Шырав
Шырав ĕçĕ:
41. Турра каллех сӑнанӑ-тӗрӗсленӗ, Израилӗн Святойне хурланӑ, 42. Унӑн аллине, хӑйсене пусмӑртан хӑтарнӑ куна асра тытман: 43. Вӑл ун чухне Египетра Хӑйӗн паллисене, Цоан хирӗнче Хӑйӗн кӗтречӗсене кӑтартнӑ; 44. вӗсем ан ӗҫейччӗр тесе Нил шывне, вӗсен ҫӑлӗсене юн тунӑ; 45. вӗсене сӑхчӑр тесе вӗсем ҫине хурт-кӑпшанкӑ янӑ, вӗсене пӗтерччӗр тесе вӗсем ҫине шапа янӑ; 46. вӗсенӗн ҫӗр ҫимӗҫӗсене хурта, ӗҫленӗ ӗҫне хӗрлӗ шӑрчӑка панӑ; 47. иҫӗм ҫырлине пӑр ҫаптарнӑ, сикомор йывӑҫӗсене тӑм тивтернӗ; 48. выльӑх-чӗрлӗхне пӑрпа, кӗтӗвӗсене ҫиҫӗмпе пӗтернӗ; 49. вӗсем ҫине Хӑй ҫиллийӗн ҫулӑмне, хаярлӑхне тата инкек-синкек, асап, усал ангелсен ушкӑнне янӑ; 50. Хӑйӗн ҫилли валли ҫул тикӗсленӗ, вӗсен чунӗсене вилӗмрен сыхламан, вӗсен выльӑх-чӗрлӗхне мур чирӗпе пӗтернӗ; 51. Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене — Хам чатӑрӗсенчи вӑйӑн пуҫламӑшне — пӗтӗмпех хирсе тухнӑ; 52. Хӑй халӑхне сурӑхсене хускатнӑ пек хускатса кайнӑ, вӗсене, кӗтӳ ҫӳретнӗ пек, пушхирпе ертсе пынӑ; 53. вӗсене шанчӑклӑ илсе пынӑ, вӗсем хӑраман, вӗсен тӑшманӗсене тинӗс хупласа хунӑ; 54. вӗсене Хӑйӗн сӑваплӑ ҫӗрӗ ҫине, Хӑйӗн сылтӑм алли хатӗрленӗ ҫак ту ҫине илсе ҫитернӗ; 55. вӗсен умӗнчен ют халӑхсене хӑваласа янӑ, халӑхсенӗн ҫӗрӗсене вӗсене ӗмӗрлӗхе уйӑрса панӑ, Израиль йӑхӗсене вӗсен чатӑрӗсене вырӑнаҫтарнӑ.
Пс 77 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Иисус ҫапла пӗтӗм ҫӗре йӑхсерен уйӑрса тухсассӑн, Израиль ывӑлӗсем, Ҫӳлхуҫа хушнипе, Иисуса хӑйне пай кӑларса панӑ, ӑна вӗсем хӑй ыйтнӑ хулана — Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фимнаф-Сара хулине — панӑ, ҫапла Иисус хӑй ыйтнӑ хулана илсе юсаса лартнӑ та унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ. Израиль ывӑлӗсем пушхирте ҫӳренӗ чухне ҫул ҫинче ҫуралнисене ӳт кастарман пулнӑ, кайран Иисус ӑна туса ҫитернӗ; ӗнтӗ ӳт каснӑ чул ҫӗҫӗсене вӑл Фимнаф-Сара хулине пуҫтарса хунӑ.]
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус акӑ мӗн сӑлтавпа ӳт каснӑ [Израиль ывӑлӗсене — ҫул ҫинче ҫуралнисене, Египетран тухнисем хушшинче ӳт кастармасӑр юлнисене — Иисус пурне те ӳт касса тухнӑ]: Египетран тухнӑ пӗтӗм ар халӑх, вӑрҫа юрӑхлӑ пур арҫын та Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте вилсе пӗтнӗ; 5. ҫула тухнӑ халӑх пурте ӳт кастарнӑскерсем пулнӑ, Египетран тухнӑ хыҫҫӑн ҫул ҫинче пушхирте ҫуралнисене вара ӳт касман пулнӑ, 6. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем хӗрӗх [икӗ] ҫул хушши пушхирте ҫӳренӗ [ҫавӑнпа нумайӑшне ӳт касман пулнӑ], ҫапла вӗсем Египетран тухсассӑн вӑрҫа юрӑхлӑ пӗтӗм халӑх вилсе пӗтиччен пушхирте ҫӳренӗ; ҫав ҫынсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлемен пулнӑ, ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫак ҫӗре — Хӑй вӗсен ашшӗсене тупа туса пире пама пулнӑ ҫӗре, сӗтпе пыл юхса выртакан ҫӗре — кураймӗҫ тесе тупа тунӑ, 7. вӗсем вырӑнне ҫав ҫӗре вӗсенӗн ывӑлӗсене курмалла тунӑ.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эсӗ левитсене тасатса Мана халалласассӑн, вӗсем вара пуху чатӑрӗ таврашӗнче ӗҫлеме пуҫлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Мана Израиль ывӑлӗсем вырӑнне панӑ: 16. Израиль ывӑлӗсен вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗ вырӑнне Эпӗ вӗсене Хам валли илетӗп, 17. мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнисем — этемрен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранчченех — пурте Манӑн: Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнисене пӗтӗмпе пӗтерсе тухнӑ кун Эпӗ вӗсене Хам валли тасалӑх тивлечӗ кӳтӗм те 18. Израиль ывӑлӗсен малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлӗ вырӑнне левитсене илтӗм; 19. вара левитсене Израиль ывӑлӗсем хушшинчен уйӑрса Ааронпа унӑн ывӑлӗсене патӑм, вӗсем пуху чатӑрӗ таврашӗнче Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗҫлесе тӑччӑр, Израиль ывӑлӗсем сӑваплӑ вырӑн патне пырса ан пӗтчӗр тесе, вӗсене Израиль ывӑлӗсене сыхласа хӑваракансем турӑм, тенӗ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсем хушшинчен малтан ҫуралнисене, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тух, вӗсене ят тӑрӑх шутла; 41. Израилӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлӗ вырӑнне эсӗ Ман валли левитсене ил: Эпӗ Ҫӳлхуҫа.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. акӑ Эпӗ Израилӗн вар уҫса ҫуралакан мӗнпур малтанхи ывӑлӗсем вырӑнне Израиль ывӑлӗсен хушшинчен левитсене илтӗм [вӗсем ҫавсем вырӑнне пулӗҫ]; левитсем Манӑн пулмалла, 13. мӗншӗн тесессӗн малтан ҫуралнисем пурте — Манӑн; Эпӗ Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнӑ мӗнпур ывӑл ачана пӗтерсе тухнӑ кун Израилӗн малтан ҫуралнисене — этемрен пуҫласа выльӑх таранах — Хама халалларӑм; вӗсем Манӑн пулмалла.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кайран хӑвӑн ывӑлу санран: ку мӗн? тесе ыйтсассӑн, ӑна кала: Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран, чуралӑх ҫуртӗнчен, хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ; 15. фараон пире ярасшӑн мар пулса кутӑнланса тӑнӑ чухне Ҫӳлхуҫамӑр Египет ҫӗрӗнчи малтан ҫуралнисене пурне те — ҫынсен малтанхи ывӑлӗнчен пуҫласа малтанхи выльӑх таранчченех — вӗлерсе тухрӗ, ҫавӑнпа эпӗ вар уҫса ҫуралаканнисене, арсене, пурне те Ҫӳлхуҫана парне кӳретӗп, кашни малтанхи ывӑлӑма тӳлесе илетӗп; 16. ҫакӑ санӑн аллу ҫинчи карт пултӑр, ҫамкуна ҫыхмалли хӑю вырӑнне пултӑр, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫамӑр пире Египетран хӑватлӑ алӑпа илсе тухрӗ, те, тенӗ.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫӳлхуҫа [Турру] сана Ханаан ҫӗрне — сана тата санӑн аҫусене тупа туса пама пулнӑ ҫӗре — илсе кӗрсессӗн, ӑна сана парсассӑн, 12. вар уҫса ҫуралнӑ [арсене] пурне те Ҫӳлхуҫана уйӑрса пар; санӑн мӗнле выльӑх-чӗрлӗх пулать, ҫавсен хушшинчи малтанхи ар выльӑха та Ҫӳлхуҫана [халалла], 13. [вар] уҫса тухакан кашни ашак вырӑнне путек пар; эхер те улӑштармастӑн пулсассӑн, ӑна тӳлесе ил; хӑвӑн ывӑлусене те, малтан ҫуралнисене, тӳлесе ил.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсем хушшинче вар уҫса малтан ҫуралнисене, этемрен пуҫласа выльӑхӗ таранчченех, Мана халалла, [мӗншӗн тесессӗн] вӗсем Манӑн, тенӗ.
Тух 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ шӑпах ҫак каҫ Египет ҫӗрӗ витӗр тухӑп, Египет ҫӗрӗнче малтан ҫуралнисене пурне те — ҫыннисенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранчченех — вӗлерсе тухӑп, Египетӑн пур туррине те сут тӑвӑп.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Авраама та, унӑн ывӑлне Измаила та пӗр кунрах ӳт касса янӑ; 27. унпа пӗрле унӑн ҫуртӗнчи пур арҫынна та — килте ҫуралнисене те, ют халӑхран кӗмӗл парса сутӑн илнисене те — ӳт каснӑ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Авраам хӑйӗн ывӑлне Измаила, хӑйӗн ҫуртӗнче ҫуралнисене пурне те, кӗмӗлне парса сутӑн илнисене пурне те, хӑйӗн ҫуртӗнчи мӗнпур арҫынна, пухнӑ та, Турӑ хӑйне каланӑ пек, ҫав кунах вӗсенӗн хӗрринчи ӳтне касса янӑ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2