Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурса (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тетӗшӗ: — Вит кӗпӳне, — тесе асӑрхаттарсан ҫеҫ вӑл хӑй ҫине тинкеререх пӑхрӗ те, вӑтаннипе ӗнтӗ, йытӑ ҫурса антарнӑ кӗпипе ӳтне хуплас вырӑнне витрине аллинчен лаштах ӳкерчӗ, икӗ аллипе те питне, куҫӗсене хупласа ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ, хӑвӑрт ҫаврӑнса урама тухрӗ, урапа ҫинчи михӗ ҫине выртса, кӑшкӑрса йӗме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Выҫӑ вилем те… пуҫтарма каймастӑп» // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унччен те пулмарӗ, Антун сасартӑк шартах сикрӗ: чавса тӑршшӗ пулӑ вӗсен умнех ярӑнса килчӗ, хӳрипе ҫурӑмне кӑтартса илчӗ те шыва ҫурса каялла кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пире вутӑ ҫурса паракан Нурулла-и? — тӗлӗннӗ пек пулчӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Горбатый-Шуйский ҫакса вӗлермелле сана тенине мӗншӗн персе ямалла пулнӑ-ха унӑн, ярлыка ҫурса тӑкнине мӗн тума каламалла пулнӑ?

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑларса патӑм та, вӑл ӑна ак ҫапла чӑр-чар ҫурса тӑкрӗ, — Сарри воеводӑна Хусан наместникӗ ярлыка мӗнле ҫурнине кӑтартасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хивресем тума чӗллӗн-чӗллӗн ҫурса хутӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑҫал вӗсен ҫемйине пысӑк инкексемех умлӑн-хыҫлӑн киле-киле ҫапрӗҫ-ха: ҫур тырри — сӗлӗпе пӑри — алӑпа тӑпӑлтармалӑх ҫеҫ пулчӗ, кӗркунне, выльӑха вӑрмана яма пӑрахсан, ӗнене янккамас упа ҫурса тӑкрӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тарса ӗлкӗреймен пулсан, тупата турӑшӑн, ҫурса тӑкатчӗҫ хуҫана, пиччӗшӗ хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхӗ тесе тӑмастчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Телее, вутӑсем хушшинче тахҫан ҫурса хунӑ лайӑх тӑрӑхсемех тупӑнчӗҫ Ятламасшӑн, ҫӗрӗшнӗ хӑмасене улӑштаркаласа вӑл Велимене вӗр-ҫӗнӗ витре туса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр чӗлӗ ҫурса илтӗмӗр, тепӗр чӗлӗ…

Куҫарса пулӑш

Киремет хурами // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 51–53 с.

Тимуксен ҫурчӗ урама ҫурса каякан ҫырма леш енче, чи хӗрринче.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Каҫхи шӑплӑха пӑшал сасси ҫурса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Алимпи ӑна чӑр-чар ҫурса, пӗр сывламасӑр вуласа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Исаков ассӑн сывласа илчӗ те, аллинчи ҫырӑва вӗттӗн-вӗттӗн ҫурса тӑкрӗ.

Исаков вздохнул и разорвал письмо на мелкие части.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пичче, конверта хӗрринчен ҫурса, ҫыру кӑларчӗ те вулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Епле майпа та пулин йӳнеҫкелӗпӗр, вӗрен, ҫын пулатӑн, — тет вӑл, — сывалсан акӑ хӑма ҫурса сутӑп, сан валли, Чӗмпӗрлӗх, укҫа пулӗ, — тет.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Кӗлӗ туса пӗтерчӗ те ӳкерчӗке ҫурса илчӗ, лутӑркаса, сӗтел айнелле пӑрахрӗ: «Турӑш ҫывӑхӗнче кунашкал ӳкерчӗк кирлӗ мар!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӗрене касакан сасӑ хӑлхана ҫурса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫулленхи пек, Шӗшлӗрен ӗҫленӗшӗн пӗрене илсе, ӑна хӑма ҫурса сутса парӑма татӑпӑр, ҫӑнӑх илӗпӗр, тесе ӗмӗтленнӗччӗ, халӗ мӗн курӑпӑр-ха ӗнтӗ?

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫӗрӗкрех пӗренесене вутӑлӑх уйӑрнӑ, вӗсене татса, ҫурса хӗвел ӳкекен ҫӗре купаласа хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи каҫсенче // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех