Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиме (тĕпĕ: ҫи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Пӗччен апат ҫиме аван, тӑваттӑн — авӑн ҫапма», — тет пирӗн халӑх.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ара, Ульяна пире вӗри яшка ҫиме хушнӑччӗ-иҫ! — ура ҫине сиксе тӑчӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Эс, ав, апат ҫиме вӑхӑт, тесе ҫухӑратӑн…

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах ҫиме хӑрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫула май Савантер ҫиме юрӑхлӑ курӑк, ҫырла пуха пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара вӑл васкасах ҫиме юракан курӑк, ҫырла шырама тытӑнчӗ, тем-тем тымарӗсене турта-турта кӑларса ҫирӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах кӑшт вӑхӑт иртсессӗнех ҫав ӑтӑр ҫӑварӗпе турат йӑтса каялла таврӑнать те ӑна паҫӑрхи вырӑнах тепӗр ӑтӑр валли ҫиме хурса хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тирне якатса йӗркеленӗ хыҫҫӑн кӑна вӑл утрав ҫинче выртакан йывӑҫ тураттине илет те ун хуппине ҫиме тытӑнать, унтан, ҫисе ярсан, шыва сикет.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑтӑрсем ҫавӑнта апат ҫиме тухатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер шухӑш вӗҫне тухаймасӑрах апат ҫиме кайса килес терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Валтиел пупне хулӗнчен тытрӗ те кӑнтӑрлахи апат ҫиме ертсе кайрӗ, Савантере чӗнмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах никама ним сӑмах каласа та ӗнентерес, салтаксене халӑх ҫӑкӑрне ҫиме чарас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иннокентий ку шухӑша урӑхла, «ылхан ҫиме маннӑ ют йӑхсене» е тата та усалрах сӑмахпа каланӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫиме ыйтакан курак чӗппинни пек ҫӑварӗ уҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Леш ват хӗр кайран, хуҫа майри пулсан, унӑн пӗтӗм пурлӑхне тытса илчӗ, тӑруках мӑнтӑрланма, иртен пуҫласа каҫчен ҫиме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Апат ҫиме кӗр!

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫиме мар куҫпа та курман! — тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ӗмӗр тӑршшӗпе эпӗ хур тукмакӗ ҫиме ӗмӗтленеттӗм, — вӑл мӑкӑртатнине илтмен пекех пулчӗ Ишмук.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кунта килсе тухасси ҫав тутлӑ ҫиме юратни пиркиех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах тутлӑ ҫиме манӑнни пек чухӑн ҫемьере май ҫук ҫав.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех