Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиллес (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Акӑ мӗн, Нина Ивановна, — тенӗ вара Лидия Алексеевна ҫиллес сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

3 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

— Тӑхта-ха, хӗрӗм, — терӗ вӑл мана ҫиллес сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Мӗн лӗпӗртететӗн! — ҫиллес сасӑпа каларӗ Апуҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Архипов электрод тыткӑчине айккинелле пӑрахрӗ, пит хӳтлӗхне ҫӗклерӗ те, Ирина ҫине пӑхмасӑр, ҫиллес сасӑпа:

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эсир мӗне кура питӗ ҫиллес паян? — ыйтрӗ чиперкке Мишӑран.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пӗри, кӗске мӑйӑхлӑ та курпунтарах сӑмсалли, ҫиллес те ҫӳхе туталли, рама ӑшӗнчен ҫынна ҫисе ярас пек пӑхса ларать.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сӑнӗ кӑмӑлсӑр унӑн, кӑмӑлсӑр ҫеҫ те мар, ҫиллес.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унӑн ҫиллес сӑнне курсан, ҫынсем тӑруках лӑпланчӗҫ, кӑшкӑрашма та пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унччен те пулмарӗ, алӑкра арӑмӗн ҫиллес сӑнӗ курӑнса кайрӗ: ҫийӗнче ӗҫ халачӗ ҫӳҫӗсене пӗчӗк тутӑр айне пуҫтарса чикнӗ, аллинче пуш витре.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Ҫиллес.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Мӗн, хӑйӗн чӗлхи ҫук-им ун? — терӗ вӑл ҫиллес сасӑпа.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Сывлӑхӗ чиперех те, анчах хӑй патне никама та кӗртмест, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе питӗ ҫиллес пулать, — пӗлтерчӗ тутар, усӑннӑ мӑйӑхӗ вӗҫӗсене тӳрлетем туса.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тата ма питӗ ҫиллес паян Сарри?

Куҫарса пулӑш

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай куҫ хупса иличчен пӳрте чупса кӗчӗ, ҫиллес сӑнпа, аллинчи чӗн пушшипе Шигалей умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑнран пӑхсах паллӑ, вырӑссем ҫиллес, темшӗн питӗ тарӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑнран пӑхсан та ҫиллес мар вӑл, пуринпе те йӑл-йӑл кулса ҫеҫ калаҫать.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ревком председателӗ инкен катӑк шӑлне, алчӑраса кайнӑ куҫне, ҫиллес питне курсан нимӗн калама аптрарӗ…

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Ашшӗ пӗрмаях ҫиллес вӗсен.

Он вечно сердит на всех и на вся.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чӑваш чӗлхинчи «ухмах» сӑмах вырӑссенни пек тӳрккес те, ҫиллес те мар, темле ҫемҫерех, йӑвашрах, ӑшӑрах илтӗнет: вӑл пуринчен ытла айван тенине пӗлтерет:

В чувашском языке слово «дурак» звучит не столь уничижительно, как в русском, и означает скорее «наивный», чем «глупый».

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Сехре пӗр вӑхӑт хушши ним калама пӗлмесӗр тӑчӗ, унтан, Левентей ытлашши ҫиллес маррине курса, каҫару ыйтнӑ пек хӑвӑрттӑн калаҫма тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех