Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулсенчи (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫак ыйтӑва хирӗҫ тӗрӗс сӑмах калас тесе, иртнӗ ҫулсенчи ӗҫсене, литературӑн аталанӑвне тӗрӗс хак парас тесе, эпир иртнӗ съездри калаҫусене кӗскен аса илетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

1970 ҫулта «А зори здесь тихие …» повеҫе Таганкӑри театр сцени ҫинче лартнӑ та, вӑл 1970-мӗш ҫулсенчи чи паллӑ постановкӑсенчен пӗри пулса тӑнӑ.

В 1970 году повесть «А зори здесь тихие…» перенесена на сцену театра на Таганке и стала одной из самых известных постановок 1970-х годов.

Васильев, Борис Львович // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/w/index.php?tit ... ction=edit

2008—2009 ҫулсенчи хӗрачасен ушкӑнӗнче финиша чи малтан Диляра Алимова ҫитнӗ (Шурут вӑтам шкулӗ).

Куҫарса пулӑш

Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/

Ял Совет председателӗ Мария Тимофеевна, вӑтам ҫулсенчи хӗрарӑм, ваттисемпе ача-пӑча хушшинче клуб пуҫлӑхне — Хӗветӗре — часах асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Крючниксене вӑтӑр ҫулсенчи ҫамрӑк вырӑс хӗрарӑмӗ кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Малай, тӑхта-ха, — шур халатлӑ вӑтам ҫулсенчи мишер хӗрарӑмӗ пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Пӗрремӗш хутра тӗл пулнӑ хитре пике ҫине тинкерсе пӑхакан вӑтам ҫулсенчи арҫын хӗре вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗн пӳлӗмӗ иккӗмӗш хутра пулнине пӗлтерчӗ те: «Тен, тӗл пулӑпӑр-ха», — тесе урамалла васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ванюк пиччӗшӗн кителӗ ҫинчи 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче нимӗҫ фашисчӗсене ҫӗнтернӗренпе 20 ҫул ҫитнине палӑртса кӑларнӑ медале, значоксене тыта-тыта, салтак карттусне тӑхӑнса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫӳллӗ те тӗреклӗ, вӑтам ҫулсенчи арҫын.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Тӗп инженер патне шлепкине ӗнсе ҫине антарса лартнӑ, пичӗ-куҫӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ вӑтам ҫулсенчи арҫын васкаса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Стройкӑна кӗрсе ҫӳрекен вырӑнта Иринӑна аслӑ ҫулсенчи ҫӳллӗ мар арҫын, юттисене кунта кӗме юраманни ҫинчен асӑрхаттарса, тытса чарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хветура — Крахъянпа пӗр ҫулсенчи хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Вырӑсла хапхаран вӑтам ҫулсенчи лутрарах хӗрарӑм тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вун икӗвун виҫӗ ҫулсенчи арҫын ача ҫӗрте выртакана тӗлӗнсе сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр ҫирӗм ҫулсенчи хӗр хут тӑсса пачӗ те шнурлӑ кӗнекере алӑ пусма ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

(Татаринче 1932-1933 ҫулсенчи активлӑ контрреволюциллӗ тата советсене хирӗҫле ӗҫсем ҫинчен калакан кӗске справка).

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сатур — вун виҫӗ-вун тӑватӑ ҫулсенчи хастар ҫамрӑк.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Кӗмӗл ҫулсенчи художество пултарулӑхӗн коллективӗсем, «Белый ворон» автор юррин клубӗ тухса калӗҫ.

Выступят коллективы художественной самодеятельности серебряного возраста, Клуб авторской песни «Белый ворон».

Пушкӑртстанра аслӑ ӑрӑвӑн кӗрхи Вунӑкунлӑхӗ стартлать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3492182

Жюри пӗтӗмлетӳсене тунӑ вӑхӑтра хутшӑнакансем 80-мӗш ҫулсенчи юрӑсемпе «чӗрӗ» дискотека йӗркеленӗ.

Пока жюри подводило итоги. участники организовали дискотеку под «живое» исполнение песен 80 – х годов.

Пишпӳлекри Культура керменӗнче караоке-каҫ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3484793

Кӑштах вӑхӑт иртсен, вӑл портфель тытнӑ чылай ҫулсенчи арҫынран: лешӗ хими институчӗ ӑҫтарах вырнаҫнине пӗлмест-и, тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех