Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиппи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳпҫине кура хупӑлчи, йӗппине кура ҫиппи, тенӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсене йӗппе ҫиппи тейӗн, кӳршӗсем пулнӑ май яланах пӗрле ҫӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Йӗппи ӑҫта, ҫиппи ҫавӑнта тенӗ пекрех пулса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Ӗмӗт ҫӑм ҫиппи мар.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсене вӑхӑт ҫиппи татӑлнӑ евӗрех, иртнипе пуласси хушшинчи нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫук пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрӗсем те пур хӑйсен, унтан та кунтан сӗвем ҫиппи туртса ҫыхнӑ тултармӑш пек ҫат! ҫатӑртатса тӑракан пӳ-силлӗскерсем.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Ула Тимӗр, Полина чупӑвӗн кукри-макрисене тӳрлете-тӳрлете, пӗчӗк йӗппи ӑҫталла, ҫинҫе ҫиппи ҫавӑнталла, тенӗ пек, унран юлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Никам та чӑрмантармасть, нимӗн те илтӗнмест, ун пек ыйхӑ вӗҫнӗ авӑксенче вара тӑрӑ ӑс-тӑн ҫивӗчленет, инҫе шухӑш ҫиппи пӗр арканмасӑр-чӑлханмасӑр тӑсӑлать, аса е ырри, е усалли ҫеҫ ӗрӗхсе килет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йывӑррӑн ахлаткаласа, мӑй шӑнӑрне ыратнӑ тӗлте ал лаппипе хупласа пӗр авӑк суя чунпа вырткаларӗ те пурнӑҫ ҫиппи шартах татӑлса кайманнине туйса, ӑнкарса, хайне алла илчӗ те шартах хуҫӑлнӑ, самаях кӗвелнӗ кӑмӑлне халсӑррӑн калаҫтарчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӗҫлесе тупнӑ пур-ҫук укҫине тӗрӗ ҫиппи илсех пӗтеретчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шинелӗ якалса кайнӑ ӗнтӗ, хӗрри пӗтӗмпех ситрелнӗ, ҫиппи вӗҫӗсем тутӑр ярапи пек силленсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Кунпа та ҫырлахмасӑр, Анукӑн кӗпипе саппунӗ ҫинчи тӗрӗсене хыпашласа пӑхрӗ, арлакан ҫиппи ҫирӗппе сирӗп маррине тӗрӗслерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Йӗппи ӑҫта, ҫиппи те ҫавӑн-та.

Куҫарса пулӑш

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Татӑлман ҫиппи пулсассӑн Ҫухалмасть йӗппи.

Куҫарса пулӑш

Йӗппипе ҫиппи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 53 с.

Тутӑхман йӗппи пулсассӑн Тупӑнать ҫиппи.

Куҫарса пулӑш

Йӗппипе ҫиппи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 53 с.

Тӳсӗмлӗх ҫиппи те татӑлать тенӗрен, колхоз председаталӗнчен тухсан татӑлчӗ пулӗ-ши вӑл?

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Кӗлетрен ҫӑм ҫиппи, йӗп илсе тухрӗ, мӗнле сапламаллине кӑтартрӗ: «Вӗттӗн чиксе турт, кӗли яка пултӑр», — тесе асӑрхаттарчӗ…

Куҫарса пулӑш

Пичче инкекӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Карчӑкӑн тата ӗҫӗ пӗтмен пулмалла: вӑл алкумне тухса хура ҫӑм ҫиппи илсе кӗнӗ, ача ҫиттине, кипкине сирсе, унӑн алли, ури сыпписене ҫӑм ҫиппипе ҫыхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Татӑлнӑ калаҫу ҫиппи вырӑн ҫинче малалла тӑсӑлать.

Разговор возвращается в прежнее русло.

Ят шырани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗҫӗ те ӳсӗмлӗ ун, куҫа-пуҫа вылятса ларма та ансат, ҫиппи тикӗс пулманни те — нимех те мар.

И все-то тут ладится: и работа спорится, и разговоры, и переглядки с подружками, и не беда, что временами нить получается то тоньше, то толще.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех