Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫилпе (тĕпĕ: ҫил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«…Ман мӗн пур киввине, кивӗ этемсене, кивӗ тӗнчен пӗчченлӗхӗпе пӑнтӑхнӑ чӗреллӗ ҫынсене ҫапса салатса, ҫапса ҫунтарса кӗлне ҫилпе вӗҫтерсе ярас килет…», тет.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Хӗрлӗ Чечек пулса ҫӗр ҫине шӑтӗ, хӗвел тухнипе тухманнине хӑй курӗ, ӗмӗчӗ сая кайманнишӗн савӑнса ӑшӑ ҫилпе пӑшӑл-пӑшӑл калаҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӗт пек шурӑ ҫӳҫӗ унӑн ҫилпе арпашӑнса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран ҫӳлти Турӑран хӑранӑ та, хӑйсен усал ӗҫне пытарас тесе, ун виллине ҫунтарса янӑ, кӗлне ҫилпе вӗҫтерсе салатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Танлӑ пиҫен тӑрри те, ай, пулас мӗн, Кӗркуннехи ҫилпе те, ай, вӗҫес мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӗрхи ҫилпе хуҫӑлса, ай, ӳкес мӗн, Ҫурхи шывпа юхса та, ай, каяс мӗн.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӑл куҫӗнчи тӑрӑ шыв Ирхи ҫилпе йӗрленет, Ҫӑлтан юхсан тухан шыв Хумханать те тӳрленет.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Савин мучи, илӗм-тилӗмпе тӑрса, чи малтан сада тухрӗ, шап-шур тӑкӑнса тулнӑ панулмисене пӗр пысӑк кунтӑ пуҫтарчӗ, ҫилпе чӗрӗлнӗ улмуҫҫи турачӗсене, аманнӑ салтака хӗрхеннӗ пек, сар тӑмпа шӑлса хуппа чӗркесе ҫыхрӗ, тӗкӗсемпе тӗкӗлерӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Тата эп курнине нихҫан та ан куртӑрччӗ вӑл!» — хӑй тӗллӗн мӑкӑртатрӗ Савин мучи, вара, урамри йӑмрасем ҫилпе кашланине итлесе, часах шухӑша кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хӑма ҫилпе сулланать.

Куҫарса пулӑш

Икерчӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ку таранччен хӑйӗн «хӳрине» никам та «хӗсӗнтермесӗр» иртӗхсе пурӑнма хӑнӑхнӑ кил хуҫи ҫакна ҫилпе вӗҫсе иртекен ҫӳпӗ пек ирттерсе яма пултарайман: хӗремесленсе, шӑлне ҫыртса ывӑлӗн аллинчен вӗҫерӗнкеленӗ те туххӑмрах алла пуртӑ ярса тытнӑ:

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Тултан вӑшлатакан ҫилпе шур чечеклӗ кӑвак чӳрече карри хӑмпӑланкала-хӑмпӑланкала илет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тен, вӑл вӑштӑр-вӑштӑр ҫилпе хускалкалакан лачӑркка, лутӑркаланчӑк хут татки ҫеҫ?

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Лена вӑштӑр лӗп ҫилпе ачашланакан хунаври хурӑн пек хумханса илчӗ, пичӗ-куҫӗ тавлӑ, вӑтанчӑк, килпет ҫутӑ кулӑпа телей шевли сапаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Павӑлӑн ҫавра, пӗрӗмсӗр, хӗвелпе ҫунса, ҫилпе вӗтшӗнсе тӗксӗмленнӗ питне мин тапса тухрӗ, ҫамки ҫинче вӗтӗ тар шӑрҫаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫилпе, ҫӗрлесерен иртсе ҫӳрекен тӑшмантан хӑтарах!

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑватӑ ҫул хушши сенкер шуҫӑмран ҫӗкленекен ирхи йӑлтӑр хӗвел ҫутинче, ҫурхи лӗп ҫилпе вӗл-вӗл вӗлкӗшрӗ, ӳсӗмлӗнех юртрӗ вӑл…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӗсем, «ҫилӗсӗр» ҫилпе палӑри-палӑрми шӑпӑлтатакан кӗрхи вӑрман пек сӗрлешсе тулӑн-шалӑн вӗркеҫҫӗ, ларкӑчсем ҫинче пӗр-пӗринпе шӑппӑн, ӗҫлӗ сӑмах-юмах юхтаракансем те, пуш параппан ҫапса пуш пичке кустаракансем те пур.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр чӗри, кӑрт туса, темӗнле паламалла мар ҫутӑ шанӑҫ кӳрекен ӑшӑ-ӑшӑ ҫилпе варкӑшӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Яр шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ ашшӗ, ҫыра сӑн-питлӗ, ҫилпе кушӑрканӑ, ҫунса тӗксӗмленнӗ ӳтлӗ Мӗкӗте пичче, кутник сакки ҫинче ҫӗнӗ армутирен урай шӑлмалли шӑпӑр майласа ларать.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех