Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемйи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте пурӑннӑ пулсан, Мултиер ҫемйи ку таранччен вунӑ ҫынтан та иртмелле.

Если бы все младенцы выживали, у Мульдиера сейчас было бы уже больше десяти ртов.

Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Патша ҫемйи Петергофран Патша Салине куҫса пынӑ.

Двор переехал из Петергофа в Царское Село.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Каҫхине Кӑтра Михала ҫемйи Укахви ҫинчен ҫеҫ сӑмахларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Миннигел вара, пӳртрен тула, тултан пӳрте чупкаласа, ҫемйи валли апат пӗҫерет, килхуҫалӑхне тирпейлет, унӑн ӗҫчен аллисем сехет хушшинче ҫӗр япалана пырса тӗкӗнеҫҫӗ-тӗр, ывӑнма пӗлмен урисем картишӗнче е ҫумпахчара йӑпӑртатса ҫӳресе кӑна ҫирӗм-ватӑр ҫухрӑм тӑваҫҫӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

XIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑт пурӑнать этем тӗнчере: ни ҫемйи, ни чипер хуҫалӑхе, ни ӗҫӗ ҫук.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун ҫемйи ӗҫре яланах ырӑ ятлӑ пулнӑ, ялти ҫынсем хӑйсен ачисене ӑса вӗрентнӗ чухне тӳрех Кӑтра Михала ачисем ҫине тӗллесе кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫемйи ирхи апат ҫисе ӗҫе кайма хатӗрленнӗччӗ, ҫав хушӑра алӑк уҫӑлчӗ те, пӳрте ҫул ҫинче ывӑнса халран кайнӑ Михала кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чунӗпе ял пурнӑҫне парӑннӑ Арапуҫӗнчи Петровсен ҫемйи ӗҫченлӗхӗпе уйрӑмах палӑрса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Районти тӗслӗхлӗ ҫемьесенчен пӗри - Зойӑпа Николай Горшковсен ҫемйи.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Унӑн сӑмахӗпе, халӗ Елена хӗрӗн ҫемйи ӑна пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Кил умӗ - хуҫа сӑнӗ // Марина Илларионова. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10815 ... -khuca-s-n

Волковсен ҫамрӑк ҫемйи пӗр ҫултанах района, Маргарита Михайловнӑн тӑван ялне, Яманкассине таврӑнса тӗпленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

Автор В.К. Магницкий, Н.В. Никольский, Г.Т. Тимофеев, Н.И. Ашмарин, Г.И. Комиссаров, П.В. Денисов, В.Д. Димитриев т.ыт. те ӗҫӗсенчи чӑвашсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене пӗтӗмӗшле хак парса тата хамӑр патри кӑна мар, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Пенза, Самар, Саратов, Ульяновск облаҫӗсенче те нумай ҫул хушши хӑй пухнӑ экспедици материалӗсемпе те усӑ курса, «XIX ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа 1980-мӗш ҫулсем таранчченхи чӑваш ялӗн ҫемйи» темӑпа килӗшӳллӗн диссертаци ӑнӑҫлӑ хӳтӗлет.

Куҫарса пулӑш

Сӗвемӗн-сӗвемӗн иртсе пыракан чӑваш пурнӑҫӗнчи хурапа шурра 47 ҫул хушши тишкернӗ тарӑн шухӑшлӑ тӗпчевҫӗ // Леонид Атлай. Whatsapp

Аслӑ Мами ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ Кондратьевсен ҫемйи валли ҫурта Асхва ялӗнче хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫула ҫӗнӗ ҫуртсенче кӗтсе илнӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bde- ... bb%d0%bde/

Ҫак вӑхӑтран пуҫласа ачан ҫемйи Пӑлхар патшин куланайне сахалрах тӳлетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑлхар ҫар ҫынни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Атӑл тӑрӑхӗнче выҫлӑх пуҫланнипе Тал-Мӑрса ҫемйи те ҫӑкӑрсӑр ларать, хӑй ҫапах театр пирки шухӑшлать, артистсене пухса, каллех спектакль лартасчӗ тесе ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Ӗне те тытаймасть-ун ҫемйи, картишӗнче ун пушмак пӑру ҫеҫ ҫерем кӑшласа ҫӳрет имӗш.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пиччӗшӗпе унӑн ҫемйи ҫинчен те вӑл пӗлмест: Хусантах-ши вӗсем, е шуррисемпе пӗрле кайнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Чӑнах та, Георгий Петрович хӑйӗн ҫемйи пирки сӑмах та тапратмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ӗмӗрхи ҫӗрме пуян вырӑнӗнче шутланнӑ ҫыннӑн ҫемйи валли те ҫителӗклӗ тырӑ пулман: те сутса янӑ, те айккинелле ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫемйи унӑн пысӑк та — тупри сахал.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех