Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитмен (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Машинӑпа ҫаврӑнӑпӑр стройка курса, ҫитмен вырӑн та хӑвармӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Реслубликӑра вӑл палламан ҫын, вӑл ҫитмен кӗтес ҫук та пуль.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсен пысӑк пайӗ — 35 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/

«Эпир ҫула ҫитмен ачасем сахалтарах правонарушенисем туччӑр тесе тӑрӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=pEO-bYvzI5Q

Ҫул ҫитмен каччӑ тӑван ҫӗршыва юратма, йӑла-йӗркене упрама вӗренни ҫинчен сӑнарланӑ унта.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗмӗрлере - «Асам» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=xc2QVX-ZFLQ

Ку та ҫитмен, вырӑнти телеканалпа ҫыхӑннӑ, «Газпром» ҫыннисем халӑхран мӗнле майпа укҫа пухса пуйни пирки каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Ҫӗнӗ Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра ҫул ҫитмен ачасен социаллӑ реабилитаци центрӗпе пӗрлештересшӗн.

У властей есть желание объединить центр социальной поддержки населения Новочебоксарска с социально-реабилитационным центром для несовершеннолетних.

Ҫӗнӗ Шупашкарта икӗ организацие пӗрлештерӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35094.html

Кунсӑр пуҫне, асӑннӑ уйрӑм пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесенче ҫул ҫитмен ачасем пур пулсан, вӗсене кану лагерӗсене ярассине те йӗркелет.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Ҫав шутран ытти профилактика субъекчӗсемпе пӗрле социаллӑ патронаж йӗркипе ӑнӑҫсӑр 24 ҫемьене (вӗсенче ҫул ҫитмен 58 ача ҫитӗнет) ҫитсе унти лару-тӑрупа паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Акци пынӑ май ҫул ҫитмен ҫамрӑксене «Шанӑҫ телефонӗпе» васкавлӑ психологи пулӑшӑвӗ илме май пуррине каласа панӑ, унӑн спецификипе паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шанӑҫ кунне уявланӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%88%d0%b ... %bd%d3%91/

Ҫавӑн пекех, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев малашне эрех-сӑра, наркотик тата минретекен япаласем усӑ куракан ҫул ҫитмен ачасене реабилитацилемелли уйрӑм программӑсене пурнӑҫлама тӗллев лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Наркотикпе кӗрешмелли комисси ларӑвӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60451

Шкул ҫулне ҫитмен ачасемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ ҫав тери кӑмӑл-туйӑма ҫӗкленине каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

Ҫӑлӑнас шанчӑк юлмарӗ ун чухне, анчах ҫав вӑхӑтра ман вилӗм сехечӗ ҫитмен пулнӑ-ши: хӑватлӑ юхӑм темлерен сӗвек вырӑналла ҫаврӑнчӗ те, ура ҫӗре перӗннине туйса эп мӗнпур вӑя пухрӑм, шыв юхӑмӗн ытамӗнчен хӑтӑлса аран-аран тип ҫӗр ҫине тухса тӑсӑлса выртрӑм.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑваш ҫӗрӗнче вӗсем ҫитмен кӗтес хӑварман.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Ҫӗлен ури пӗртте ҫук, Ҫӗлен ҫитмен ҫӗр те ҫук; Ҫакӑ ҫӗрӗн ҫийӗнче Ҫӗлен сӑхман ҫын та ҫук».

Куҫарса пулӑш

Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067

Чӑваш Республикинчи шкул ҫулне ҫитмен ачасене тӗрӗс аталантарас енӗпе ача сачӗсенченех тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Синхронлӑ ишевре ӑмӑртрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60770

Ҫитӗнсе ҫитмен каччӑсен чылай йывӑр ӗҫе пурнӑҫлама тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Кунта уйрӑмах шкул ҫулне ҫитмен ача-пӑча учрежденийӗсене ҫӳрекенсем хастар пулнине палӑртма кӑмӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсем вуларӗҫ, тӑван чӗлхене мухтарӗҫ // Валентина Боровкова. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%81%d3%9 ... %b0%d1%80/

Пӗрне пӗтерни ҫитмен, тата тепӗр хут «чапа» тухасшӑн!..»

Куҫарса пулӑш

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Вун сакӑр ҫула та ҫитмен пулин те, вӑл ку таранччен те милицие сахал мар чӑрмав кӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех