Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитерекен (тĕпĕ: ҫитер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хамӑрӑн тавар туса кӑларакансене лайӑх, экологи тӗлӗшӗнчен таса продукципе тивӗҫтерни, ҫав шутра шкул ачисене тата социаллӑ учрежденисен пациенчӗсене вӗри апат ҫитерекен апат-ҫимӗҫ комбиначӗсене тивӗҫтерсе тӑни те, шутсӑрах кирлӗ.

Не менее важно снабжать свежей, экологически чистой продукцией наших производителей в том числе комбинаты питания, обеспечивающие горячим питанием школьников и пациентов социальных учреждений.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Аэропорт вырӑнти тата тӗнчери авиалинисемпе пассажирсене ытларах турттарассине чылай ӳстерме тата тӗрлӗ кӗтессене ҫитерекен транзитлӑ ҫыхӑнусем йӗркелеме пултарать, ҫакӑн валли унӑн пӗтӗм майсем пур.

В аэропорту имеется весь необходимый набор услуг для того, чтобы значительно увеличить пассажиропоток как на местных, так и на международных авиалиниях и организовать транзитные перевозки в разных направлениях.

Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)

Аэропорта илсе ҫитерекен тата кунтан ӑсатакан ҫӑксене тирпейлеме тиев терминалне туса лартнӑ, унта ҫӑксене хӑй тӗллӗн тирпейлеме пултаракан система ӗҫлет.

А для обработки прибывших и отправляемых грузов в аэропорту построен грузовой терминал, который также оснащён автоматизированной системой обработки грузов.

Туркменбаши (аэропорт) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D1%83%D ... %80%D1%82)

50-мӗш ҫулсенче нумай маршрут, хӑвӑрт илсе ҫитерекен ытти транспорт тӗсӗсемпе (S-Bahn-па тата вырӑнти экспрессемпе) усӑ курма май тупӑннӑран, пӑрахӑҫа тухнӑ, анчах паянхи куна илес пулсан та Виттенран Бохум, Гельзенкирхен, Эссен, Мюльхайм, Дуйсбург, Дюссельдорф урлӑ Крефельда ҫитес тесен ҫакна трамвайпа ҫеҫ тума пулать.

В 50-е годы движение по многим маршрутам было прекращено в связи с появлением скоростных видов транспорта (S-Bahn и региональные экспрессы), но даже сегодня можно проехать из Виттена через Бохум, Гельзенкирхен, Эссен, Мюльхайм, Дуйсбург, Дюссельдорф в Крефельд только на трамвае.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Яла илсе ҫитерекен кукӑр-макӑр сукмак, чукун ҫул хӗрринчен пуҫланнӑскер, уй-уй тӑрӑх, ҫырма-ҫатра урлӑ каҫса вӗтлӗх ката пуҫӗпе иртет.

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫӗнӗ касран Вӑрманхӗрри Шӑхаль урлӑ тухса вӑрмана ҫитмелле, малалла Хуравай кӳлли патне, унтан кӳлле шыв илсе ҫитерекен ҫырма урлӑ каҫса хура вӑрмана кӗрсе пӗр виҫӗ километр утмалла.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Аэропорта тӳрремӗн илсе ҫитерекен ҫул — Риккьери автостради (исп. Autopista Riccheri).

Прямое направление в аэропорт: Автострада Риккьери (исп. Autopista Riccheri).

Пистарини министр ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери аэропорт // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9F%D0% ... 1%80%D1%82

Анадыр отрогӗпе ту хырҫи урлӑ Камчатка ҫурутравӗ патне ҫитерекен типӗ ҫулпа усӑ курнӑ.

Использовалась сухопутная дорога к Камчатскому полуострову через Анадырский отрог и хребет.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Раштавӑн 20-мӗшӗччен вара Хусана ҫитерекен ҫул та ӗҫлесе каймалла.

А 20 декабря должен заработать и тот участок, который соединит дорогу с Казанью.

«Мускав – Хусан» ҫул кӗҫех уҫӑлӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35838.html

«С.П.Волков» фермер хуҫалӑхӗнчи пахча ҫимӗҫ хранилищи патне илсе ҫитерекен ҫула тикӗслемелле.

Куҫарса пулӑш

Валерий АФАНАСЬЕВ: «Республика аталанӑвӗ районсенчен пуҫланать» // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/valerij-afanasev- ... C2%BB.html

— Лайӑх хваттерсем тума вӑй ҫитерекен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Яваплӑ, тӑрӑшуллӑ, палӑртнине яланах вӗҫне ҫитерекен ҫын вӑл.

Куҫарса пулӑш

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Пирӗн пата эсир илсе ҫитерекен шухӑшсем питӗ паха.

Куҫарса пулӑш

Предпринимательлӗх центрӗ Чӑваш Ен пулма пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/26/pred ... lma-pultar

Вулавӑшра документсене кирлӗ уйрӑма ҫитерекен программӑпа ӗҫлекен транспорт системи (телелифт) вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Эрне хушши вӗсем пулӑ яшки пӗҫерсе ҫисе пурӑнчӗҫ, Санюкпа Федьӑна пӗр йышши апат йӑлӑхтарса ҫитерекен пулчӗ, анчах урӑх нимӗн те шутласа тупаймарӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

18 ҫула ҫитмен яш-кӗрӗмӗн, кӑкӑр ҫитерекен амӑшӗсен, ҫие юлнӑ хӗрарӑмсен шӑлсене шуратма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/

Ӑна черетпе апат ҫитеретчӗҫ, ҫывӑрма та апат ҫитерекен патӗнче ҫывӑркалатчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Иккӗлентерекен япаласем, тӗлӗнтермӗшсем, ҫӗрле те ыйӑха вӗҫтерекен экеметлӗ, пӑтранчӑк ыйтусем, этеме таҫта-таҫта илсе ҫитерекен шухӑш-ӗмӗтсем, юлашкинчен, чӗрене ҫӗҫӗ пек касса каякан аса илӳсем пурӑннӑҫемӗн ӳссе, йышланса, сарӑлса та тарӑнланса, ҫивӗчленсе те кӑткӑсланса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑҫан хӑвӑн телейсӗр аннӳне хӳтӗлеме вӑй ҫитерекен пулӑн-ши?

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

47-мӗш шкулта вӗренекенсен инициативлӑ, таса чунлӑ, йывӑрлӑхсене парӑнтарма вӑй ҫитерекен, хӑй ҫемйине, хулине, Тӑван ҫӗршыва юратаканскер пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ директор // И.ВЛАСОВА, А.ПЕТРОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11572-pu ... l-direktor

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех