Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫинерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав хӗрарӑм киммине ҫыран ҫинерех туртса хучӗ те манран инҫех те мар ларакан тепӗр тӗм патнелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Ним савӑнӑҫна та курмастӑп-ха, Петрок, — шурӑ мулкач тирӗнчен ҫӗленӗ пысӑк ҫӗлӗкне ҫамки ҫинерех ҫӗклерӗ Откан.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ҫук, ҫук, ани, — ҫинерех тӑчӗ Анук.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кала, ӑҫтан килнӗ эсӗ? — ҫинерех тӑрса тӗпчерӗ Костя.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан хӑй шухӑшне тата ҫинерех тӑрса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ ӑна ӗнсе ҫинерех лартӑп, кайран вара, сивӗтсен, хулӑнрах тутӑр ҫинчен тӑхӑнса ҫӳрӗп.

Куҫарса пулӑш

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Уртем Михали пуҫӗнчи курӑс шлепкине ҫамки ҫинерех пусарса лартрӗ те ҫын куҫӗнчен аяккараха, ҫӑра чӑтлӑхлӑ тӗм патне пычӗ, турачӗсене сире-сире чи варрине кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кану ҫуртӗнче // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 122–128 с.

Сасартӑк пӗр кӗтесрен хӗҫӗсене йӗннисенчен кӑларнӑ юланутлӑ ҫынсем вӑркӑнса тухрӗҫ, кӑсӑруклӑ картузӗсене вӗсем куҫӗсем ҫинерех пусса лартнӑ.

Внезапно из-за угла вылетели всадники с обнаженными саблями, в фуражках с козырьками, надвинутыми на глаза.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Урам вӗҫӗнчи ҫуртсем патӗнченех тӑсӑлакан шӑршлӑ канавран иртсен, Ваня юлташ картузне ӗнси ҫинерех антарса лартрӗ те кӗлеткине тӳрӗрех тытса малалла утрӗ.

Миновав зловонный ров, который тянулся чуть ли не у самого порога крайних домишек, товарищ Ваня сдвинул на затылок кепку и выпрямился.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ир-ха, ир! — ҫинерех тӑрса каларӗ тиечук.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах парӑнма мар, Наҫтик ҫинерех тӑрса хирӗҫлеме тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах эсир ман кӑмӑла хирӗҫ пырасса шутламанччӗ, — ҫинерех тӑма шут тытрӗ Ваҫли.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лешӗ тата ҫинерех тӑрса хушса каларӗ:

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫывӑр, — терӗ Ахтупай витнӗ тумтирне арӑмӗ ҫинерех туртса.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Халӗ сирӗн пата тутар ҫарӗсем пырса ҫӳреҫҫӗ-и? — терӗ аслӑ князь вӑрӑм тумтир аркисене урисем ҫинерех туртса илсе.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ют ҫын Ахтупай чӑмӑрне айккинелле сирчӗ те пуҫӗнчи мулаххайне ҫамки ҫинерех хӑпартрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахаль чухне, пите виткӗҫпе витме кирлӗ мар чухне, вара шлема ӗнсе ҫинерех туса тӑхӑнса ҫӳренӗ.

Обычно воины носили такие шлемы, сдвинув их на затылок.

Шлем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Нина, пуҫне айккинелле, кӑшт ҫеҫ палӑракан шыв еннелле парса, юбкине чӗркуҫҫи ҫинерех туртать.

Нина натягивает юбку на колени, отвернувшись от Виктора к темной, едва приметной реке.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Семён картузне ҫамки ҫинерех пусса лартрӗ.

Семён глубже надвинул на лоб фуражку.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Амӑшӗ ҫӳҫне якатса илчӗ, тутрине хулпуҫҫи ҫинерех туртса витрӗ.

Потом мама поправила волосы, натянула на плечи платок и сказала:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех