Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиҫкӗнчӗк (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав хушӑра хӗвел тӗтреллӗ пӗлӗт капкӑнӗнчен тинех шӑтарса тухрӗ: янкӑр ҫутӑ; ҫиҫкӗнчӗк тинӗсре кӑпӑк ҫаврӑнать-вӗрет.

Меж тем солнце пробилось наконец сквозь туманные облачные пласты; по яркому морю кружилась пена.

XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Чаплӑ кун сӑрт-тӑва хӗвелӗн чӗрӗ шыв сиккипе шӑварать, хӗвел шевлисем чӑтлӑх вӑрманӑн тӑвӑр уҫлӑхӗсенче ылтӑн пӑнчӑсенче, ҫиҫкӗнчӗк ҫулҫӑсенче, чике пайӑркасенче ӑнтӑлуллӑн куҫа-куҫа ирӗлеҫҫӗ; ут чӗрни айӗнчен курӑка сывлӑмпа пӗрӗхтере-пӗрӗхтере чечексем чӗтренсе юлаҫҫӗ, ансӑр сукмаксен арпашӑнчӑк тымарӗсем вара пур еннелле те тӑсӑлаҫҫӗ, ҫеҫкеленсе капӑрланнӑ кашкӑр ҫырли, акаци тата шӗшкӗлӗх ӑшнелле кӗрсе сапаланаҫҫӗ.

Прекрасный день заливал горы живым водопадом солнца, тающего в тесных изгибах чащи крупным дождем золотых пятен, озаренных листьев и отвесных лучей; цветы вздрагивали под копытами, обрызгивая росой траву, а спутанные корни тропинок вились по всем направлениям, уходя в цветущую жимолость, акацию и орешник.

VII. Таврӑну // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Майӗпен-майӗпен, тӗксӗмленсе те йӑл кулкаласа вӑл сӑнарлавӗн ҫиҫкӗнчӗк чӑтлӑхне, капӑр сӗмленӳсен вӗтлӗхне — ҫынна эрехрен кая мар ӳсӗрӗлтерекен ҫӗрелле кӗрсе пырать.

Постепенно, хмурясь и улыбаясь, достиг он сияющих дебрей воображения, гущины грез, делающих человека пьяным, не хуже вина.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Анчах тусӑм та пархӑт чӗрнеллӗ тискер чӗр чунсен ӑратӗнчен… пулнӑ, — вӗсем пурнӑҫ сассисенчен, унӑн ҫиҫкӗнчӗк пьедесталӗсене курнипе чӗтреме пуҫлаҫҫӗ.

Но и он был из той же породы хищников с бархатными когтями, трепещущих от голосов жизни, от вида ее сверкающих пьедесталов.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Ҫиҫкӗнчӗк, тӑрӑ кӳлӗ, путакан пӗлӗтсемпе тулсах ларнӑскер, тӳлек, ҫын йӗрри-паллисӗр, ҫавӑнпа та Горн ҫав самантрах питӗ хӑвӑрт, талтлатса тапакан чӗрипе ҫаврӑнчӗ; каттӑркӑҫ сиксе тӑнӑ, унӑн ҫӗҫҫин йӑнӑш сулӑмӗ Горн кӗпине ҫурса ячӗ.

Сияющее, прозрачное озеро, наполненное тонувшими облаками, было так явно безлюдно, что в тот же момент он еще быстрее, с заколотившимся сердцем, повернулся к вскочившему каторжнику. Неверный удар ножа распорол блузу.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Горн пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ; кунта ҫап-ҫара пекех, тӳпен чӳречерен капланса тухнӑ ҫиҫкӗнчӗк йӑлтӑркки ҫеҫ хӑтсӑрлӑха кӑштах ҫемҫетет.

Неуютная, почти голая комната, куда вошел Горн, смягчалась ослепительным блеском неба, врывавшегося в окно.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Шывра чӗр куҫҫи таран пӗкӗрӗлсе пырса ҫапкаланчӑксем пӗчӗк утравран сахалтан та аллӑ утӑм куҫнӑ тӗлелле икӗ ракетӑн ҫиҫкӗнчӗк кӗтесӗ утравран вӑрманалла тата тӳпенелле вирхӗнчӗ.

Согнувшись и осторожно подвигаясь по колена в воде, скитальцы ушли от островка не более как на полусотню шагов, когда сияющий угол двух ракет взметнулся с островка в лес и к небу.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Йӗри-тавра шӳт-кулӑ, калаҫу, хӗрарӑмсен ҫиҫкӗнчӗк пуплевӗ, хаваслӑ кӑшкӑрашу — ҫаксем вӗҫленми шӑв-шава куҫаҫҫӗ; тӳлек, ҫепӗҫ шав — капӑр эшкер ҫилӗ.

Вокруг раздавались смех, говор; сияющие женские речи, восклицания, образуя непрерывный шум, легкий шум — ветер нарядной толпы.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Аялта ирӗклӗн сарса хунӑ йӑлмаксемлӗ ҫиҫкӗнчӗк сарӑ сӑнчӑр выртать, унӑн хулӑнӑшӗ вӑтам яккӑрӑнни пекрех, кашни сыпӑкӗ, ахӑртнех, ҫирӗм пилӗк фут таять.

Внизу свободно раскинутыми петлями лежала сияющая желтая цепь средней якорной толщины, каждое звено которой было, вероятно, фунтов в двадцать пять весом.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ӑсӑм сисӗнмеллех арпашӑнчӑк: ӑҫта ҫӳренӗ, епле улӑхнӑ та аннӑ, айккинчи тата хӗресленекен ҫулсене мӗнле лекнӗ, — халӗ манӑн асӑмра ҫав мерекке-ҫул ҫӳрев ҫавӑн чухнехилле уҫӑмлӑ мар ӗнтӗ; пӗтӗмпех ҫиҫкӗнчӗк те сӳсленчӗк йӗр — тӑвӑрлӑх, ҫутӑ, пӑрӑнӑҫсемпе пусма-картлашка ҫапла асра юлчӗҫ.

Ум мой был помрачен: где я ходил, как спускался и поднимался, встречая то боковые, то пересекающие ходы, — не дано теперь моей памяти восстановить в той наглядности, какая была тогда; я помню лишь тесноту, свет, повороты и лестницы как одну сверкающую запутанную черту.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Блюм пуҫне пӑрчӗ, ҫеҫен хирӗн черчен сӑн-питне пӗрӗнчӗк ҫавра куҫӗсемпе тӗсесе ҫаврӑнчӗ, хӑйӗнне темӗскер аса илчӗ, — хайхискер инҫетри горизонталла сасӑсӑр тӗттӗм каплампа ухлатса ҫухалчӗ, унтан ҫиҫкӗнчӗк пушӑлӑхалла сурса хучӗ.

Блюм повернул голову, окинул круглыми замкнутыми глазами нежное лицо степи, вспомнил что-то свое, ухнувшее беззвучной темной массой к далекому горизонту, и плюнул в сияющую пустоту.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Театрӑн капмар алӑкӗ халӗ ҫурма уҫӑ, унта ылтӑн, ҫутӑ йӑлтӑртатаҫҫӗ, илемлӗ, кӗме май ҫук тӗнчери ҫиҫкӗнчӗк сӑнсем чаршав сӗмӗнче савӑнӑҫлӑн кулаҫҫӗ, чаршав ҫине вара парӑссемлӗ тата кайӑксемлӗ кӑвак лагуна ӳкернӗ.

Огромная дверь в зал театра была полураскрыта, там блестели золото, свет, ярко озаренные лица из прекрасного и недоступного мира смеялись на фоне занавеса, изображающего голубую лагуну с парусами и птицами.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Азора анлӑ, ҫиҫкӗнчӗк тӳремлӗхпе сарӑлса выртать.

Азора расстилалась широкой, сияющей равниной.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах кӗҫех пӑхса ытамлайми мӗн пур тӳпере ҫӑлтӑрсем, симӗсрех тӗслӗ, ҫиҫкӗнчӗк ҫӑлтӑр ушкӑнӗсем сапалана-сапалана акӑнчӗҫ.

Но уже по всему непроглядному небу начали высыпать звёзды, сияющие, зеленоватые созвездия, — ледяные лучи их кололи глаза.

Хӗвел анни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кӗҫени те Кӗҫени мар пек пач — юн выляса тӑракан вӑхӑтри хаваслӑ, тулли сывлӑхлӑ, ҫиҫкӗнчӗк хӗр пек…

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавах та ҫиҫкӗнчӗк, ырӑ иккен унӑн сасси, тӑван.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех