Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулсем (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫтерлӗ хулинче кӑҫал «Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн икӗ урамра ытларах юсав ӗҫӗсем туса ирттереҫҫӗ тесе пӗлтернӗ ПР Транспорт министертвинче.

В Стерлитамаке в текущем году в рамках нацпроекта «Безопасные качественные дороги» отремонтируют на две улицы больше, сообщили в минтрансе РБ.

Ҫтерлӗре 10 ҫул объектне юсаҫҫӗ // Юрий СНЕГОПАД. https://ursassi.ru/news/natsi-proekch/20 ... sa-3438710

Кунта та, ытти хуласенчи пекех, тусанлӑ урамсем тӑрӑх машинӑсем ҫӳреҫҫӗ, магазинсем рекламӑпа илӗртеҫҫӗ, ҫулсем хӗрринче кактуссем, сайра пулин те, тӗл пулаҫҫӗ…

Тут все точно также, как и везде – по пыльным улочкам ездят машины, магазины пестрят рекламой, на обочинах дорог растут редкие кактусы…

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Сад участокӗсем, дачӑсем, шыв-шур юхакан вырӑнсем патне каймалли ҫулсем яланах пушӑ пулмалла.

Проезды к садовым участкам, дачам и водоисточникам должны быть всегда свободными.

Хӗллехи сезона дача мӗнле хатӗрлемелле // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kh-rushs-rl- ... le-3432032

Ҫулсем иртни ан кӳтӗр тунсӑх, Вӑй-халӑр пултӑр иксӗлми.

Куҫарса пулӑш

Вера Михайловна ТАРАСОВА // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/salamlanisem ... va-3419490

Кӑҫал ҫулсем ҫинче фото-видео сӑнавсем вырнаҫтарма укҫа-тенкӗ уйрӑмах чылай уйӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j

Пӗтӗмпе кӑҫал ҫулсем ҫинче инкек пулнӑ тӗслӗхсем - 455, кӑтарту пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 13,8 процент пӗчӗкленнӗ, сусӑрланнӑ ҫынсен шучӗ 10,1 процент, вилнисен шучӗ 11,5 процент сахалланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j

«Пирӗн ҫулсем пӗтӗмпех тенӗ пекех ятарлӑ нормӑсене тивӗҫтереҫҫӗ, транспорт инфратытӑмӗ лайӑхланса пыни куҫ кӗретех.

Куҫарса пулӑш

Малашне тен, мотоблокпа ҫӳрекенсене регионта ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнманшӗн явап тыттарӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/09/05/ulmr ... onta-cul-j

Иртнӗ ӗҫсенче ачасен урамсемпе ҫулсем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне кӑтартасси йӗркеленнӗ.

В ходе проведенных работ у детей сформировалось представление о безопасности дорожного движения при передвижении по улицам и дорогам.

"Тимлӗр, ачасем!" анлӑ масштаблӑ асӑрхаттарупа профилактика акцине ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... rn-3425325

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем те ҫӑмӑл пулман.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ ҫулӗсем ҫӑмӑл пулман // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/09/01/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d0%bd/

Унпа тинӗсре те, чугун ҫулсем ҫинче те усӑ кураҫҫӗ.

Его также используют в море и на железных дорогах.

Пӗтӗм тӗнчери светофор кунӗ тӗлне // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ne-3375185

1880-мӗш ҫулсем пуҫламӑшӗнче дифтерит эпидемийӗ, 1890-мӗш ҫулсенче халер эпидемийӗ сарӑлса кайсан, вӗсене хирӗҫ крешес ӗҫре ҫав тухтӑрсем лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Чкалов вӗҫев шкулӗнче вӗреннӗ ҫулсем.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Ҫулсем иртнӗҫемӗн йывӑр та кӑткӑс ӗҫре кӑштах ӗшенме те пулать темелле.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

«Ырӑ кун», «Ҫӗнтерӳҫӗсем», «Телей», «Пӗчӗк строительсем», «Атӑл», «Ӑмӑрткайӑк», «Тимур тусӗсем», «Республика ирӗ», «Юратнӑ ҫӗр», «Ҫулсем», «Хастар Иван», «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», «Тупа», «Атӑл тапранчӗ», «Ҫӗнтерӳ аки», «Хӗвел ҫулӗ», «Пурнӑҫ илемӗ», «Йӑлӑмри юрӑ», «Тӑван кил», «Ашшӗпе ывӑлӗ»…

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

1936-37 ҫулсем тӑршшӗнче Петӗрпе темиҫе хут та курнӑҫнӑ эпӗ, тӑтӑшах ҫыру та ҫӳретнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тусан вӑрттӑнлӑхӗ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Иртен ҫулсем ахальлӗн тенӗ пек пачах иртмен.

Куҫарса пулӑш

«Салам пултӑр, хисеплӗ Николай Егорович!!!...» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/65

Вӑл ҫулсерен хӑтлӑланнӑҫемӗн хӑтлӑланса тата пурӑнма илӗртӳллӗ вырӑна ҫаврӑнса пырать – инфратытӑм аталанать, социаллӑ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ, пурӑнмалли ҫуртсен картишӗсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ, ҫулсем ҫӗнелеҫҫӗ, хулара пурӑнакан кашни ҫыншӑнӑх канма тата сывлӑха ҫирӗплетме, тӗрлӗ енлӗн аталанма тата хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса пама паха майсем йӗркеленеҫҫӗ.

С каждым годом он становится все более уютным и привлекательным местом для жизни – развивается инфраструктура, строятся социальные объекты, благоустраиваются дворы и обновляются дороги, создаются условия для полноценного отдыха и оздоровления, развития и самореализации каждого его жителя.

Олег Николаев Хупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/20/gla ... et-s-dnyom

Ҫулсем иртнӗ май ҫакна пит аван ӑнланакан пултӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Т.БЫКОВА. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

«Хӑрушлӑхсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ ҫак объектӑн хакӗ 305000 тенкӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑт хӗрӳ ӗҫре иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%b2a%d1% ... %b5%d1%82/

Аса илтеретпӗр, 2023 ҫулта республикӑра «Хӑрушсӑр пахалӑхлӑ ҫулсем» нацпроект шайӗнче 74 ҫухрӑм ҫул-йӗр сетьне юсама палӑртнӑ.

Напомним, в 2023 году в республике в рамках «БКД» планируется отремонтировать порядка 74 км региональной дорожной сети.

Пушкӑрт Республикинче Буздяк – Давлекан трассине юсаса пӗтереҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/natsi-proekch-se ... re-3391735

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех