Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулҫине (тĕпĕ: ҫулҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта сивӗсем пулманпа пӗрех, йывӑҫсенчен нумайӑшӗ хӗлле пулсан та ҫулҫине тӑкмаҫҫӗ, ҫулталӑкӗпех ешӗл лараҫҫӗ.

Здесь почти НС бывает морозов, и многие деревья не теряют на зиму листвы, стоят круглый год зелеными.

Поляр ункинчен тропик патне самолетпа кайни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫӳлтен — те хурӑн тӑрринчен — пӗр тумлам патлатса ӳкрӗ те ҫӑкан ҫемҫе ҫулҫине шӑтарсах пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хурӑн ӳсет-ӳсет пысӑк пулать, Ҫулҫине хурт ҫиет — хур пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пирӗн кашни ҫулҫине уйрӑм тасатма тӳрӗ килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халь ҫулҫине аппапа иккӗн ҫеҫ пуҫтаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӗр купӑста ҫулҫине те татман та, таптаман та.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ сӑнатӑп // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Малтанах ҫапла ӑнлантарнӑ пулсан, эп ҫав сухан ҫулҫине татассӑм ҫукчӗ.

Куҫарса пулӑш

Сухан ҫулҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Виҫ-тӑватӑ ҫултах дистрофи текен чир хӑртса-чӑмласа хӑварнипе ҫиҫӗм ҫунтарнӑ мӑйӑр пек шуранкарах сӑн-питлӗ, куҫӗ ҫурхи ҫӗмӗрт ҫулҫине аса илтерет, ҫырӑ ҫӳҫне ҫамка тӗлӗнче тӗпек хӑварса кастарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Арҫын куҫӗ тӗлне килекен, ҫил ҫук майӗпе шӑпӑрт, тарӑн шухӑша путнӑн, пӗр ухӑнмасӑр, хускалмасӑр канӑҫлӑхпа лӑпкӑлӑх юрри ӗнӗрлесе ларакан йывӑҫсенчен йӑпӑшланса ӳсекен вӑркӑля тирек ҫеҫ, ҫу варринче мамӑк кутлӑ маҫака ҫаврӑнаканскер, шӑпӑрлӑ ҫара (сыхланса юлнӑ, саралнӑ пӗр-ик ҫулҫине шута илмесен) тураттисене ҫӳлелле чӑнк кӑнтарнӑскер, халӗ вилтӑпри палӑкӗ пек хуп-хура: ҫи-пуҫне тӑхӑнса хывассипе вӑл яланах малта.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑн, Марине техӗмлӗ апат пӗҫернӗ: тӑвар калаттарнӑ, улмине, ҫулҫине ҫителӗклӗ янӑ, анчах та шӳрпи шӗвӗрех.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Марине чӗкӗнтӗр ҫулҫине ҫурӗ, ывӑс ҫинче турарӗ.

Куҫарса пулӑш

Яшка витӗр Шӑнкӑртам курӑнать // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 86-88 с.

Унтан вӑл тепӗр ҫулҫине татрӗ, ӑна каллех лутӑркаса ҫӗре пӑрахрӗ.

Затем — другой.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Йывӑр шухӑша путнӑ Доруца пӗр ҫулҫине татса илчӗ те пӳрнисемпе лутӑркаса тӑкрӗ.

В задумчивости Доруца отломил сочный лист и раздавил его пальцами.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Бригадир та хӑна ҫумне пӗшкӗнет, хӑмла ҫулҫине тытать.

Куҫарса пулӑш

Xӑнара // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 94–102 с.

Пӗвери тӗтре уткӑшкар ҫулҫине ҫеҫ мар, пӗтӗм утта нӳретнӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Виҫӗ хурӑнне те алӑпа ачашласа пӑхрӗ вӑл, типсе ларнӑ, темле майпа ҫилпе вӗҫсе каяйман темиҫе ҫулҫине татса илчӗ, каллех макӑрма пуҫларӗ — арҫынсем вӑл тутӑр вӗҫӗпе куҫне шӑлкаланине курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗрисем йывӑҫӑн ҫулҫине, вӑрри-тӗшшине ҫисе сиенлеҫҫӗ, теприсем хуппине кӑшласа хӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.

Чашӑк таврашӗнче урӑх чӗрчунсем те ҫӳрекеленӗ пулас, шаннӑ хупах ҫулҫине таткаласа пӗр-ик утӑм аякка кайса пӑрахнӑ.

Побывали тут, вероятно, и другие насекомые и зверьки — увядший лопух валялся неподалеку, порванный на мелкие кусочки.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫулҫине татас тес — татмалӑх ҫук: путек хӑлхинчен те пӗчеккӗ.

Нарвать бы листьев — да они еще меньше ягнячьего ушка.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӗлтрен ҫулҫине вӑл чи симессисене, сарӑлса ҫитейменнисене суйласа татать.

Он выбирает нежные молодые листочки крапивы.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех