Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫунма (тĕпĕ: ҫун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Икӗ тӗслӗхре вара уйра тата пахчара ҫунма пуҫласа ҫулӑм хуҫалӑхсем ҫине те «сиксе ӳкнӗ».

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑк ҫунать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60701

Икӗ кунра кӑна республикӑра ҫӳп-ҫап тата типӗ курӑк ҫунма пуҫланине 8 хутчен шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ курӑк ҫунать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60701

Ҫак тимӗрҫ лаҫҫинче ҫивчӗ кӑралпа пӗрле кӗрешӳ вучӗ те тахҫантанпах амаланнине, халӗ, акӑ, тӗнчене патька-патша килни ҫинчен илтнӗ хыҫҫӑн хӗмленсех ҫунма тытӑннине вӑл та пӗлет пуль амикке!

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Карлай куҫӗ хайхи вут пек ҫунма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑнах та, пурте Пинер учӗшӗн ҫунма тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑнах та, шарлаттарсах ҫунма тытӑнчӗ кӑмакари вутӑ.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Ҫӗрле Шурикпа ашшӗ тем ӗҫпе лаҫа кайнӑ та, каялла тухнӑ чух ача сачӗн кӗлечӗ ялкӑшса ҫунма пуҫланине кураҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Улӑм парт! тивсе каять, валь-валь ҫулӑм хаплатса хыпать, сиккелесе, ялтӑртатса ҫунма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Луганск облаҫӗнчи «Горская» шахтӑра сакӑр ҫӗр метр тарӑнӑш ҫӗр айӗнче ток напряженийӗ ҫӗмӗрсе тухнипе броньӑпа витнӗ кабель ҫунма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Пит-куҫ ҫунма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Санӑн ӗнтӗ, Пурис, хӑвӑн ҫӗр ҫӗклейми ҫылӑхусемшӗн ӗмӗр-ӗмӗр тамӑкра ҫунма е шуйттансен чури пулса пурӑнма тивет…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тимлесерех сӑнакаласа пурӑнсан, ӗнтӗ Полинана хӑйне те Ула Тимӗр шӑпах ӗмӗтри чун патӗнчи «принц»-арҫын ача пек курӑна пуҫларӗ: хӗрача чӗринче хӑй пекех ҫамрӑк «калча» «сиктернӗ» пӗчӗк, ылтӑн вут — чалтӑрт! сирпӗнсе илнӗ «айӑпсӑр» юрату хӗлхемӗ — вӑй илсе, хӗвел пекех, пурнӑҫ пекех нихӑҫан та сӳнмесле шанӑҫ ҫуратса ҫунма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, ӗнтӗ тӗркӗшсе, карласа, ырӑ йытӑ-кушак чӗлхилене-чӗлхилене парӑлтатса ҫунма пуҫланӑ кӑвайт ҫинче «шампур» ҫине тирнӗ, чӗрӗ аш касӑкӗсем вырӑнне йышӑннӑ ултӑ кӑмпа (ҫутӑра курӑнчӗ: иккӗшӗ ут тути, ыттисем хурӑн тата ӑвӑс кӑмписем иккен) пӑш-пӑш ӑшаланма та пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӑвайт ытла та майӗпен, тӗтӗмпе те пӑспа чыхлана-чыхлана, вӑчӑлтата-вӑчӑлтата, йӑскӑлтата-йӑскӑлтата вӑя кӗрсе пычӗ, самайран тин чӗрӗ, вӗтӗ кӑвар сиктере-сиктере, хӗм пекки те тӑккаласа, тӗтӗм палкамӗсене ункӑн-ункӑн та явӑнтарса, тӗркӗшсе, вӑркаса, йыт-кашкӑр чӗлхиленсе, хӗрӗнкӗ туй ачисемле сиккелесе-тӗпӗртетсе ҫунма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Чӗрере вут ҫунма пуҫларӗ пулсан мӗн тумалла-ха вара, Клава?

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Темӗнле тытма юраман чечеке курнӑн, ӑна ӗмӗрлӗхех ҫухатнӑн чӗре ҫунма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, кӑмакара вут ҫатӑртатса ҫунма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсем 4-8 сехет таран ҫунма пултараҫҫӗ.

Они могут гореть в течение 4–8 часов.

Салтаксем валли — ҫуртасем // С.Петрова. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%81%d0%b ... %b5%d0%bc/

Ун пек пулсан, ӑҫтан-ха эсӗ пирӗн вутпа ҫунма вӑй тупнӑ?

Откуда. бы ты тогда нашел в себе силы гореть нашим огнем?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗренекенсен куҫӗсем унччен ыйхӑллӑ та тӗксӗм пулнӑ пулсан, халӗ вӗсем тарӑху ҫулӑмӗпе йӑлкӑшса ҫунма пуҫларӗҫ:

Мутные и сонные за минуту до этого глаза учеников сейчас горели возмущением:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех