Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуллахи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мадейрӑра субтропик Вӑтаҫӗр тинӗс климачӗ (Кёппенӑн климат классификацийӗпе: Csb), вӑл тӗнчери чи ҫемҫе ҫанталӑксенчен пӗри — хӗллехипе ҫуллахи кӑнтӑр вӑхӑтӗнчи температура пӗр-пӗринчен 7°C ытла уйрӑлса тӑмасть.

На Мадейре господствует субтропический Средиземноморский климат (Классификация климатов Кёппена: Csb), один из самых мягких в мире — разница между дневными зимними и летними температурами не превышает 7 °C.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Амӑшӗ чӗтрекен аллипе хӗрес хыврӗ, унтан хӑйне хумхантарнӑ, хӗрӗшӗн хаваслӑ ҫуллахи каҫа аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫуллахи каҫсенче вӑл кӗтӗве кӗтсе илетчӗ, ачашшӑн йынӑшса ӗнине ҫавӑратчӗ, итлемен, пӳрчӗ умӗнче ҫаврӑнакан сурӑхӗсене картишне хӑваласа кӗртетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ваню-ю-юш, — шӑппӑн, ҫепӗҫҫӗн, ҫуллахи ҫилтен те лӑпрах, тутине кӑшт та хускатмасӑр тенӗ пек чӗнчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫуллахи кунсем хӗле тӑрантараҫҫӗ, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Политовсем Хӗллехи тата Ҫуллахи ял спорт вӑййисен - темиҫе ҫулхи ҫӗнтерӳҫисем.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Чупассипе, йӗлтӗрпе ӑмӑртассипе, хӗллехи тата ҫуллахи полиатлонра, сӗтелҫи теннисра республикӑра чи ҫивӗччисенчен пӗри пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗтӗм пурнӑҫӗ - спорт // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13452-p ... rn-c-sport

Ҫуллахи вӑхӑтра ҫанталӑк ытларах чухне хӗвеллӗ, анчах сывлӑш вӗри те нӳрлӗ чухне ҫавна май сивӗ фронтсем иртнӗ чухне вӑйлӑ аслатиллӗ ҫумӑрсем пулма пултараҫҫӗ.

Летом погода обычно солнечная, но когда воздух горячий и влажный, это вызывает сильные грозы при прохождении холодных фронтов.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

Ун чухне, хальхи пек ас тӑвать, ҫав ҫуллахи тӗттӗм каҫ ҫап-ҫутӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫуллахи каҫ кӗске, ҫитнӗ ҫӗре ҫутӑлать те.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫуллахи хӗвел майӗпен анать пулсан та тахӑш вӑхӑтра таврана тӗттӗм чаршав карса илнине ачасем сиссе те юлаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫуллахи каникул хӑвӑрт иртет.

Куҫарса пулӑш

Тӗпсӗр кӳлӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ванюк ҫав улмуҫҫи айӗнче ҫуллахи ӑшӑ кунсенче ӗмӗтленсе ларма юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хулари паллӑ вырӑнсен шутне ҫуллахи кафе йӗри-тавра вырнаҫнӑ Югославире чи пысӑк йывӑҫа, 16 вулӑран тӑракан кивӗ платана тата Йован Дучич серб сӑвӑҫин, Требинере ҫуралса ӳснӗ дипломачӗн палӑкне кӗртме пулать.

К достопримечательностям города стоит также отнести 16 старых платанов, окаймляющих летнее кафе — самое большое в бывшей Югославии, и памятник Йовану Дучичу — сербскому поэту и дипломату, уроженцу Требине.

Требине // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A2%D1% ... 0%BD%D0%B5

Ҫавӑнпа та кунта ҫуллахи вӑхӑтра вӑйлӑ ҫумӑрсем хыҫҫӑн шывсем тулса саралса каяҫҫӗ, таврари вырӑна шыв илет.

Поэтому здесь в летнюю пору от сильных дождей разливаются реки и происходят наводнения.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

ССР Союзӗн пӗтӗм талккӑшӗнче тенӗ пекех хӗллехи температура ҫуллахи температурӑран паллах уйрӑм тӑрать.

Почти на всем пространстве СССР температура зимы резко отличается от температуры лета.

Климат // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫуллахи вӑхӑтра ӑна йӑмӑх хӗвел ҫутти ҫутатса тӑрать.

В летнее время солнце заливает его ослепительным светом.

Кавказра нефть кӑларни // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Свансем ҫуллахи вӑхӑтра ҫав сукмак тӑрӑх ҫеҫ ытти вырӑнсемпе ҫыхӑну тытма пултарнӑ; хӗлле ҫыхӑну тытасси йӑлтах пӗтсе ларнӑ.

Только по этой тропе сваны в летнее время могли сообщаться раньше с остальным миром; зимой всякое сообщение прерывалось.

Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫуллахи шӑрӑх кун тӑрать.

Стояла летняя жара.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫав уйӑхсенче хӗвел ҫуллахи пек ытлах хӗртмест.

В эти месяцы солнце не так печет, как летом.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех