Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиҫкӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗлккен пит-куҫӗнче тӗкӗнмен-саланман ҫамрӑклӑхӗ халь-халь вӗресе тӑкӑнасла, ҫиҫкӗн.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Чечек сарри алакан кӑнтӑрлахи кӳлӗм хӗвелӗ кунӗ, ӑшӑ, ҫиҫкӗн ылтӑн евӗр йӑлтӑркка.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Тавралӑха куҫ шуррипе ҫутӑлтарса Ула Тимӗр куҫне малтан Турӑ ҫинче ҫивӗчлетрӗ, унтан ӑна сылтӑмалла ывӑтрӗ те курах кайрӗ: вупкӑнпа юнашар, Ула Тимӗре тӑп-тӑрӑ ӑшӑ куҫӗпе ачашлакаласа, ҫемҫен кулкаласа, пуҫне ҫурмаран ҫеҫ хуплакан, хулпуҫҫийӗсене витсе ҫурӑмӗ хыҫнелле анакан, аркисенче шурӑ роза ҫеҫки пекскер хытса тӑракан венчет ҫи-пуҫӗ — витӗрех курӑнакан шурӑ пурҫӑн фата-пӗркенчӗк — тӑхӑннӑ, ҫунӑ пыл ҫинчи куҫа йӑмӑхтарса ӗмекен ҫиҫкӗн пек чечен, тӑпӑл-тӑпӑл пӳллӗ хӗр тӑрать — Полина!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑспа пулман пулсан та вичкӗн, Тухман пулсан та тимлӗ ҫиҫкӗн, — Сӗмрен вӑл чӗннӗ пек ҫутта, — Каларӗ уҫҫӑн Ишута: «Пӗлетӗп, чаплӑ сирӗн йӑх, Пулман пуль ӗмӗрте те мулсӑр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ривасӗ те, пӗчӗккӗ, типшӗм, ҫиҫкӗн хура куҫлӑскер, сӑмах мӗн ҫинчен пынине ӑнланса, кулса тӑрать.

А Ривас, маленький, тщедушный, с блестящими черными глазами, тоже смеется, понимая, о чем идет речь.

Тӗлпулу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех