Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗн кӗнекисенче ҫырса хунисем тӑрӑх, хӗрарӑм усал сывлӑшпа тата ҫӗленпе танах пулса, упӑшкине улталаса, ырӑпа усала пӗлтерекен улмана ҫитернипе ҫылӑха кӗнӗрен этем ӑрӑвне ӗмӗр-ӗмӗрех асапланса пурӑнмалла тунӑ имӗш.
XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Апла, савӑнӑҫӗпе хурлӑхӗ те ҫав ӗҫе ҫитернипе ҫитермен хушшинче.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Эпир канма чарӑнса тӑтӑмӑр та кӑнтӑрлахи чӑтма ҫук шӑрӑх аптӑратса ҫитернипе палаткӑсенче выртатпӑр.Мы остановились на отдых и лежали в палатках, изнемогая от нестерпимого полуденного зноя.
Пушхирте // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Пурнӑҫӑма йӗркелесе пыма ӑс ҫитернипе мухтанассӑм килчӗ пулас, ара.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Хӑрарӗ — ҫав тӗрӗслӗх ытла та йывӑр пулнинчен, хӑрамарӗ — ҫав тӗрӗслӗхе уҫса парса, хӑйне хӑй ҫӗнтерме вӑй ҫитернипе.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Исаев произведенин содержанине идеологи патне илсе ҫитернипе, содержанипе идеологие пӗр карта лартнипе содержани ӑнланӑвне ансӑрлатать, хӗссе хурать, тӗрӗс мар ӑнлантарать; сисӗм ҫинчен каланипе ҫеҫ хӑйӗн шухӑшне содержани ыйтӑвне тӗрӗсрех ӑнланас ҫул ҫине кӑларать.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Хӑйне хӑй тыткалама хӑват ҫитернипе ҫеҫ шӳтлеме хӑтланчӗ:
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Настаҫ кинеми ӑна мӗнле тутлӑ ҫитернипе епле ачаш усрани ҫинчен каласа та пӗтерес ҫук.
Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.
— Ну, каламан пултӑр эппин, — терӗм эпӗ килӗшсе, Федькӑна урса каяс патнех ҫитернипе кӑмӑлӑма йӑпатса.— Ну и не говорил, — согласился я, довольный тем, что довел Федьку до бешенства.
ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Пӑрусен сывлӑхӗпе, мӗнле ҫитернипе интересленет, ӳт хушаслӑхне тӗрӗслет.Интересуется здоровьем телят, спросит как кормят, проверяет набирание веса.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Тепӗр енчен, утрав ҫинчи чаплӑ вырӑнсемпе ҫурт-йӗрсене курса паллашнӑ хыҫҫӑн, ҫыннисем питех те йӑлӑхтарса ҫитернипе, утрав ҫинчен часрах тухса каяс килчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӗр, капла калама хӑю ҫитернипе, тӗмпӗл-л хӗрелсе кайрӗ те тӑрук сасӑпах макӑрса ячӗ:
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Пӗр пӗчӗк арҫын ача, хӑйне пур енчен те хӗстерсе ҫитернипе, макӑрса ячӗ.
Пристань // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.
Ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитернипе эпӗ сире ҫилленсе курайми пулӑп тесе те шухӑшлаттӑм.
IV // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Чӑнах та, трубасене турттарса ҫитернипе ҫитерменнине эсир мӗнле шута илсе тӑратӑр? — ыйтрӗ Беридзе Мусьӑран.— Как у вас, в самом деле, организован учет довезенных и недовезенных труб? — спросил Беридзе Мусю.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Нимӗҫсем фугаслӑ бомбӑсем пӑрахса аптратса ҫитернипе ывӑннӑ железнодорожник телеграммӑна вуласа тухрӗ те ӑна айванла ҫырнинчен тӗлӗнсе кайрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Кунсӑр пуҫне, эпир пурне те хатӗрлесе ҫитернипе хамӑр уйсене пилӗк кун хушшинче акса пӗтеретпӗр, эсир халлӗхе пире хӑваласа ҫитес ҫук-ха.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Артём регулятор умӗнче темӗн аппаланса тӑракан старик енне ҫаврӑнчӗ, Брузжак та вӗсемпе килӗшрӗ тесе каланӑ пек пуҫне тайрӗ, анчах ҫавӑнтах, татӑлайман ыйту аптӑратса ҫитернипе, Политовский патне ҫывӑхарах пырса тӑчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
45 пин ытла мӑшӑр тунӑ май эпир Шолоховӑн «Лӑпкӑ Донне» (3 кӗнекине кӗртсе ҫитернипе пӗрех, халь тӑваттӑмӗшӗпе ӗҫлеме пуҫлӑпӑр), Мальцевӑн «Кашни киле кӗр» романне, Сергей Алексеевӑн тата ыттисен хайлавӗсене кӗртрӗмӗр.
Пуш уйӑхӗнче Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ хӑйӗн рекордне ҫӗнетрӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24788.html
Анна ҫинчен тапратса калаҫас кӑмӑл халӗ ун пӗтӗм чун-чӗрине тытса илчӗ; вӑл вара ҫав тери пысӑк тӳсӗмлӗх ҫитернипе ҫеҫ ҫак туртӑма ирттерсе яма пултарчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
- 1
- 2