Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Кам та пулин сӑмах панипе е тимлӗ пулнипе парне кӳрсессӗн, унӑн парнине парне кӳнӗ кун ҫимелле, юлашки юлнине тепӗр кун та ҫиме юрать, 17. виҫҫӗмӗш куна юлнӑ парне ашне вара вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла; 18. канӑҫлӑх парнийӗн ашне виҫҫӗмӗш кунне ҫисессӗн, ку парне кӑмӑллӑ пулас ҫук; ӑна илсе килнӗ ҫыншӑн ку парне кӳни те шутланмӗ; ку ирсӗрленни анчах пулӗ, ӑна ҫиекен хӑй ҫине ҫылӑх илӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр ҫийӗр; килӗрти йӳҫӗлле ҫӑкӑра пӗрремӗш кунах пӗтерӗр, мӗншӗн тесессӗн пӗрремӗш кунран пуҫласа ҫиччӗмӗш куна ҫитиччен йӳҫӗлле ҫӑкӑр ҫиекен чуна Израиль хушшинчен пӗтерӗҫ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӑкӑр парса тӑракансен пуҫлӑхӗ, Иосиф лайӑх ӑнлантарнине курса, ӑна каланӑ: эпӗ те тӗлӗк куртӑм: акӑ манӑн пуҫ тӑрринче виҫӗ ҫатан кунтӑ пек; 17. ҫиелти кунтӑра ҫӑкӑр пӗҫерекен пӗҫерсе хунӑ, фараон ҫиекен тӗрлӗрен ҫимӗҫ пек, ӑна манӑн пуҫ тӑрринчи кунтӑран [ҫӳлти] вӗҫен кайӑксем сӑхаҫҫӗ пек, тенӗ.
Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех вӑл Иосиф аллине панӑ, Иосиф ӗҫлесе тӑнӑ чухне вӑл хӑй ҫиекен ҫӑкӑрсӑр пуҫне нимӗн те пӗлмен.6. И оставил он все, что имел, в руках Иосифа и не знал при нем ничего, кроме хлеба, который он ел.
Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.