Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитекенни (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрланӑ чухне таврари ялсенчи хӗрсенчен Ларисӑна ҫитекенни ҫук тесен те йӑнӑш мар.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Вӑрманпромхозӗпе те ҫитекенни сахал ӑна.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Арҫын ачасене илсен Савелий Антонова ҫитекенни пулман, хӗрачасене илсен — Валерия Ярабаевӑна.

Среди мальчиков не было никого, кто оказался бы смышленей Савелия Антонова, среди девочек — Валерии Ярабаевой.

Етӗрне тӑрӑхӗнче шахматла выляса ӑмӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35361.html

Мӗн пур-ши кунтан ытларах чуна тухатаканни, чӗре патнех ҫитекенни?

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Шкулта вӗренекенсем И.Яковлев хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ инсценировкӑсенчен пахалӑх шайӗпе Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекенсене ҫитекенни пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑвӑсем вуларӗҫ, тӑван чӗлхене мухтарӗҫ // Валентина Боровкова. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%81%d3%9 ... %b0%d1%80/

- Республикӑра тӗрлӗ хаҫат-журнал тухать, анчах «Хыпарпа» унӑн кӑларӑмӗсене ҫитекенни ҫук, - терӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров ялти культура ҫуртӗнче кӑмӑллӑ калаҫу пуҫарнӑ май.

Куҫарса пулӑш

Йӗпреҫсем чӑваш хаҫат-журналне юратса вулаҫҫӗ // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 4 с.

Уйрӑм кӑтартусемпе Артем Романова ҫитекенни пулмарӗ: 130 ҫын хушшинче вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ Чутай яшӗсем - маттур! // А.ТИМОФЕЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 11 с.

Пӑшалтан перессипе, автомата салатса пуҫтарассипе Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта вӗренекен яшсене ҫитекенни ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хӗрлӗ Чутай яшӗсем - маттур! // А.ТИМОФЕЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 11 с.

Коллективсем хушшинче «Радуга» ача садне ҫитекенни пулман.

Куҫарса пулӑш

Конкурса хастар хутшӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%ba%d0%b ... bd%d0%bda/

8—9-мӗш классенче пӗлӳ пухакансенчен В.Григорьевӑна, К.Потаповӑна, А.Имангуловӑна, С.Чебанина, И.Бадертдинова, Т.Никитина ҫитекенни пулмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Наци кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%bd%d0%b ... %bb%d0%b5/

Вӑрӑ тӗлӗшӗнчен вара Шахрун аслашшӗне ҫитекенни таврара та пулман.

А вора, равного деду Шахруна, не было, пожалуй, во всей округе.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫитекенни ҫитет унта, ҫитейменни ҫул хӗррине тӳнсе каять.

А иные уже достигли желанной цели — без чувств рухнули в придорожную канаву.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Мӗн те пулин шухӑшласа кӑларас ӗҫре сире ҫитекенни ҫук.

В изобретательности вам нет равных, так что действуйте!

39-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эсир организацире чи лайӑх ӗҫчен шутланатӑр, сирӗн яваплӑха, кирлӗ вырӑна вӑхӑтра ҫитме пӗлнине ҫитекенни ҫук.

Вы по праву считаетесь лучшим работником в вашей организации — вашей ответственности, пунктуальности и точности нет равных.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ун шучӗпе Тоньӑна ҫитекенни ялта ҫеҫ мар, республикӑра та ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Тирпейлӗхпе ялта ӑна ҫитекенни ҫук тесен те йӑнӑш пулмӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Ашкӑнма тесен ӑна ҫитекенни ҫук.

Только и делает, что шалит.

Вырсарникун, июлӗн саккӑрмӗшӗнче, Эмиль... // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах та вилнӗ Алексей Григорьевич Орлов-Чесменский графа ҫитекенни пӗри те ҫукчӗ.

Только до покойного графа Алексея Григорьевича Орлова-Чесменского не доходил ни один.

Пӗр киллӗ Овсяников // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 39–58 с.

Пӗчӗк карабин пулсан, ӑна ҫитекенни вара ним те ҫук.

Особенно, если карабин маленький, легкий.

X сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Анчах ӑна хӑваласа ҫитекенни унтан та вӑйлӑрах пулас.

Но соперник, видимо, нашел в себе еще больше сил.

Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех