Шырав
Шырав ĕçĕ:
Нок хӑйӗн унчченхи тискер, йывӑр пурнӑҫӗ пирки уйлама пикенчӗ: вараланчӑк юрату, тӗрме, мӑнаҫлӑ ӑншӑртпа киленсе ҫынсене хирӗҫ тӑни, ӳчӗпе мар пулин те чунӗпе вӗсенчен яланлӑхах уйрӑлма тӗв туни; хуҫӑлнӑ пурнӑҫсен шанчӑклӑ, ҫепӗҫ ҫулташне ҫеҫ — ӗмӗте — юратни…
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Анчах унӑн тинӗсӗн — Сигбин ҫиллӗ вӗтӗ хум евӗр кукӑр-макӑр ҫырӑвӗ юратуллӑ, ҫепӗҫ ӳпкев кӳрсе килнӗ тинӗсӗн — пӑхӑнтаруллӑ йыхӑрӑвӗпе кӗрешме текех вӑйӗ юлмарӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Ӑнлантарайми ӑнтӑлуллӑ хӑпартлану чунне вӑрманӑн ҫынсӑр савӑнӑҫӗнчен сӑнчӑрларӗ, вара, куҫҫульпе тулнӑ сывлавне пусарса, мӑйӗ ҫине курӑнми ҫепӗҫ алӑ выртрӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Вӗсен Тарта курӑнми нумай-нумай куҫӗ сывлӑшра ҫаврӑнать-пӑтранать, ҫав куҫсем унӑн аллисем ҫине чечек куҫҫульне тӑкаҫҫӗ, хурт-кӑпшанкӑн симӗсрех хӗлхемӗсемпе йӑлтӑртатаҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ — тимлӗ-тимлӗ шухӑшпа, тунсӑхпа, аса илӳлле ҫепӗҫ кулянупа тулнӑскерсем.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Анчах ҫаксенчен нимӗнпе те кая мар урӑх тӗлӗнтермӗш те пур: ҫепӗҫ кулӑ, хаваслӑх, каҫару ыйтни тата… вӑхӑтра каланӑ, кирлӗ сӑмах.Но есть не меньшие чудеса: улыбка, веселье, прощение, и — вовремя сказанное, нужное слово.
VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Кашни хускану — пӗр-пӗр шухӑш, мӗн те пулин туни ӑна илемлӗ ӗҫӗн ырӑ та ҫепӗҫ киленӗвӗпе хӗрӳлентерет.Каждое движение — мысль, действие — грели его тонким наслаждением художественной работы.
V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӗсенче тӗлӗнмелле илемлӗ, ҫепӗҫ тӗссем ҫуталаҫҫӗ.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тӳрӗ мар пит-куҫ ӗлки хӑйӗн ҫепӗҫ тасалӑхӗпе кӑмӑла хускатаять; ҫак сӑнӑн кашни кукӑрӑлчӑкӗ, кашни мӑкӑрӑлчӑкӗ, паллах, ытти нумай-нумай хӗрарӑм сӑнӗнче те пур, анчах Ассольре вӗсен пӗрлешӳлӗхӗ тата уйрӑмлӑхӗ пачах хӑйне майлӑ — хӑйне май илемлӗ; урӑх нимех те каламӑпӑр.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫӳҫӗ арпашӑнчӑк, шурӑ путӑка уҫса мӑйӗ патӗнче тӳмми вӗҫерӗннӗ; айккинелле хутланнӑ юбки айӗнчен чӗр куҫҫи курӑнать; куҫ хӑрпӑкӗсем пит ҫӑмарти ҫинче, хура ҫӳҫ пайӑркипе ҫурри таран хупланнӑ ҫепӗҫ тӑнлавӗн хӳттинче ҫывӑраҫҫӗ; пуҫӗ айӗнчи сылтӑм аллин кача пӳрни ӗнси ҫине хуҫланнӑ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӑл имшерленнӗ, ҫепӗҫ сӑнӗн мӑнаҫлӑхӗнче таврӑннӑ ҫамрӑклӑх евӗрлӗ ҫӗнӗ палӑрӑм ҫуталнӑ.Она похудела: в надменности ее тонкого лица светилось новое выражение, подобное возвращенной юности.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Яту ҫапла тӗлӗнмелле, юхӑмлӑ, ухӑ йӗппи шӑхӑрнӑн е тинӗсри рак хуранӗн шавӗ пек кӗвӗллӗ пулни аван; сана ҫепӗҫ янӑракан, анчах йӑлӑхтармалӑх хӑнӑхнӑ ятсенчен, Илемлӗ Паллӑ марлӑхшӑн ют ятсенчен пӗринпе чӗнес тӗк мӗн тунӑ пулӑттӑм-ши?
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Тунсӑхлӑ ыйту сӗмӗ палӑракан хура куҫӗсем сӑнӗнчен аслӑрах курӑнаҫҫӗ; пичӗн тӗрӗс мартарах тӑрӑхла ҫепӗҫ ҫавраки ытарайми пиҫсе хуралнӑ.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫавнашкал арҫынтан пӗрре инкек тӳснӗ хӗрарӑм чӗрине ҫепӗҫ сӑмахсем ӑшӑтаймарӗҫ.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Ҫепӗҫ сӑмахсем шырать Регина.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Атӑл тӑрӑх утрӑм, сана эп шырарӑм, Ҫепӗҫ юрӑ тупрӑм — юрларӑм, Атӑл, Атӑл, мӗншӗн хумханатӑн?
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Чиперукӑм, ӗҫченӗмҫӗм, пуканеҫӗм эсӗ ман, — хӑй пӗлнӗ ҫепӗҫ сӑмахсене асӑнать Тамарик.
Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.
Хӗрӗн кашни хусканӑвӗ ун ӑшӗнче ҫепӗҫ туйӑмсем ҫуратрӗ.
Суд // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Тоня ҫепӗҫ те чипер хӗрарӑм.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Сашӑпа савӑшнӑ чухне те ун ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ ӗнтӗ вӑл, ӑшӗнче ун ятне пӑшӑлтатса ҫепӗҫ сӑмахсем каланӑ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.
Вӑрӑм чӗрнеллӗ те ҫепӗҫ пӳрнисемпе ҫӳҫрен ачашларӗ, тутипе питӗнчен, мӑйӗнчен чуптурӗ.
Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.