҫурӑран кӑна каймаллаччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Литюкӗ вара, виҫҫӗмӗш ачи, Витюк хыҫҫӑн ҫулталӑк ҫурӑран кун курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Питӗ нумай пулсан та тепӗр сехет ҫурӑран эсӗ таврӑнасса кӗтетӗп.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

1965 ҫулта Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ, анчах специальность килӗшменнипе уйӑх ҫурӑран вӗренме пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Макаров - поэт, композитор // Вячеслав Петров. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10814 ... kompozitor

Тепӗр ҫулталӑк ҫурӑран тухтӑра тухать ман Соня.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ассун дачинчен вӑрӑ шкатулка йӑкӑртса тухнӑ хыҫҫӑн сехет ҫурӑран Жетон «Астрӑра» эрехсӗр тата табаксӑр, таса мартан ҫыпӑҫакан пӗчӗк сӗтел хушшинче ларатчӗ.

Часа полтора спустя после похищения шкатулки из виллы Ассун Жетон сидел в «Астре» у липкого столика без водки и табаку.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Ну, тепӗр уйӑх ҫурӑран эпӗ пӑрахутпа хуланалла ишрӗм; умӑмра мӗнле-мӗнле тӗрӗслев кӗтнине чухламасӑр, ара, паллӑ марлӑха курас йӳтӗмпе чӗрем сикет, чунӑм савӑнать, хама ӳсӗр этемле туятӑп.

Ну… через месяца полтора плыл я на пароходе в город; не зная, какие мне предстоят испытания, я был весел и пьян ожиданием неизвестного.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Вӑл пӑши, качака, кӑвакал, пулӑ тытать, тепӗр уйӑх ҫурӑран тӗрекленсе, вӑйланса кайрӗ, килне таврӑнасси пирки шухӑшлама тытӑнчӗ.

Он убивал лосей, коз, уток, ловил рыбу и месяца через полтора стал так здоров, силен, что начал подумывать о возвращении.

Вӑрӑ вӑрманта // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 243–251 с.

Сехет ҫурӑран Хусаналла каякан пуйӑс пулмалла.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех