Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунтармӑшӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхи сыпкӑмсем Пэда ҫунтармӑшӗ пӗтнӗ пӑрӑҫ хутӑштарнӑ ӑшӑ шыв пек туйӑнчӗҫ, анчах тепӗр йышӑну пуҫ мимине самаях сумлӑн кӗрлеттерчӗ; ӑна юр кӗртне пырса ҫапнӑ вӗри ҫил авӑкӗпе танлаштарма юрать-тӗр.

Первые глотки показались Пэду тепловатой водой, сдобренной выдохшимся перцем, но следующий прием произвел более солидное впечатление; его можно было сравнить с порывом знойного ветра, хлестнувшим снежный сугроб.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Пӗррехинче, ҫивӗч хӗрарӑм-пахчаҫӑна, Фимка Пушкаревӑна, хӑйӗн ӑнсӑртран туслашнӑ темлескер чӗре ҫунтармӑшӗ хытӑ хӗнесе тӑкнӑ пулнӑ та, хайхискер, тарса пытанас тесе, Тиунов патне чупса пынӑ, ӗсӗкле-ӗсӗкле ҫакӑ хӗрарӑмӑн асаплӑ мӗскӗн шӑпине ылханма тытӑннӑ, — ҫавӑн чухне хӑрах куҫ вӑл хӗрарӑма ачашшӑн та витӗмлӗн ҫапла каланӑ:

Когда бойкая огородница Фимка Пушкарева, больно побитая каким-то случайным другом сердца, прибежала к Тиунову прятаться и, рыдая, стала проклинать горькую бабью долю, — кривой сказал ей ласково и внушительно:

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Гришака мучи сивӗпе шӑннипе шӑлпа асапланма пуҫларӗ; Сергей Платонович ик еннелле сарса янӑ сухалне аллаппипе йӑвалать, намӑсне ниҫта чикеймесӗр, хӑйне халлӗнех макӑрать, шӑлне шатӑртаттарса туллашать; Степанӑн чӗринче Григорие курайманлӑх пӑчӑртатса йӳҫет, каҫсерен тӗлӗк курнӑ чух вӑл тимӗр пек хытӑ пӳрнисемпе татӑк-кӗсӗкрен тунӑ утияла чӑрмалать; Наталья сарайне чупа-чупа тухать те кизексем ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкет, чӑмӑртак пек хутланса кӗрсе, хӑйӗн хур пулнӑ телейӗшӗн татӑлса йӗрет; ярмаркӑра пушмак пӑру сутса ӗҫнӗ Христоня темӗн пек ӳкӗнсе асапланать; ӗмӗтсӗре ӗмӗтленнипе тата ӑш ҫунтармӑшӗ каллех чӗрене килсе кӗнипе тунсӑхлакан Григорий хаш та хаш сывласа пурӑнать.

Дед Гришака, простыв, страдал зубами; Сергей Платонович, перетирая в ладонях раздвоенную бороду, наедине с собой плакал и скрипел зубами, раздавленный позором; Степан вынянчивал в душе ненависть к Гришке и по ночам во сне скреб железными пальцами лоскутное одеяло; Наталья, убегая в сарай, падала на кизяки, тряслась, сжимаясь в комок, оплакивая заплеванное свое счастье; Христоню, пропившего на ярмарке телушку, мучила совесть; томимый ненасытным предчувствием и вернувшейся болью, вздыхал Гришка.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех