Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуратрӗ (тĕпĕ: ҫурат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Игорь Николаевич юрӑри хумхануллӑ самантсене куракансен чӗрисем патне илсе ҫитерсе ҫутӑ шанӑҫ ҫуратрӗ, сӑвӑ авторне илемлӗ те кӑсӑклӑ сӑвӑ йӗркисемшӗн чӗререн тав турӗ, пултарулӑх ҫӑл куҫӗнче ӑнӑҫупа ҫитӗнӳ, икӗслми телей сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Программӑра юрӑ-ташӑ тата шӳтсем пулчӗҫ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1% ... b%d1%87ec/

Вӑхӑтсӑр ача ҫуратрӗ ҫав кун Сантӑркка.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Арӑм тӑватӑ ача ҫуратрӗ те, виҫҫӗшне масар ҫине ӑсатрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Улька, йывӑр ӗҫе пула виҫӗ хырӑм ӳкнине шута илмесен, тата икӗ ывӑл ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Эпӗ вӗҫме пултарнине вӑл ӑнланса илни чунӑмра темле мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратрӗ.

И я с гордостью объяснил ему, что умею летать.

III // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Кирлене курни темле кичем, асаплӑ туйӑм ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Иккӗмӗш ачине вӑл тепӗр талӑкран кӑна ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫичӗ сехет тӗлне ывӑл ача ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Магдаль савӑнӑҫлӑн, тунсӑхлӑн, шуххӑн калаҫни унӑн чӗрине нумай ӑшӑтрӗ, савӑнӑҫ ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чиперех ҫуратрӗ пулсан юрӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

«Чӑваш ТВ»-ри ыйтӑм вара урӑх ыйту ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Мӗнех, колхоз клубне эпир халь Христинӑпа Валя пек, техникума кайма шутланӑ Валери пек ҫамрӑксен ячӗпе тӑвӑпӑр, мӗншӗн тесен вӗсен айванлӑхӗ, чӗркӗмӗл пек таса туйӑмӗ манӑн чӗрере тарӑн шухӑшсем, тарӑн туйӑмсем ҫуратрӗ

Куҫарса пулӑш

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ музыкӑпа драма театрӗн икӗ коллективӗ пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленипе театр кӗске вӑхӑтрах чӑвашсен нацилле оперине ҫуратрӗ, Чӑвашсен хӑйне уйрӑм музыка театрӗн пулас никӗсне хыврӗ.

Куҫарса пулӑш

10. 46-мӗш сезонта // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Пӗртен-пӗр ывӑл ҫуратрӗ те пушӑ пучах пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аля Нагасова ман чӗрере питӗ ырӑ туйӑм ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ку вара ӑшра темле канӑҫсӑрлӑх ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Ҫак ют ҫын ҫивӗчӗ Коля чӗринче темле чуна ҫӳҫентерекен сивӗ туйӑм ҫуратрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Виҫӗ хӗр — виҫ харам пыр ҫуратрӗ, шуйттан!

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хушма пӳртне туса кӗнӗ ҫул, хура кӗркунне, Укка тӑваттӑмӗш хӗрне ҫуратрӗ.

А в год, когда вселились в новый пристрой, Укка родила еще одну девочку — четвертую.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Унтан ача ҫуратрӗ вӑл.

Родился еще один ребенок.

Виҫӗ тӗрленчӗк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех