Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралма (тĕпĕ: ҫурал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш-пӗр ҫӗнӗлӗхӗсем кӳршӗри мӑкшӑ, тутар, вырӑс этнос ушкӑнӗсем витӗм кӳнипе те ҫуралма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Кӑнтӑр хӗвелӗпе пиҫсе те ун пек пулаймаҫҫӗ, ун пек ҫуралма кӑна пулать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫуралма вӑл, малтанах каламаллаччӗ, чышкӑ чӑмӑртаса, тӗпекпеле ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫуралма ӗлкӗртӗн ҫеҫ, хуйхӑ-па суйха аннӳ кӑкӑрӗнчи сӗтпех ӗҫетӗн.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Кашкӑртан хӑратӑн пулсан вӑрмана ан ҫӳре» тенӗн, ӗҫрен шикленетӗн-тӗк — ҫуралма та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Анчах ҫак чыса ҫитиччен малтан, 1917-мӗш ҫулта, Патӑръел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче ҫуралма тивнӗ-ха унӑн, пайтах ҫӑпата-пушмак ҫӗтме, пайтах шурӑ хут хуратма лекнӗ.

Куҫарса пулӑш

Василий Давыдов-Анатри // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 2 с.

Сирӗн лайӑх шухӑшсем ҫуралма пултараҫҫӗ, вӗсем кӑшт укҫа ӗҫлесе илме пулӑшӗҫ.

У вас могут появиться свежие идеи, которые помогут заработать немного денег.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Укахвисем, ҫулсерен шӑтакан мӑкӑнь пек, яланах ҫуралма кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Сухвин сӑн-питӗнче чӑвашӑн тӗлӗнмелле хӑйне евӗр ҫемҫелӗхӗ, мӗнпур чунтан юратма та хурланма, кирлӗ пулсан тарӑхма та, кирлӗ пулсан — виҫесӗр савӑнма та кулма никамран ытла пултаракан темӗнле йӗрӗ, питӗ сисӗмлӗ, пысӑк, тарӑн чун, ҫӗр ҫине тепӗр хут нихҫан та ҫуралма пултарайман хӑйне евӗр илемлӗх сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Анчах юлашки вӑхӑтра ман иккӗленӳ ҫуралма пуҫларӗ: кашни термина чӑвашлатни кирлех-ши?

Куҫарса пулӑш

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Шӑпах вӗсем, театра чунтан юратакансем, куракансем хушшинчи талантлӑ ҫамрӑксем, театр ҫумӗнчи студире вӗренсе, профессионалсемпе пӗрле музыка театрне ҫуралма пулӑшрӗҫ, вӗсемпе килӗштерсе ӗҫлесе, ултӑ опера лартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ку ӗнтӗ сыввӑн таврӑнасса ҫав тери ҫирӗп шаннипе кӑна ҫуралма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пӗр юрату вилсен тепри ҫуралма тивӗҫ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Чӑннипе калас пулать ӗнтӗ: ҫапӑҫу умӗн Тимофей-хусах вӑл килӗшни-килӗшменнине пӗлмесӗрех ун ячӗпе хушусем пама тытӑнсан, ҫара икӗ пая уйӑрсан, хӗр-полковник чӗринче тарӑху та ҫуралма пуҫланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тепӗр ҫӗнӗ кун ҫуралма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Халӗ паллашнӑ ҫынсемпе хӗрӳ туйӑмсем ҫуралма пултарӗҫ.

Любые знакомства, случившиеся сейчас, могут перерасти в пылкие чувства.

33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Курортра юрату ҫуралма та пултарӗ.

Кстати, курортный роман не исключен.

35-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хуралҫӑ хуҫин пуҫӗнче хӑй сисмесӗрех Кӑваркуҫа хирӗҫ туйӑмсем ҫуралма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. 1230 ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Сасартӑк пӗр шухӑ хӗрача сиксе тӑчӗ те: — Качча тухмасан хӗрарӑмран гени ҫуралма пултарать-и? — тесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Ӳпӑтерен епле ҫын ҫуралма пултарӗ?» — тесе тӗлӗнеттӗмӗр кӑна.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех