Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавала ҫитнех юхса кайма ӗлкӗрнӗ-ши?» — тесе пуҫа усса таврӑнни ҫех пулчӗ.
Ӑслӑ пулӑсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 56–59 с.
Чи малтан Ентюкка хыҫӗнчи ҫурпилӗке сухалас пулӗ, тислӗк тӑкнӑскерӗн тӑпри вӑхӑтлӑ пиҫсе ҫитнех ӗнтӗ.
Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хире-хирӗҫ стена ҫумӗнче — тем пысӑкӑш трюмо, маччана ҫитнех темелле.
5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ҫитмелли ҫӗре ҫитнех вӑл.
Ӑслӑ-пуҫлӑ-тӑнлӑ ҫын… // Н. Маяк. «Капкӑн», 1933, 1№, 13 с.
Эпӗ картах сиксе илтӗм: германецсем килсе ҫитнех эппин.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Хӑшӗ те пулин пӗр орган мар, темиҫе органсем саккун кӑларас йӗркене пӗтермешкӗн вӑхӑт ҫитнех ӗнтӗ.
V // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Ҫав тухӑмсене сӑнаса пӑхнӑ май эпир ҫӑмӑллӑнах ҫакна асӑрхама пултаратпӑр: вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитнех пӳрт стенисенчи пӗренесем пек пӗр-пӗрин ҫинче выртакан уйӑр сийсенчен тӑраҫҫӗ.
1. Икӗ йышши сӑрт-ту породисем // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Петра хирӗҫ ҫакӑнса тӑракан картина ҫинче юмахри пек шурӑ лаша мӑйне мӑнкӑмӑллӑн кукӑртса тӑрать, унӑн ҫилхи ӗненмелле мар вӑрӑм, ҫӗре ҫитнех усӑнса аннӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсем унӑн ҫурӑлса кайнӑ ҫуначӗсене шутсӑр нумӑй хутчен хутпа сапласа, хуҫӑлнӑ бамбукне тӳрлетсе юсанӑ, ҫапах та теттен пӗтес кунӗ ҫитнех.
1. Вӗҫме пултаракан тетте // Ярукка Сантри. Чарнлей, М. Райтсем: (Вильбурпа Орвиль) / А. И. Ярлыкин куҫарнӑ; ред. Н. Васянка. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 110 с.
Мишка ҫав тери тӗреклӗ арҫын ҫине ураран пуҫласа пуҫ патне ҫитнех пӑхса илчӗ те хаяррӑн ответ пачӗ.Мишка смерил глазами с ног до головы громадную фигуру мужчины и вызывающе ответил:
12. Шпионпа тӗлпулни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Тен, Мускавне ҫырса яман пулӗ, Кондратьев патне ҫитнех ӗнтӗ.Может быть, в Москву и не пожаловался, а у Кондратьева побывал непременно…
VII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Петро киле Григорирен час-часрах ҫыру ярса тӑрать; Дарья ячӗпе килекен ҫырусенче ӑна хӑратма пӑхать, аскӑнланма пӑрахма хушать, — арӑмӗ хӑйне ирӗклӗ тыткалани ҫинчен ҫӳрекен сас-хура, ахӑртнех, ун патне те ҫитнех пулмалла ҫав.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
- 1