Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуннӑ (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кӑмака ҫуннӑ чух лампа ҫутмастпӑр, краҫҫын перекетлетпӗр, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ӑш-чик ҫуннӑ вӑхӑт сан.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Шупашкарта каллех автобус ҫуннӑ.

Вчера, 17 мая, в Чебоксарах снова загорелся автобус.

Шупашкарта каллех автобус ҫуннӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35024.html

Пысӑк япала ҫырасшӑн хыпса ҫуннӑ вӑл, ҫавна ӑнланатӑп.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

91 гектар ҫинче тип курӑк ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑк ҫунать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60701

Мамликасси ҫывӑхӗнчи «Унга-2» сад пӗрлешӗвӗнче тӳрех 5 дача ҫурчӗ ҫӗрпе танлашнӑ, 1 гектар ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑк ҫунать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60701

Пӗлнӗ вӑл: вӗренӳ — хӗвел ҫути, вӗренменни — тӗп ҫакнӑ шӑтӑкӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ йӑмӑкӗсене те ҫав тери вӗрентесшӗн ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Типсе ҫуннӑ тутине аран хускатайрӗ Асмантей.

Куҫарса пулӑш

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫуннӑ пек пулӗ унта.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вутра ҫуннӑ пекех.

Куҫарса пулӑш

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта ҫулӑм икӗ йывӑҫ ҫурта тӗп тунӑ, 1800 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ.

Там пламя уничтожило два деревянных дома, сухая трава сгорела на площади 1800 квадратных метров.

Типӗ курӑк ҫунтарса... ҫурт та ҫунса каять // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34731.html

Хӗвелтухӑҫӗнчен ҫӗкленекен хӗвел, шыв ҫине ӳксе, хӗрелсе ҫуннӑ пек курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Эпӗ вут пек ҫуннӑ чух тӗк минтер ҫинче выртайман, мана вара вӗсем ҫав чей валли пухнӑ курӑкран минтер туса вырттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Малтан ӗҫрен хӑвӑртрах тухса тарасшӑн ҫуннӑ Лида юлашки кунсенче темӗнле салху ҫӳрерӗ, юлташӗсемпе те питех калаҫмарӗ, пушӑ вӑхӑтне ытларах кӗнекесемпе ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑл ҫунса пӗтнӗ тӗле пиртен пуринчен те ҫуннӑ резина шӑрши кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Качакалла // Константин Малышев. https://t.me/malyshevsays/244

Асту, газ ҫуннӑ чух пӳртрен ниҫта та тухса ан кай, инкек сиксе тухма пултарать».

Куҫарса пулӑш

Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.

Ҫакна пӗлсен, Лавр Кузьмич артель мастерскойӗнчен сиксе тухрӗ те ҫывӑхри киоскра умлӑ-хыҫлӑ икӗ курка сӑра ӗҫрӗ, ҫапах хыпса ҫуннӑ ӑшне кантараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Куҫма мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех пуйма ӗмӗтленнӗ, пурӑнан пурнӑҫра ҫӗрӗк ҫӑпата та кирлӗ пулӗ тесе, кашни ӑпӑр-тапӑра хӑйӗн килне арлан пек туртнӑ, хуҫалӑха ҫирӗп тытса пыма тӑрӑшнӑ, ҫур пусшӑн чунне сутма хатӗр пулнӑ, арӑмӗпе ывӑлне те хӑй пек хытӑ чунлӑ тӑвасшӑн ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ку ҫын арӑмӗ вара кирлӗ-кирлӗ мар япалана та пӗлесшӗн ҫуннӑ, мӗншӗн тесен унӑн куҫӗ пуҫӗнчен пысӑкрах, чӗлхи ҫӳҫӗнчен вӑрӑмрах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫтаппана хыҫа хӑварса, хӑй мала тухасшӑн ҫуннӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех