Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитейменнине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нагульнов ӗҫе вӑраха яма тӳсӗмӗ ҫитейменнине куҫкӗретӗнех палӑртса: «Хӑҫан вӑрлӑхлӑх тырӑ пирки калаҫма пуҫлать-ши ку? — тесе шухӑшласа ларать.

Нагульнов, выказывавший явные признаки нетерпения, подумал: «Когда же он про хлеб-то начнет?

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ ҫапах та хам макӑрнине сисрӗм, чӑтӑм ҫитеймерӗ, мӗншӗн ҫитейменнине хам та пӗлместӗп…

а я чувствовала, что плачу и что я больше не могу, не могу, а что не могу, и сама не знаю…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир каланӑ вӑхӑта ҫитейменнине курсанах, шырама тухӗҫ.

Нас хватятся, увидев, что мы не вернулись в назначенное время, будут нас искать.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Савман упӑшки сиввӗн чуптунине хӗр туйса илчӗ, таврари ҫынсем хӑйсене савӑнӑҫлӑн ырӑ суннине илтрӗ, ҫапах та хӑйӗн пурнӑҫӗ ӗмӗрлӗх тӑлланса ларнине, Дубровский ӑна хӑтарма вӗҫсе ҫитейменнине ӗненмерӗ.

Она чувствовала холодный поцелуй немилого супруга, она слышала веселые поздравления присутствующих и все еще не могла поверить, что жизнь ее была навеки окована, что Дубровский не прилетел освободить ее.

XVIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Канса ҫитейменнине пула кашни пациент валли чун ӑшши ҫитерейместпӗр, кӑнттам тытатпӑр пуль.

Из-за недостатка отдыха каждому пациенту не проявляем душевную теплоту, наверное, проявляем грубость.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

6. Нумайӑшӗ ылтӑна пула пӗтнӗ, пӗр-пӗрин куҫӗ умӗнчех пӗтнӗ вӗсем; 7. ылтӑн вӑл тилӗрекен ҫынна такӑнтарать, ӑс ҫитейменнине кирек кама та ҫаклатать.

6. Многие ради золота подверглись падению, и погибель их была пред лицем их; 7. оно - дерево преткновения для приносящих ему жертвы, и всякий несмысленный будет уловлен им.

Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Ӑстӑну ҫитейменнине пӗлме ан тӑрӑш: ху пӗлме пултарайманнине сана нумай кӑтартнӑ; 24. ҫапла, ӑс-хакӑл еккипе кайса нумайӑшӗ аташнӑ, ултавлӑ ӗмӗтсем вӗсен ӑстӑнне хавшатнӑ.

23. При многих занятиях твоих, о лишнем не заботься: тебе открыто очень много из человеческого знания; 24. ибо многих ввели в заблуждение их предположения, и лукавые мечты поколебали ум их.

Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех