Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫимелли (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан тив, ҫур хака, чӗрӗк хака е ахалех тенӗ пек кайтӑр — пур пӗрех вӑл ӑна сутать е сутма май килмесен ҫимелли улӑштарса илет.

Не важно — продаст их бедняк за полцены или и того дешевле, но продаст, а коль не продаст — обменяет на что-нибудь съестное.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫимелли те, ӗҫмелли те тупатпӑр.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫимелли таврашӗ манӑн хамӑн.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ахаль те пӗр лав ҫимелли илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Киле таврӑнатпӑр, ҫимелли пӗтрӗ-ха, — айӑплӑн сӑмах хушрӗ Анушка.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗтерне хӑйӗн пӑшӑрханӑвне ывӑлне систересшӗн пулмарӗ; ун кутамккине ҫурӑм хыҫӗнчен сӳсе илсенех вӑл ҫимелли хатӗрлеме тӗпелелле чупса кайрӗ, унтан ывӑлӗ валли пӗр кӑкшӑм ӑшӑ сӗт йӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Анне, ҫимелли хатӗрле, — терӗ ывӑлӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку хыпар ыттисемшӗн те кӗтмен сӑмах пулчӗ: вӗсем ӗнтӗ паян-ыран киле кайма хатӗрленнӗччӗ, нумайӑшӗн ҫимелли те пӗтсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялсем пушанса юлчӗҫ пулсан кам ҫимелли парӗ вӗсене?

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлне кӑтартас тесе хан саламласа иртекенсене вӗҫӗмсӗр укҫа валеҫрӗ, хӗрарӑмсемпе ҫамрӑк хӗрсене ывӑҫӗ-ывӑҫӗпе тӗрлӗ ҫимелли тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Тепӗр Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шыв та, ҫимелли те пама юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Уншӑн вӑл ылтӑн паратӑп, ҫемье валли тумтир, ҫимелли пулать тет.

Куҫарса пулӑш

Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Паттӑрӑн аслашшӗне парӑр ӑшӑ тумтир, ҫимелли тата пӗр шурӑ лаша.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗр сӑмахпа, ҫимелли курӑксем те, хӗрлӗ кашман та ҫын организмӗшӗн усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫимелли пурин те тенӗ пекех вӗҫне тухнӑччӗ ӗнтӗ, камӑн мӗн юлнине ушкӑнпа ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарҫӑсем йышлӑ нӳхрепсенчен чӗресӗ-чӗресӗпе ҫимелли йӑтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла калаҫса вӑл сӗтел ҫине ҫимелли пырса хучӗ, тепӗр кӑкшӑм сим пыл ӑсса тухса упӑшкине сӑйлама пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл сӗтел ҫине пуҫламан ҫӑкӑр, тепӗр чашӑк кӑмпа, какай тата ытти ҫимелли кӑларса хучӗ, юлашкинчен пысӑк чӗреспе максӑма лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Ҫунакан уха йӗппи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шуйттан урапи с саксаул текен йӗплӗ курӑксем кӑна ӳсеҫҫӗ унта, лаша ҫимелли курӑк ӳсмест.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫимелли те, хутмалли те ҫук пулӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех