Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунтарать (тĕпĕ: ҫунтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Министр заместителӗ пӗчӗк кӗнеки ҫине каллех тем ҫырса хурать, тарланӑ ҫамкине типӗтет те сифонран пӑчӑр-пӑчӑр шыв ярса: — Уфф, ҫунтарать паян, — тет ӗҫнӗ май.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫурӑм хыҫне вӗри питлӗх ҫакса янӑн, ҫунтарать кӑна хӗвелӗ.

Куҫарса пулӑш

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫутҫанталӑкӑн ырлӑхӗ нумай: шӑна-пӑван ҫыпҫӑнма пӑхать пулин те — Узурпаттӑрсем ҫук улӑхра, шӑрӑх ҫанталӑкра хӗвелӗ ҫунтармаллипех ҫунтарать пулин те — никам та пуленкепе ҫапма шутламасть ураран.

Куҫарса пулӑш

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пӗчӗк этемӗн пӗчӗк чунӗнче темле аслати тӗнчене кисретмелле, интернат ҫурчӗ куҫ умӗнчех тайӑла-тайӑла каймалла шартлаттарса ҫапать, пӗчӗк этемӗн пӗчӗк чунӗнчех темле ҫиҫӗм шелсӗр ҫиҫсе ӑшчике ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ялсене тӗппипе ҫунтарать, кӗл тӑвать, кунталла тарса ҫӑлӑнас тенисене, ҫул ҫинче хӑваласа ҫитсе, бомбӑсемпе пӗтерет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫав краҫҫынпах сапса ҫунтарать вӑл мунчана.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗмӗш эрне ӗнтӗ хӗвел ҫунтармаллипех ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫитменнине тата хӗвелӗ васкасах ҫӳлелле хӑпарать, йӑранӗсем хӗрсе пыраҫҫӗ, ҫара тяппасене вӗри ҫӗр ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Мана та пӗр япала тахҫанах ӑша ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗвел пӗр шелсӗр ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫынсем хӑйсен хыҫӗнчи кӗпере ҫунтараҫҫӗ пулсан, вӑл умӗнчине ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗлменни чуна ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи хаклӑ, чи вӑрттӑн чун хӗлӗхӗсене пырса сӗртӗнет, хыптарать те ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Фашист ҫӑханӗ ҫӳлтен бомба тӑкать, вӑл пур, хӗр-салтак, ӑна пулеметран ҫунтарать

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Чӗреренех ҫунтарать ӑна хӑйӗн ҫинчен усал сӑмах сарӑлни.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫут хӗвел тӳперен ярӑнса ҫаврӑнать, Кӑвар пек, ҫулӑм пек шӑратса ҫунтарать: Янкӑр уяр кунсем, калама ҫук шӑрӑх!

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӑмсана шыва та чикетӗп, ывӑҫпа та хуплатӑп — вутпа ҫунтарать тӗкӗлтура сӑнни.

Куҫарса пулӑш

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫунтарать те ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Пӗтӗм ӑшчике, кӑвар тултарнӑ пек, тем ҫунтарать, ал-ура шӑлтӑрах кайнӑ, пуҫ кӑна мар, ҫӳҫ пӗрчисем те ыратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тӳпере пӗр пӗлӗт татки те курӑнмасть, хӗвел ирӗлтерсе ярас пек ҫунтарать.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех