Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулӑнса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк вӑй-хал темерӗн, виҫеллӗ сарлакан илсе, ҫависене сулмаклӑн, ыткӑнтарса сула-сула яраҫҫӗ те парка ҫӗкленнӗ, ашкӑрса ӳсекен симӗс курӑк, ҫулӑнса, ӗретӗн-ӗретӗн ҫаврӑнса ӳкет, купаланса, карталанса юлать, таврана пехетлӗ те сиплӗ шӑршӑ сарать, ҫамрӑксен чун-чӗрине чӗрӗ пурнӑҫ сӗтекне сӑрхӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Анчах пуҫӗ ыратса кайнине те, ҫан-ҫурӑмӗ йӗкӗленсе тӑнине те, пиҫӗ туратсем питрен-куҫран чант! чант! ҫатлаттара-ҫатлаттара янине те, шаккит паракан йывӑҫ вуллисен ҫумне пырса ҫулӑнса ҫамкине мӑкӑльленине те, аллине вӗлтӗренпе ҫӑтӑр-ҫӑтӑр пӗҫертнине те халӗ пӗртте туймасть усал шӗвек тыткӑнӗнче минрекен ҫамрӑк арҫын.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ахӑртнех, эпӗ аяларах тӗлленӗ пулмалла, пуля, ҫӗр тумхахӗсене ҫите-ҫите ҫулӑнса, тусан ҫӗклесе иртсе кайрӗ.

По всей вероятности, я снизил прицел, пуля рикошетом срывала с кочек дымки пыли.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех