Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитнине (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 77 ҫул ҫитнине Калининӑра та паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫуль витӗр савӑнӑҫ кӳрекен уяв // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10673-ku ... reken-uyav

– Ҫанталӑк ҫумӑрлӑ тӑнине, палӑртнӑ вырӑна пылчӑк ҫӑрса ҫитнине пӑхмасӑр слет чунра ҫав тери ырӑ йӗр хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнарсем – агроволонтерсен слетӗнче // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10764-v- ... -slet-nche

Ку ӗнтӗ Шаккурӑн чӑтӑмлӑхӗ пӗтсе ҫитнине, вӑл ҫак самантра тем те туса хума пултарнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паллӑ ҫынсен ҫулталӑкӗнче пирӗн ентешӗмӗр, Андриян Григорьевич Николаев тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе хӑпарнӑранпа 60 ҫул ҫитнине палӑртма уйрӑмах кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Калаҫнин-тунин усси ҫакӑ пулчӗ: пӗрле ҫӳренӗ, пӗрле ҫапӑҫнӑ, пӗрле таврӑннӑ ҫӗрпӳсем пӗр-пӗринпе туслашмаллипех туслашса ҫитнине, ку туслӑх вӗсемшӗн питех те хаклӑ пулнине туйса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вырӑссене хурласа ларни вӑл вӗренсе ҫитнине пӗлтермест-ха.

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку Ятламасӑн тухса кайма вӑхӑт ҫитнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ирсӗр тӑшмана ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалланӑ спорт уявӗн савӑнӑҫлӑ парадӗнче ҫӗршывӑн 49 регионӗнчен килсе ҫитнӗ 1200 ытла спортсмен хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш спортсменӗсем яланах хастар // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 8 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленнӗ май Шупашкар хулин музейӗнче «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» курав уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

Совет ҫарне Афганистанран илсе тухнӑранпа 26 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятие Чӑваш Енри тата Мари Элти 79 команда хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ Чутай яшӗсем - маттур! // А.ТИМОФЕЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 11 с.

Халӗ вӑл хай вилес пек ывӑннине, халтан кайса ҫитнине ҫеҫ йывӑррӑн туйса илчӗ.

Теперь он почувствовал только смертельную усталость, полное изнемождение.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑй ӑҫта ҫитнине те, хӑш урамра ҫӳренине те пӗлмест Ивук.

пока не остановились у каких-то ворот.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑваш Республикинчи шывсене тасатмалли сооруженийӗсене йӗркелесе янӑранпа 55 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура кун пирки пӗлтернӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре шывпа тивӗҫтермелли инвестицисен калӑпӑшне ҫичӗ хут пысӑклатнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/11/11/chav ... icisen-kal

Хальхинче вара, ачасем ҫӑкӑр мӗнле пиҫсе сӗтел ҫине ҫитнине хӑйсен куҫӗпе курччӑр тесе, вӗсене районти ҫӑкӑр заводне экскурсие илсе кайма шутларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/

Республикӑри ветерансен советне туса хунӑранпа 35 ҫул ҫитнине халалласа альбом-эстафета хатӗрлесе Йӗпреҫ районне ҫитертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

Кайран киле мӗнле ҫитнине те астумастӑп», — терӗ вӑл Григорьевӑн киверӗ ҫине шикленсе пӑхса.

Не помню, как и до дому-то добрался, — винонатился он, поначалу со страхом поглядывая на григорьевский кивер.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Стенасене перӗнмесӗр урай тавра ҫаврӑнсан та Михапар хӑй ӑҫта ҫитнине пӗлет.

Даже не касаясь стен, а кружась посередине, Мигабар знает, где он находится.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Левентей, пӳлӗмре пӑчӑланса ҫитнине туйса, чӳречене уҫрӗ те хӑй тенкелӗпе ун ҫывӑхне куҫса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Марине тӗлне ҫитнине кура, лашине тӑратса хӑй те ҫуна ҫинчен анчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Липа хӑй мӗн тери вӗриленсе ҫитнине правлени ҫуртӗнчен урама тухсан ҫеҫ туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех