Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗннине (тĕпĕ: ҫитӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апла пулсан та Штольц ытти хӗрарӑмсемпе калаҫнинчен ытларах унпа кӑмӑллӑн та тӑтӑшрах калаҫать, мӗншӗн тесен Ольга, ним шухӑшламасӑр пулсан та, пурнӑҫӑн чӑн-чӑн ҫулӗпе утать, хӑйӗн телейлӗ характерне, ним ултавсӑр ӳссе ҫитӗннине пула, шухӑшран, туйӑмран, хай тӗллӗн килсе тухакан кӑмӑлӗнчен пӑрӑнмасть, куҫне, тутине, аллине кӑштах хускатнинчен те Штольц ун шухӑшне туйса илет.

Штольц, однако ж, говорил с ней охотнее и чаще, нежели с другими женщинами, потому что она, хотя бессознательно, но шла простым природным путем жизни и по счастливой натуре, по здравому, не перехитренному воспитанию не уклонялась от естественного проявления мысли, чувства, воли, даже до малейшего, едва заметного движения глаз, губ, руки.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тивӗҫӗсем вара унӑн сахал мар: тин ҫуралнӑ пепкесем патне килӗсене ҫитсе вӗсем мӗнле аталаннине тӗрӗслемелле, ачасем мӗнле условисенче ҫитӗннине сӑнаса тӑмалла, ҫамрӑк амӑшӗсене кирлӗ сӗнӳсем памалла, ача сачӗсене, шкула ҫӳрекен шӑпӑрлансен сывлӑхне вӑхӑт-вӑхӑт тӗрӗслемелле, профилактика прививкисем тумалла…

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре – 40 ҫул ытла // Н.КАЛАШНИКОВА. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/

Граждансен коммерциллӗ мар пӗрлӗхӗнчи дача участокне ял хуҫалӑх ҫыравӗ ирттерме килнӗ Алина Пушкинӑна ӑшшӑн кӗтсе илчӗ вӑл, унӑн кашни ыйтӑвне туллин хуравларӗ тата хӑш ҫимӗҫ ӑҫта ҫитӗннине кӑтартса ҫӳрерӗ.

На даче гражданского некоммерческого общества он радушно встретил Алину Пушкину, проводившую сельскохозяйственную перепись, на каждый вопрос дал развернутый ответ, показал, где какие овощи растут.

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫурхи тулӑ, сӗлӗ, урпа, пӑрҫа тата ытти культурӑн ҫӗнӗ сорчӗсем пирӗн тӑрӑхра епле ҫитӗннине тӗрӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Хӑшӗ мӗнле ҫитӗннине, мӗн чухлӗ тупӑш пама пултарнине ҫирӗп тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ кунта.

Там строго наблюдают за тем, какой как растет, сколько может дать прибыли.

Комисси ӗҫе хакланӑ // А.АНТОНОВА. «Каҫал Ен», 2016.07.05

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех