Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗнӳсем (тĕпĕ: ҫитӗнӳ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫакӑнтах ҫыравҫӑ Кинчерте ҫуралса ӳснӗ А.Святскова, кӗнеке кӑларас ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑскере, Чӑваш Республикин Писательсен Союзне илни ҫинчен пӗлтерекен йышӑнӑвне вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Чӗрӗк ӗмӗр хушши туса ирттернӗ ӗҫсем, ҫитӗнӳсем пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ май, вӑл нумай ҫул пӗрле ӗҫлекенсене, ӗҫре пулӑшса пыракансене банкетка ҫине ҫырса хатӗрленӗ Тав хучӗсем пачӗ, медальсемпе те хисеп турӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Ҫав предметпа унӑн ҫитӗнӳсем чылай.

По этому предмету у него достижений много.

Медальсен пухмачӗ тулсах пырать // ЕКАТЕРИНА ГРИГОРЬЕВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Мероприятине килнӗ ертӳҫӗсем Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан Чӑваш Енри служба ӗҫченӗсене малашне те ҫитӗнӳсем тума сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин наркотиксен ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан службине йӗркелесе янӑранпа вунвиҫӗ ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ торжествӑлла пулӑма хутшӑннӑ // Официаллӑ пресс-служба. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=68 ... 826d95cace

Унтан район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Миллин, район пуҫлӑхӗ П.Скворцов ҫуркуннехи пӗрремӗш уяв ячӗпе саламласа фестивальте ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Сире ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, палӑртса хунӑ тӗллевсене пурнӑҫлама тата ӗҫре малашнехи ҫитӗнӳсем сунатӑп!

Желаю вам крепкого здоровья, благополучия, реализации намеченных планов и дальнейших успехов в работе!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наркотӗрӗслев органӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=61 ... 826d95cace

Укҫа-тенке мӗнле тӑкаклассине хальлӗхе палӑртман-ха, анчах та иккӗленмелли ҫук, хӗршӗн ҫакӑ малашне ҫитӗнӳсем тумалли тата тепӗр хавхалану пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ҫитӗнӳсем те вӑрах кӗттермен, пӗлтӗр Вера Чӑваш Республикин чемпионатӗнче призер пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирĕклĕ вăхăт мĕнне пĕлмен гимнастка // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Ҫулталӑк ансат пулмарӗ, апла пулин те район ҫитӗнӳсем тума пултарчӗ, - терӗ вӑл. - Промышленноҫ, ял хуҫалӑх, ытти тытӑмӑн ӗҫ кӑтартӑвӗсем ӳсрӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Иртнӗ сезонта 12 ҫулти хоккеистсем /тренерӗ - Сергей Лаптев/ уйрӑмах пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Юлашки чӗрӗк ӗмӗрте пи-рӗн республика йывӑрлӑха пӑхмасӑр спортра вышкайсӑр пысӑк ҫитӗнӳсем турӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Совет Союзӗ саланса кайиччен пирӗн ентешсем ҫӗршыв ӑмӑртӑвӗсенче кӑна мар, СССР, Европа тата тӗнче чемпионачӗсенче те пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ-ха, анчах вӗсене пӗр алӑри пӳрнесемпе шутласа кӑларма пулатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Вӑрҫӑран таврӑннӑ чӑваш каччисем аслӑ пӗлӳ илме, ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ӳстерме, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тума ӗлкӗрнӗ.

Чувашские парни, вернувшейся с войны, успели получить высшее образование, создавая семьи вырастить детей, достигли в работе больших успехов.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

И.Моторин канашлӑва пӗтӗмлетсе район халӑхӗ тӑрӑшса ӗҫленӗрен пысӑк ҫитӗнӳсем тунине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех