Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫил сăмах пирĕн базăра пур.
ҫил (тĕпĕ: ҫил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗншӗн тесен ҫав пур улшӑнусем вӗсем — эсӗ ху, ӑшӑ ҫил те — эсӗ ху, ху ҫитсе курас тенӗ ҫӑлтӑр та, ҫӗр те, ун ҫинчи ҫынсем те, ҫилсем те, тӑвӑлсем те — пӗтӗмпех эсӗ ху.

Куҫарса пулӑш

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫил ҫинче вӗсене сивӗ пулчӗ, вара вӗсем, хӑйар куписем хыҫне куҫса, ҫилтен пытанса выртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кашни ял тулашӗнчех — ялӑн пӗртен-пӗр тӑп хуҫи пех — ҫил арманӗ, хӑйӗн чӗпписене сыхлакан тӑрна аҫи евӗр, самантсерен ҫиле хирӗҫ ҫаврӑна-ҫаврӑна тӑрса, мӑнаҫлӑн хӑлаҫланать.

Куҫарса пулӑш

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пӗр-пӗр лаптӑка кас-кас вӑйсӑр пӗчӗк ҫил сӗртӗнсе иртет те, шӑркари кӑшт ҫеҫ шурӑхнӑ ыраш хумхани-хумханми тайӑлса илет, унтан тӳрленет те — ҫил хускатса хӑварнӑскер — хӑйӗн малтанхи тӑплӑхле йышӑнма ӑнтӑлса, канлӗхлӗ йывӑрӑшне шыраса, текех хӑйӗн сулӑмӗ май мӗн лӑпланичченех тӗрлӗ енне пуҫ ухса ларать.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пите кӑшт ҫиле хирӗҫ тытсанах, тӑм илсе ярать, ҫул ҫинче те хӑяккӑн ҫеҫ, минутсерен ҫил енне ҫурӑмпа ҫаврӑна-ҫаврӑна утатӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

«Тӗлӗнмелле ҫил ку», – тенӗ те ҫил хыҫҫӑн утма шут тытнӑ тет.

«Странный ветер», – подумал он и решил за ним следовать.

Чикӗ леш енче // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/263

Йывӑҫ курать-и, мӗн-ха ку тенӗн, ӑна сӑмсипе тӗксе, шӑршлакаласа пӑхать; ҫил варкӑшса иртет-и, мӗн сӗртӗнчӗ-ха мана тенӗн, сывлӑш юхӑмне хирӗҫ тӑрать те, курӑнман ҫиле шыраса, унталла-кунталла ҫаврӑнкалать; уҫӑ алӑка асӑрхать — пырса пӑхать те шала кӗмест: тӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ҫилсӗр ҫил арманӗ авӑртмастӑн-и капла? — ӳпкелешрӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл, ҫиле май тӑнӑскер, ҫав самантра пӗвӗпе хӑй ҫумӗнчи хурӑн евӗрлех туйӑнчӗ: вӗсене иккӗшне те ҫил тулама тӑрӑшрӗ, иккӗшӗн тумне те пӗр еннелле вӗҫтерчӗ…

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ҫил пулӑшӗ пире, ҫил!

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хир-хир урлӑ, хир тӑрӑх Ҫил чупать те ҫил кӗрлет, Ват хыр кутне ҫыр тӑрӑх Мулентей ҫитсе пӗкӗрлет.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Улӑм витнӗ ҫуртсен ҫил витне ҫил вистет, Ҫерҫи йӑвисем пек салатса вӗҫтерет.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хутран-ситрен килсе ҫапакан ҫилӗ те вӗсен хирлешӗвӗпе пӗр кӗвӗленет, тейӗн; тухӑҫран ҫӗкленекен хӗвелӗ талккишпех тымарланнӑ шупка пӗлӗтсем витӗр пӗҫмехлӗ хӗрӗн вӑтанчӑк сӑнӗ-пичӗпе йӑлкӑшкалать пулин те, вӑл, ҫил, паян сулхӑн, кӑра.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӗрача ҫиле йӑлӑнать, ҫил те пулӑшаймасть.

Куҫарса пулӑш

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

Самантлӑха паҫӑрхи асар-писеррӗн тулашакан ҫил самаях лӑпланнӑ пек пулчӗ, анчах ку вӑраха пымарӗ, кӗтмен-туман ҫӗртенех ҫил ҫурҫӗр-хӗвел тухӑҫ енне куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хаяр ҫил, тискер ҫил кӑмака ҫинче чӗрӗп пек чӗркенсе выртакан вуникӗ ҫулхи Гаврикӑн ҫан-ҫурӑмне чӗтрентернӗ.

Куҫарса пулӑш

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

Ҫил тухать те ҫил каять, Выҫӑ кашкӑр пек ӳлет.

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Атӑл енчен каҫхи нӳрӗ ҫил вӗрет, хутран-ситрен ҫил унтан пӑрахут кӑшкӑртнӑ сасса илсе килет.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫумӑр ҫӑвать, ҫумӑр ҫӑвать, Ҫумӑр мар вӑл — пирӗн сӑра; Ай юр ҫӑвать, ай юр ҫӑвать, Шур юр мар вӑл — пирӗн ҫӑнӑх Ай ҫил вӗрет, ай ҫил вӗрет.

Куҫарса пулӑш

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Питсене варкӑш ҫил килсе сӗртӗнчӗ — Атӑл ҫилӗ!

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех