Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗппӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫирӗппӗн (тĕпĕ: ҫирӗппӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Литературӑпа искусствӑра ҫамрӑк вӑйсем ҫирӗппӗн те шанчӑклӑн ӳссе пыни те чунтан савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Совет Союзӗнчи Коммунистсен партийӗн ХХ-мӗш, унтан тата ХХII-мӗш съезчӗсен историлле решенийӗсем: уйрӑм ҫынна пысӑка хунин юлашкийӗсене хирӗҫ парти ҫирӗппӗн кӗрешни, парти пурнӑҫӗнче ленинла нормӑсем туса хуни — ҫаксем пурте пирӗн обществӑн ӑс-тӑн пурнӑҫӗнче чӗрӗ те хӑватлӑ вӑй пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Анчах та, кашни ҫын культурӑпа пӗлӳ патне туртӑннине кирлӗ пек тивӗҫтермесен, ҫамрӑк ӑрӑва пӗтӗмӗшле тата политехникӑлла пӗлӳсем парассине ҫирӗппӗн пурнӑҫласа пымасан, ӗҫлекен халӑхӑн пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата культурӑпа техникӑ тӗлӗшӗнчи пӗлӗвӗн шайне ӳстерсе пырассине кирлӗ пек йӗркелемесен, ку ҫителӗксӗр пулать-ха.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Культурӑллӑ революци совет халӑхне ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен пачах улӑштарса ҫӗнетрӗ, ҫак революци халӑха моральпе культурӑ тӗлӗшӗнчен ҫӳле ӳстерчӗ, политикӑ тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ турӗ, коммунизм обществи тӑвассишӗн яланах активлӑн та ҫирӗппӗн кӗрешме туптаса хатӗрлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Эсир логистикӑн ҫӗнӗ сыпӑкӗсемпе суту-илӳ хутлӑхӗсене йӗркелемелли, туризм вӑй-хӑватне ӳстерсе пымалли яваплӑ тӗллевсене республикӑпа ҫӗр-шывӑмӑр ырлӑхӗшӗн малашне те тухӑҫлӑн пурнӑҫласа пырасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Убежден, что вы и впредь будете эффективно решать ответственные задачи на благо республики и страны по налаживанию новых логистических цепочек и торговых коридоров, наращиванию туристического потенциала.

Олег Николаев Тинӗс тата юхан шыв флочӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/02/ole ... ikov-morsk

— Ман атте ӑна хӗнесе вӗлермен! — ҫирӗппӗн каларӗ вӑл сассине хӑпартса.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Сулахайран юманпӑран кайӑк пӗрре ҫирӗппӗн шӑтӑ-ӑр! шатӑ-ӑр! тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ашшӗне тата епле ҫӑмӑл пултӑр; Вӑл ҫемьешӗн чӑн тӗрек, «тилхепене» ҫирӗппӗн тытса пыраканни те.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Ҫынсене социаллӑ хӳтлӗх кӳрессине шута илекен наци проекчӗсене ҫирӗппӗн пурнӑҫлассине эпир яланах куҫ умӗнче тытатпӑр.

Особое внимание мы уделяем реализации национальных проектов, предусматривающих социальную защиту граждан.

Олег Николаев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/08/ole ... jnogo-rabo

— Савӑнма кирлех мар пуль, анчах йӑнӑша вӑхӑтра туйса илни, ӑна тӳрлетме хӑюлӑх ҫитерни кирлех, — ҫирӗппӗн, ҫав хушӑрах хумханмасӑр калаҫрӗ Кудряшов.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Григориуна строги выговор панине эпӗ партком йӑнӑшӗ тесе шутлатӑп, — ҫирӗппӗн пӗлтерчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Тухса кай, Турунов, — шӑплӑхра лӑпкӑн та ҫирӗппӗн илтӗнчӗ Григориу сасси.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ура хурас тесе никам та шутламасть, — ҫаплах лӑпкӑн та ҫирӗппӗн калаҫрӗ Григориу.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тихӑн хӑйне хӑй ҫирӗппӗн, ҫынпа пӗртан туйма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Иккӗшӗнче те! — ҫирӗппӗн пӗлтерчӗ Турунов.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ан пӳлӗр, Натюша, — терӗ Прохор Петрович ҫирӗппӗн те сиввӗн, — итлер чӑтӑмлӑн.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Кун пирки пӗр саслӑ пулса пурте ҫирӗппӗн каланӑ канашу вӑхӑтӗнӗнче ертӳҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

Предпринимательлӗх центрӗ Чӑваш Ен пулма пултарӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/26/pred ... lma-pultar

Сире ҫирӗппӗн малалла утса ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем туса пире савӑнтарма сунатӑп», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik

Сире ҫирӗппӗн малалла утса ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем туса пире савӑнтарма сунатӑп.

Желаю настойчиво идти вперед к новым вершинам и радовать нас своими успехами и достижениями.

Олег Николаев шкултан вӗренсе тухакансене саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/25/ole ... huvashii-s

Вӑл аталану ҫулӗпе ҫирӗппӗн утӑмласа пырать.

Куҫарса пулӑш

Тӗп редакторсем Вӑрнарта канашларӗҫ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12709-t- ... anashlar-c

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех