Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиҫтеркелесе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ылтӑн шӑлӗсемпе типӗ ҫиҫӗм ҫиҫтеркелесе, тутине туртса янӑ сассӑр купӑса ҫавӑрса, кӗҫ-вӗҫ тилӗ ҫӑвӗ тумлатас пек ирӗлнӗ куҫне «Сталин» ҫинче ҫивӗчлетнӗ Алендеев халӗ хӳрипе пӑлтӑртатса, сӗлекине юхтарса, хуҫине куҫӗпе чунранах тилмӗрсе «ҫулакан» килти йытта аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Хӑй мӗн илтнипе халтӑраса, сивчир тытнӑ пекех чӗтреве ӳксе, арҫын, куҫне синкеррӗн ҫиҫтеркелесе, Аллаха асӑнкаласа, кӑп-кап сӑхсӑха-сӑхсӑха, кутӑн-кутӑн — каялла…

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Таса, ытаруллӑн хӗрхӗлтӗмленекен анӑҫри лӗп хӗвелӗ, урисене ҫилсӗрлӗх янкӑрлатнӑ Атӑлта ҫиҫтеркелесе чӳхекелекенскер, пиҫсе-тулса ҫитнӗ апельсина аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ну, сывӑ-и, анне? — хура слива пек куҫӗсене уяр ҫиҫӗмле ҫиҫтеркелесе, хавхаллӑн, кӗрӗ кӑмӑлпа ыталарӗ амӑшне Павӑл.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Юлташӗсем те, ӗнтӗ «ӗрӗхекен» сывлавӗсене «ҫӑварлӑхлама» ӗлкӗрнӗскерсем, хӑйсене шӑши ҫури тытнӑ кушак аҫи пекех туйрӗҫ: куҫӗсене уяр ҫиҫӗм пек ҫиҫтеркелесе, тутисене ейӗве ярса, кӗхле-кӗхле, списать тунӑ сахӑрӑн ҫиелти таса пайне хӑпӑл-хапӑл ҫак миххе пуҫтарса ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех