Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиҫкӗнчӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗр самант пулчӗ, — Гез сӑнне сӑнанӑ май ӑна каютӑран кӑларса ывӑтасси пирки шухӑш ҫиҫкӗнчӗ.

Был один момент, когда, следя за выражением лица Геза, я подумал, что придется выбросить его вон.

XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Юлашки кӑмрӑк ҫатлатрӗ те самантлӑх ҫиҫкӗнчӗ, хӗртнӗ тимӗр тӗсне куҫса вӗрие пула пӗтӗрӗннӗ ҫывӑхри тунасене ҫутатрӗ, унтан сӳнчӗ.

Последний уголь, потрескивая, разгорелся на одно мгновение, приняв цвет раскаленного железа, осветив ближайшие, свернувшиеся от жары стебли, и померк.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Шаплатрӗ; вут-ҫулӑмӑн янкӑр ҫутӑ юпи ҫиҫкӗнчӗ те — тепӗр самантранах сӗмлӗх ӗмӗрхи хӑватлӑхне тавӑрчӗ, анчах Гент вут-ҫулӑм шыраса тупнине шухӑшӗсенче курать ӗнтӗ.

Раздался треск, во тьме сверкнул яркий столб огня, мгновенно вернув мраку его величие, но Гент продолжал мысленно видеть обнаруженное огнем.

V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кантӑкри куҫ ҫиҫкӗнчӗ, тӗлӗнчӗ те иккӗмӗш куҫне вырӑн пама тӗршӗнчӗ, икӗ куҫ та, еплерех пӑхнине кура, савӑнӑҫлӑ тӗл пулу шантармаҫҫӗ.

Глаз сверкнул, изумился и потеснился дать место второму глазу, оба глаза не предвещали, судя по выражению их, радостной встречи.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Унан хӑрушла хуллен ҫӗкленекен хура хупанкисен айӗнчен чӗтресе те йӑлтӑртатса салху-тӗксӗм куҫӗсем шуса тухрӗҫ — тӗлӗнмелле те уҫӑмсӑр йӑлтӑрав; самантлӑх ҫеҫ ҫиҫкӗнчӗ ҫакӑ.

Из-под ее черных ресниц, поднявшихся страшно тихо, дрожа и сверкая, выполз помраченный взгляд — странный и глухой блеск; только мгновение сиял он.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Унӑн куҫӗсенче темӗн ҫиҫкӗнчӗ — паллӑ мар тӗшмӗртӳсен хӗлхемӗ.

Что-то мелькнуло в его глазах, — искра неизвестных соображений.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Алӑк кӗленчин хӗрлӗ сӗмӗ тепре ҫиҫкӗнчӗ; акӑ пушӑ урампа каялла пысӑк фургон килни курӑнать: унта ешчӗксем тӑп-тулли, вӗсен хушшинче улӑм кӑнтарӑнса сапаланнӑ.

Еще раз в стекле двери блеснул красный оттенок, а затем по пустой улице проехал в обратную сторону огромный фургон, нагруженный ящиками, из которых торчала солома.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Энниок самантлӑх куҫне хӗсрӗ, уҫрӗ, тарӑннӑн сывлӑш ҫӑтрӗ, унтан шара аялтан мӗн пур вӑйпа тӗкрӗ; шар ҫиҫкӗнчӗ те инҫетрине чанклатса перӗнчӗ; хайхискер пӗкӗ пек айккинелле ыткӑнчӗ; малтанхи вара бумеранг евӗр каялла хӑвӑрттӑн кустарчӗ, лӑпкӑн сывланӑн, ҫӑмӑллӑн, майӗпен кусса тепӗр шара пырса лекрӗ.

На мгновение он зажмурился, открыл глаза, вздохнул и ударил изо всей силы под низ шара; шар блеснул, щелкнул дальнего, взвившегося дугой прочь, и, быстро крутясь в обратную сторону, как бумеранг, катясь все тише, легко, словно вздохнув, тронул второго.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Аян халӗ стена хӗррипе куҫать — унӑн куҫӗ умӗнче хушӑк ҫиҫкӗнчӗ; аллине тӑсрӗ те — чӑнах та алӑк, вӑл кӑшт тӗртсенех сасӑсӑр яриех уҫӑлчӗ.

Аян тронулся вдоль стены — щель сверкнула перед его глазами; он протянул руку это была дверь, бесшумно распахнувшаяся под его усилием.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех