Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралса (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хамӑр ялта ҫуралса ӳснӗскер.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Колчак ҫарӗсем вӑл ҫуралса ӳснӗ вырӑналла ҫывхаратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Энӗшкасси пирӗншӗн эпир унта ҫуралса ӳснӗрен, улӑх-ҫаранти кашни кӗтес ҫывӑхран ҫеҫ паха мар…

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах вӑл — тӑван ҫӗршыв, Анук унта ҫуралса ӳснӗ, хӗр пулса юрату тупнӑ, Микулана качча тухса телей курнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Атӑл хӗрринче ҫуралса ӳссе ҫак тарана ҫитсе те пӑрахут ҫине ларса курманччӗ-ха Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку урамра манӑн анне ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

«Ах, епле улшӑнса илемленнӗ пирӗн ял!» — тесе, ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхри ҫӗнӗлӗхсем пирки савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Вӑрнар районӗнчи Пилешкассинче ҫуралса ӳснӗ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Пӗр атте-аннерен ҫуралса ӳснисем те, пур-ҫук пурлӑха пайлама тӑрса, ӗмӗр каҫарми тӑшмансем пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

2014 ҫулта ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Валентин Прокопьевич Запасов, кулак вырӑнне хурса 1930 ҫулта Соловки утравне ссылкӑна янӑ, каярах реабилитациленӗ Семен Дмитриевич Запасов мӑнукӗн пуҫарӑвӗпе ял варринче политика репрессийӗсене пула асап тӳснисене асӑнса монумент лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Егор Силыч Тамбов тӑрӑхӗнчен хӑй, ҫӗр ӗҫченӗсен ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Лашасен тӗп тухтӑрӗпе», ветеринари терапийӗн кафедрин заведующийӗпе Николай Петровичпа, Вятка кӗпӗрнинчи ялта ҫуралса ӳснӗскерпе, вӑл пӗр чӗлхе тупнӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑраман хӑйне хӑй ӗненмест: вӑл ҫирӗм пилӗк ҫул каяллахи пекех, хӑй ҫуралса ӳснӗ кил-ҫурт умӗнче тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Сӗверен инҫех те мар хӑй ҫуралса ӳснӗ Элшел ялӗ саркаланса, хӑйӗн илемӗпе мухтанса лармалла.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Хӗрӗсем вара пӗринчен тепри хитре, шыв тӗпӗнче, хӗвелсӗр ҫӗрте ҫуралса ӳснӗскерсем пек те мар, амӑшӗ пекех сап-сарӑ та тем вӑрӑмӑш ҫӳҫлӗ, кӑвак чечек пекех кӑвак куҫлӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ Шӗмертен ятлӑ атӑ-пушмак ӑсти Янтула хӑй патне илсе кайнӑ пулнӑ, хӑйӗн ӗҫне вӗрентнӗ, ҫитерсе-тумлантарса усранӑ, ҫын тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Альбина Баринова та хамӑр ялтах ҫуралса ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Юлия Измина Семенпа Нина Мышкинсен ҫемйинче ҫуралса ӳсрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн вӗренекенсем // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%bc%d0%b ... %b5%d0%bc/

Хӑй ҫуралса ӳснӗ Отиккӑвӑ ялӗнчи ҫамрӑксемпе пӗрле ӑмӑртмалла тенӗ пек ӳт-пӗве пиҫӗхтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Асанкассинче ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Геройне Ф.Н. Чернова асӑнса ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен турнирне ирттересси йӑлана кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлана кӗнӗ турнир вӑйлисене пуҫтарнӑ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b9%d3%9 ... %80%d0%bd/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех