Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫумӗ (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ мӗн пӗлтерчӗ пире министр ҫумӗ Ольга ЕГОРОВА: - Шупашкарта та, ытти хуласемпе округсенче те лавккара ҫӑмарта пӗтнӗ тӗслӗх пулман, - терӗ Ольга Егорова.

Куҫарса пулӑш

Сармантейӗн сар чӑххин ҫӑмарти мӗншӗн хаклӑ-ши? // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/01/30/sa ... n-hakl-shi

1942 ҫултанпа — темиҫе фронтӑн санитари службин пуҫлӑх ҫумӗ.

С 1942 года — заместитель начальника санитарной службы ряда фронтов.

Боцманов Михаил Васильевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Шӑпах ҫакӑнта 4 уйӑха яхӑн служба командировкине ирттернӗ те Раҫҫей ШӖМӗн Мускав хулинчи Котловка районӗн уйрӑмӗн начальникӗн ҫумӗ, полици подполковникӗ Александр Филиппов.

Куҫарса пулӑш

Йӗрке хуралӗнче — тӳрӗ кӑмӑлпа // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%b9%d3%9 ... %bf%d0%b0/

Малалла ӑнтӑлакан, хӑйсен ӗҫне кӑмӑлтан туса пыракан педагогсене шкул директорӗ Светлана Васильевна Антонова та, унӑн вӗрентӳ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Надежда Ильинична Смирнова та хавхалантарса, пулӑшса пыма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ вӗрентекенсем ӗҫлеҫҫӗ // Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d0%bf%d1%8 ... %ab%d3%97/

«Микрокредитная компания «Агентство по поддержке малого и среднего бизнеса в Чувашской Республике» АНО директорӗн ҫумӗ Александр Быченков тата «Гарантийный фонд Чувашской Республики» АНОн ӗҫ тӑвакан директорӗн ҫумӗ Надежда Аржаева укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу илме майсем пурри ҫинчен каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ // Оксана Козина. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d3%97%d2%a ... %80%d3%97/

Предпринимательлӗх тата туризм министрӗн ҫумӗ Ильнур Тактаевӑн тата Ляонин провинцин коммерци управленийӗн начальникӗн заместителӗ Чжан Вэйдунӑн тӗлпулӑвӗ Пушкӑртстанри делегаци КНР пырса кайнӑ шайра иртнӗ, правительство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртра Китайӑн йӑлана кӗнӗ медицини аталанӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... an-3769766

Халӑх итлевӗ вӑхӑтӗнче тухса калаҫакансен йышӗнче округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Татьяна Владимирова та пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пулассине ырласа йышӑннӑ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d0%bfe%d ... bd%d0%bda/

Унӑн пуҫаруҫи — округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Марина Павлова, ӑсталаканӗ — Андрей Мисяков.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

З.С. Чернова директор ҫумӗ те, ҫӑмӑллӑхсемпе паракан эмелсемпе ӗҫлекен З.В. Султанова та ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b2%d3%9 ... %bb%d3%91/

Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Фарад Зейнетдинов, Чӑваш Республикин ачасен прависен уполномоченнӑйӗ, Чӑваш Енти хӗрарӑмсен союзӗн председателӗн ҫумӗ Алевтина Федорова саламларӗҫӗ Ҫемье пур енӗпе те пысӑк пуянлӑх пулса тӑнине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пурне те хаваслӑх парнелерӗ // Вера ГОРБКНОВА. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%bf%d1%8 ... %80%d3%97/

Округра ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелес, вӗсен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерес, сывлӑхне ҫирӗплетме майсем туса парас енӗпе мӗнле ӗҫсем палӑртни пирки округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А. Комиссарова каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ пирки калаҫнӑ, юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b0%d1%8 ... %97%d1%81/

ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ЧР ял хуҫалӑхӗн министрӗ Сергей Артамонов ҫӗр ӗҫӗн культури ҫулран ҫул ӳссе пынине, фермерсен хушшинче конкуренци ӳссе пынине палартрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫӗр ӗҫӗн культури ӳссе пырать» // Роза ВЛАСОВА. https://zivil.cap.ru/news/2021/07/15/r-n ... sse-piratj

ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ - ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов иртнӗ кунсенче «ҫанталӑк ял хуҫалӑх культурисемшӗн ӑнӑҫлӑ йӗркеленмен пирки республикӑра тырӑ иртнӗ ҫулхинчен сахалрах тухассине» пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Конференцире Игорь Симунов, «Татнефть - АЗС Центр» обществӑн Чӑваш енри филиалӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, дизтопливӑна йӳнӗрех хакпа тивӗҫтересси пирки тухса калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун - ҫулталӑклӑх // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14249-c ... ltal-kl-kh

Вӑл артиллери взвочӗн командирӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Андрей Аркадьевичпа Нонна Семеновнӑна чи малтанах чыс парса Патшалӑх автоинспекцийӗн Управленийӗн начальникӗн ҫумӗ Марат Михайлов Чӑваш Республикин Шалти Ӗҫсен министрестви ятӗнчен Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html

— Пирӗн ял хуҫалӑх предприятийӗ ҫӗр ӗҫне нумайрах тимлет, ҫавӑнпа та ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантаратпӑр, — тет агрофирма директорӗн ҫумӗ Дмитрий Михайлов.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3712273

Митингра Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Данилов Алексей Александрович, Ҫирӗклӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Романова Людмила Ивановна саламлӑ сӑмахсем халӑх умӗнче тухса каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнӑшӑн эпир яланах сире асра тытӑпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -r-3760992

Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — территорисене хӑтлӑх кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин начальникӗ Алина Смирнова Елчӗк муниципалитет округӗнче юсавпа строительство ӗҫӗсене контрактацилес ӗҫ мӗнле пыни пирки тӗплӗн каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тивӗҫлисене — чыс-хисеп // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... %b5%d0%bf/

Пысӑк пӗлтерӗшлӗ мероприятие паттӑрӑн тӑванӗсемпе тата тус-юлташӗсемпе, ял-йышпа пӗрле Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Лаш Таяпа территори пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ермакова, «Яманчурино» ООО директорӗ Владимир Рахмуллин, паттӑр вӗреннӗ Лаш Таяпари В.В.Андреев ячӗллӗ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр ячӗпе // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... f%d0%b5-2/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех