Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулне (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Рурта пӗрремӗш хӑвӑрт ярӑнмалли велоҫулсенчен пӗрине, Рур хӑвӑрт ярӑнмалли велосипед ҫулне (RS1) ӑсталанӑ.

В Руре построена одна из первых скоростных велодорожек, Рурский скоростной велосипедный путь (RS1).

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Вӑл пирӗнтен 15 миллион ҫутӑ ҫулне яхӑн аякра вырнаҫнӑ.

Она находится на расстоянии приблизительно 15 миллионов световых лет от нас.

Messier 83 // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/Messier_83

Кӑҫалах пурнӑҫа кӗртме май килнӗ тепӗр объект – Ҫӗньял Апаш ялӗнчи Ананий Кузьмин урамӗн ҫулне вак чул сарса юсани.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Акӑ ҫапла майпа 2021 ҫулта Исетерккӗ ялӗнчи Ҫӗнтерӳ 30 ҫул тултарнин тата Алексеевсен урамӗсене сыпӑнтаракан урам ҫулне вак чул сарса хытарма тата Отарккӑри Лесная урамра вӑй-хала ҫирӗплетмелли тренажерсем вырнаҫтарма май килнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Республикӑра шкул ҫулне ҫитмен ачасен учрежденийӗсенче агролабораторисем уҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Ҫын тӳрех ача ҫулне пӳлчӗ те: — Эй, ачамкка, эпӗ сана паллатӑп, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗчӗккисене, шкул ҫулне ҫитмен ачасене, мӑшӑррӑн ҫавтӑнтарнӑ та хӑй хыҫҫӑн ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Эппин, ман пӗчӗккисене, шкул ҫулне ҫитмен ачасене, илӗртме тивет.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Сантӑрккана пытарма кайнӑ ҫулпа пырать Ҫимун, ҫулне кӗрт хывса кайман-ха.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Илмесен, хам каятӑп, ҫулне пӗлетӗп! —

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫаплах юр ҫӑвать, ҫунашка ҫулне витсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл хулӑнрах та, кӑкӑрӗсем ҫулне кура мар туллирех.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Комсомол ҫулне ҫитнисене хамӑр ушкӑна явӑҫтарас тесе, эпӗ темиҫе ачапа калаҫса пӑхрӑм.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мускава хӳтӗлеме, тӑшман ҫулне пӳлме кирлӗ ӗҫсем тӑватпӑр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫичӗ ҫулне ҫеҫ пӗрле пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ассӑн сывласа ячӗ Хумкка, сак ҫинчи карттусне илсе, чӗлӗм туртма крыльца ҫине тухасшӑнччӗ вӑл, анчах кил хуҫи унӑн ҫулне пӳлчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр тесен, Ҫтаппанне пуҫӗпех пӗтерсен те аванччӗ, урӑх ун ҫулне пӳлсе ан тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппансен ҫулне городовойпа ахаль тумлӑ ҫын пырса пӳлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнтӗ ҫулне пӳлекен никам ҫуккипе кӑшкӑрашма та пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, хӑй хӑранине ҫӗнтерсе, чунакансен ҫулне пӳлчӗ те: — Чарӑнӑр! Ҫулӑм тулалла тухса ҫивиттине хыпса илнине курмастӑр-и-мӗн? Е ялӗпех ҫунтарса яма шутлатӑр-и?! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех