Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитсенех (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ак пырать мучи арӑмӗ патнелле талпӑнса, лӑнкӑ-ланкӑ пускаласа, енчен енне сулӑнкаласа, пуҫне чӗтретсе, малалла ӳпӗнсе, ӳт-пӗвӗпе калтӑраса, хаяр ҫиллине шӑнарса, ҫитсенех арӑмне хулӑпа вӗтелентерсе «тасатма» тӗв тытса (кӗрхи шӑна хытӑ ҫыртать ҫав).

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

«Вӗлеретӗп, ҫитсенех вӗлеретӗп», — тесе, шӑлне шатӑртатса, чышкине ҫӑтӑр-ҫӑтӑр чӑмӑртакаласа, силлекелесе тухса кайрӗ ман патран.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫитсенех ҫыру вӗҫтер!

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫук, Уртем, тек чӑтса пулмасть, киле ҫитсенех уйрӑлма севлени кайса парар.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Василий Кручинкин та киле ҫитсенех тылри пурнӑҫӑн вӗри ытамне кӗрсе ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Анчах хӑйсен конспиративлӑ хваттерне ҫитсенех унпа пӗрле пынӑ хӗр хӑйӗн юлашки модӑпа ҫӗлеттернӗ шлепкине хыврӗ те хӗретнӗ питне сӑмса тутрипе йӗрӗнчӗклӗн сӑтӑркаласа тасатрӗ, унтан вӑл вырӑнти организацин ӗҫӗсем ҫинчен ыйтса пӗлме пуҫларӗ.

Но когда они пришли па конспиративную квартиру и его спутница сняла модную шляпу с пышным страусовым пером, брезгливо стерла платочком румяна со щек, а потом спросила, как обстоят дела в местной организации.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пилӗк сехет ҫитсенех, кӗлӗсӗр пушмакпа уксахлакаласа, магазина утрӑм, ҫӗнӗ пушмак туянмалла-ҫке-ха манӑн.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 74–76 с.

— Юрататӑп эпӗ сана, Федор Васильчӑ, — тет ҫакскер мана, алӑ тытса, — чун тӑвӑнса ҫитсенех пиччӳсене аса илетӗп.

Куҫарса пулӑш

Тӑвансем те пӗр мар… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 53–57 с.

Киле ҫитсенех Кирук ҫӗрле юрласа илнӗ укҫине ашшӗ умне пырса хучӗ те, нимӗн шарламасӑр, алӑк патӗнчи сак ҫине выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Лавр Кузьмич ҫӗр ӑшӑнса ҫитсенех Каюровӑн ҫатан картине сӳтсе тӑкрӗ те ун вырӑнне хӑма карта тытма пуҫӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Эпӗ Уфана ҫитсенех сире адрес пӗлтерӗп — хирӗҫ ҫырма ан ӳркенӗр вара.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӑна эпӗ ҫитсенех асӑрхарӑм, анчах мӗн сӑлтавпа ҫапла ҫыхнине пӗлеймерӗм.

Куҫарса пулӑш

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Ҫитсенех Матрена Федоровнӑна каласа патӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Киле ҫитсенех кӑвакала шыв ярса патӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Ҫитсенех техникума вырнаҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Пырса сырӑнать те, мӑн Стрелки ҫитсенех, пӑрахса каять…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Киле ҫитсенех ҫынсене пухӑва хатӗрлеме пуҫлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуса ҫитсенех, лашине чарнӑ та вӗсем Кӗтерука ҫуна ҫине йӑтса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫул ҫинче чух Ҫтаппан кантура ҫитсенех, старшина мӗншӗн чӗннине каласа парӗ те, ҫав самантрах киле таврӑнма тухӑп тесе шухӑшланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Плащ тӑхӑннӑ улшуҫӗ сутма илсе тухакан лашасене тӑратакан вырӑна ҫитсенех: — Эй, ырӑ ҫынсем! Кама лайӑх лаша кирлӗ, кунта килӗр! Лав ҫине ҫӗр пӑт тиесен те нӑх тумасӑр туртать! Чупасса ҫилҫунат пек пырать. Йӳнех паратӑп! Килӗр! Килӗр! Именсе ан тӑрӑр! — тесе ҫынсене йыхӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех