Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулҫӑлӑх (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аппарат ӳкнӗ тӗлтен чылай инҫетре, Мичиган кӳлли хӗрринче, ҫынсем ӳлекен-кӗрлекен тӗлӗнмеллерех сасӑ илтрӗҫ; нумай-нумай ҫав ҫынна, — кимӗпе ярӑнакансене, ресторан е кофейня уҫӑ террасисенче ларакансене, теннисла, гольфла, футболла вылякансене, ӑшӑ тӳпене хут ҫӗлен яракансене, — кану кунӗнче симӗс ҫыранпа, ҫӗртме уйӑхӗнчи ешӗл ҫулҫӑлӑх чӑштӑртатӑвӗпе киленме тухнӑскерсене пилӗк минутлӑх ҫав шав самаях аптӑратрӗ.

На большом расстоянии от места падения, — на берегу озера Мичиган, — катающиеся на лодках, сидящие на открытых террасах ресторанов и кофеен, играющие в теннис, гольф, футбол, запускающие бумажные змеи в тёплое небо, всё это множество людей, выехавших в день воскресного отдыха, — насладиться прелестью зелёных берегов, шумом июньской листвы, — слышали в продолжение пяти минут странный, воющий звук.

Ҫӗр // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫап-ҫутӑ темӗнле пӑнчӑсем ишеҫҫӗ, — сенкер ҫулҫӑлӑх витӗр шыв вылять тейӗн.

Поплыли какие-то лучезарные пятна, — словно вода играла сквозь лазурную листву.

Кану // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӳпе тӗслӗ, сухӑрлӑ ҫулҫӑлӑх ҫемҫен чӑшӑлтатать, ҫӗр ҫумӗнчех туратсем шавлаҫҫӗ.

Смолистая, небесная листва шелестела мягко, шумели повисшие ветви.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех