Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӗнчи (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Правлени ҫуртне тирпейлесе пурӑнакан хусах хӗрарӑм Сӑпани те, хӑй ӗҫне пӗтерсе, стена ҫумӗнчи тӗкӗр умӗнче тутӑрне юсакаласа тӑратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Бакенсен хӗрлӗпе шурӑ хунарӗсене, пристань ҫумӗнчи пӑрахутсем тӗрлӗ ҫутасемпе йӑлтӑртатнине пӑхса хавасланчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗҫех пӗр хутлӑ йывӑҫ ҫурт тӗлне ҫитсе, ҫенӗк алӑкӗ ҫумӗнчи шӑнкӑрав кнопки ҫине пусрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗррехинче, прихутри ялсем тӑрӑх иккунпа ҫӳренӗ чухне, пуп ӳсӗр пулнипе ҫумӗнчи пысӑк хӗресне ҫухатса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кукамай вара хӑйӗн кӗнчелеҫҫине илетчӗ те ӑшӑ кӑмака ҫумӗнчи сак ҫине ларса таптарнӑ сурӑх ҫӑмӗнчен ҫип арлама тытӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Хреҫҫи вӑранса кайрӗ, кравать ҫумӗнчи ураллӑ лампӑна ҫутрӗ, ҫывӑхри чӳрече янаххи ҫинче ларакан, палӑртнӑ вӑхӑта сасӑ парса пӗлтерекен-кӑтартакан сехет ҫинелле тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Монтажниксен пиҫиххине ҫыхрӑм, ун ҫумӗнчи ункӑран карабин текен системӑна ҫаклатрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Тепӗр ҫул валли ҫыхса пӗтеретӗн-и? — ыйтрӗ Алексей ун ҫумӗнчи пуш вырӑна йышӑннӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗрремӗш канмалли кун Ирина хуҫалӑхри ӗҫ-пуҫа питех кӳлӗнмерӗ: кӑнтӑрлаччен пӳрт ҫумӗнчи пахчара йӑрансене кӑшт-кашт ҫум курӑкӗнчен тасатса типтерлерӗ те ҫуллахи душра ҫӑвӑнса илнӗ хыҫҫӑн хӑй должноҫӗпе ҫыхӑннӑ кӗнеке-справочнике алла тытрӗ, ӑна чылайччен тишкерсе тӗпчесе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӑл халь клуб ҫумӗнчи икӗ хутлӑ чул ҫуртра ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Шӑлӗ витменнипе // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 32–34 с.

— Хайхи, — тет Сидоров, — пӗррехинче пирӗн Хӗлимун куҫ курми пуличчен ярса лартнӑ, хывӑнман та, арӑмӗ патне те ҫитеймен, алӑк ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫинчех ҫӗрӗпе хуп турттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсем, комбинат делегачӗсем, пурте пӗрле чӳрече ҫумӗнчи пӗр рете вырнаҫса ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑл ҫӳлелле чакаланнӑ вӑхӑтра Варсонофий утравӗ те ҫулӑм ӑшне путрӗ, йывӑҫ ҫумӗнчи вӗт-шакӑр турат хӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пӗве ҫумӗнчи сарайне те вут ӑшалать.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӗпер патнелле ҫывхарнӑҫем вӗсем часах ӑнланса илчӗҫ: «Хурӑнлӑх» клубӗ ҫумӗнчи пӗве татӑлса кайнӑ, ҫырма талккӑшӗпех шыв алхасать.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Фильчина вырӑнта тупаймарӗ, вара парк ҫумӗнчи мӑн ҫулпа тӑвалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Нимӗн тума аптранипе вӑл чӳрече ҫумӗнчи стенара ҫакӑнса тӑракан рама умне пычӗ, кӗленче айӗнчи сӑнӳкерчӗксене пӑхма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ман хурӑн шывӗ ӗҫес-ха, — терӗ те Ҫтаппан, ҫумӗнчи хурӑн айне тӑрса, ун вуллине пуртӑпа пӗр шит тӑршшӗ хӗреслӗн кач-кач! касса хӑпарчӗ, хуйӑра сӳсе валак турӗ, аяла алюмини курка вырнаҫтарса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗп старт Шупашкарта Станци ҫумӗнчи урамра 10-мӗш ҫуртра иртӗ.

Главный старт состоится в Чебоксарах на Пристанционной улице, дом 10.

«Йӗлтӗр йӗрне» хутшӑнма регистраци пуҫланнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36784.html

Пӗтӗм шанчӑк ҫӗрулми ҫинче, ӑна харпӑр-хӑй хуҫалӑхӗн ҫумӗнчи 20-30 сотка ҫинче ӳстереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех