Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунӑхса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫ хупанкисем хушшинчен икӗ кӗмӗл ҫип хӗсӗнсе тухрӗ, варринелле туртӑнса чӑмӑртанчӗ, пит тӑрӑх чупса кайрӗ, ҫунӑхса тӗлкӗшекен тута хӗррине лексе ҫатӑрах чӗпӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Ҫынсем пайтаххӑн — машинӑсен кабинисенчен, автобуссемпе троллейбуссен салонӗсенчен тухнисем те, пыран-килен те — хыпалансах чӗнтӗрлӗ кӗпер карлӑкӗн сулахай еннелле, варринелле, тӗркӗлтетеҫҫӗ, тӑтӑшӑн кӑшӑр-кӑшӑр! юхаҫҫӗ, тӗр-тӗр чупаҫҫӗ, асӑннӑ тӗле ҫитсен, кӗпӗрленсе, карлӑк урлӑ аялалла, залив шывӗ ҫине халланса тирӗнеҫҫӗ, васкаса, шуйхӑнса, пӑлхавлӑн калаҫаҫҫӗ, пулӑшу ыйтса, чунтан ҫунӑхса кӑшкӑркалаҫҫӗ; шӑппӑн е йӗкӗрсе йӗрекенни те пур.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Килте хӑнана кайнӑ ачисене Ула Тимӗр хунямӑшӗ, чакӑр кӑвак куҫлӑ, лутака, йӑрӑ карчӑк, кӑвак чечеклӗ сарӑ сатин кӗпине пилӗк хуҫми ярса тӑхӑннӑскер, йӑм-йӑм чие ҫырли ӳкернӗ шурӑ тутӑр ҫыхнӑскер, чун-чӗрипе ҫунӑхса, чӳречерен куҫ илмесӗр тенӗ пек пӑхса кӗтсе ларнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнле те пулин пуясчӗ тесе ӗмӗтленсе, ҫунӑхса пурӑнакан Шерккейӗн пурнӑҫ шӑпине ҫыравҫӑ питӗ те ӑста ҫырса кӑтартнӑ.

Писатель мастерски описал судьбу Шерккея, мечтавшего о том, чтобы как-нибудь разбогатеть.

Хура ҫӑкӑр // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех