Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗплетсе (тĕпĕ: ҫирӗплет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кашни дояркӑна вун пилӗкшер ӗне ҫирӗплетсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Калининӑри шкул коллективне вара мӗн пурнӑҫланине упраса, сыхласа хӑварма, гражданла-патриотла воспитани ӗҫне малашне те чи ҫӳллӗ шайра тӑсма, ӑна тарӑн пӗлӳпе ҫирӗплетсе пыма ырӑ сунатӑп.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ // Татьяна ЕФИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11679-m- ... rn-ca-k-ch

- Эпӗ ҫирӗплетсе калатӑп: Будапештра Хортин палӑкӗн бронза копине лартнине питӗ нумай ҫын хирӗҫ пулчӗ! - ӑнлантарать Иштван Хегедюш историк.

- Я хочу подчеркнуть - установка бронзовой копии Хорти вызвала в Будапеште бурю протестов! - объясняет историк Иштван Хегедюш.

Венгрсен манӑҫӑвӗ // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 10 с.

Ҫапла ҫирӗплетсе калама, акӑ, мӗн хистерӗ: сахал йышлӑ халӑхсен Шупашкарта иртекен саккӑрмӗш кинофестивалӗ, умӗнхисемпе танлаштарсан, чӑнласах сӑпайлӑн уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Хуллен таккакаласа Янтул малтан шалҫине ҫирӗплетсе лартрӗ, ӑна пӳ ҫитмелӗх антарчӗ.

Яндул собрался с духом и силами и, аккуратно выправив кол,

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Аслӑ ҫулхисем ҫамрӑксенчен юлманнине чупӑва тухса тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ, ыттисем валли вӗсем ырӑ тӗслӗх пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Наци кросӗ» пӗрлештерет, сывлӑха ҫирӗплетет // А.Антонова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%bd%d0%b ... %bb%d0%b5/

Ҫакӑн пек йышӑну тума Луганск, Донецк халӑх республикисенче тата Херсон, Запорожье облаҫӗсенче пурӑнакансен ҫитес референдум сасӑлавӗн кӑтартӑвӗсем ҫирӗплетсе парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн вӑй — пӗрлӗхре // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/23/%d0%bf%d0%b ... 0%d0%b5-2/

Пирӗн государствӑн сортсем енӗпе ӗҫлекен комиссийӗ ҫирӗплетсе панӑ тулӑ пур, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем, сӑмаха ҫирӗплетсе, пӗр-пӗрин аллине тытса чӑмӑртарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Хӑйсене ҫирӗплетсе панӑ ҫӗрпе ӗҫ хатӗрӗшӗн ответ тытмалла, лашасемшӗн конюхсем ответ тытчӑр.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫынсем пурте хӑйсене ҫирӗплетсе панӑ колхозсене кайса пӗтнӗ иккен те, мӗн бригадӑсене пӑсмалли пур.

Куҫарса пулӑш

ХХIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Пуҫарусене анлӑн тишкермелле, вӗсене ятарлӑ мероприятисемпе ҫирӗплетсе хӑварсан питӗ паха», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ентешсен форумӗнче чӑвашсен хӑйне евӗрлӗхне упрас тата аталантарас тӗллевсене палӑртнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/10/28/chva ... forumenche

Темӗнле хӗн пулсан та, ҫу каҫа тар тӑкса ҫитӗнтернине юр айне хӑвармӑпӑр, пуҫтарса кӗртӗпӗр», — ҫирӗплетсе каларӗ В.Андреев.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑрмантарсан та ӗҫ чарӑнмасть // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/21/c%d0%b0%d0% ... %82%d1%8c/

Ҫакна вӗсем тӗрлӗ шайри конкурссемпе фестивальсенче те аван ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ташӑра та маттур, юрӑра та сатур // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d1%82%d0%b ... %83%d1%80/

Л.Черкесов районти депутатсен корпусне ҫирӗплетсе Вӑрмар район аталанӑвӗшӗн пӗрле тӑрӑшса ӗҫлемеллине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Депутатсен ӗҫӗ витӗмлӗ пулмалла // Эвелина Михайлова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9662-deputat ... l-pulmalla

Ҫак сӑмахсене ҫирӗплетсе тӗрлӗ тӗслӗх илме пулать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫынна пурнӑҫра та ҫӑмӑлрах // Карина ЗАДВОРНАЯ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10976 ... -c-m-lrakh

Пӳртӗнче, кил таврашӗнче, пахчара хуҫаланакан тирпейлӗх ҫакна ҫирӗплетсе параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Педагогӑм, ентешӗм, кашни ача шӑпинче ырӑ йӗр хӑвараканӑм, кашни ачан ӑс-тӑнӗпе характерне ҫирӗплетсе, ӑсталӑхне аталантарса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑлараканӑм, тайма пуҫ сана!

Куҫарса пулӑш

Геннадий Иванович Воронцов - педагог, чӑваш литературин ӑсчахӗ // Виктория ВАЗЯКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11166 ... rin-schakh

Чӑваш Енре ӑстасем пурӑннине «Сурпан Пӗрле», «Чӑваш Енӗн тӗрӗллӗ картти» акцисене хутшӑнса ҫирӗплетсе патӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html

Ҫакӑ Елизавета Петровна императрица 1755 ҫулта шӑпах ҫветтуй Татьяна кунӗнче асӑннӑ университета (МГУ) тума тытӑнассине ҫирӗплетсе хушу кӑларнипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни пике ятарлӑ номинацие тивӗҫрӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/28/%d0%ba%d0% ... ec%d1%80e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех