Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫатлатса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саня хӗрӗн алли епле чӗтренсе улма патнелле ҫывхарнине, улми епле чуна ыраттармалла ҫатлатса татӑлнине курмарӗ-илтмерӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗчӗк Минюк ҫеҫ, симӗс нӑймаллӑ ҫул ҫине пуснипе ури шуса кайрӗ те, шыва ҫатлатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ, ҫари! ҫухӑрса, нӳрлӗ тӑпра ҫине ҫатлатса ӳкрӗм.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Акӑ ун шӑпӑрӗ алӑран вӗҫерӗнчӗ те ҫӗре ҫатлатса ӳкрӗ, ун хыҫҫӑн, касса янӑ юман пек, Иливан хӑй те урайне персе анчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Нӑрӑ, чӑн та, тытӑнса тӑраймарӗ, айккинелле ҫатлатса вӑркӑнчӗ.

Жук, точно, не удержался и с треском полетел в сторону.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Ӑрӑскал тени вӑл пурнӑҫра — ҫырма шывӗ хӗрринчи пулӑҫӑ пекех: хӑйӗн илӗртӳллӗ вӑлтине вӑл пирӗн хӗвӗшӳ хушшине ярать, вара этем — сӑхӑ ҫӑварӗпе ӑна кап! хыпса илет… леш вара, ӑрӑскалӗ, вӑлта патаккине ялт кӑна туртса кӑларать те, этем ҫӗр ҫине ҫатлатса тухса ӳкет, кайран — пӑхӑсӑн — мӗскӗнӗн чӗри те татӑлнӑ иккен…

— Судьба она над жизнью — как рыбак над рекой: кинет в суету нашу крючок с приманкой, а человек сейчас — хвать за приманку жадным-то ртом… тут она ка — ак рванет свое удилище — ну, и бьется человек оземь, и сердце у него, глядишь, надорвано…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫӗр пӳртрен инҫе те мар тем ҫатлатса хуҫӑлчӗ.

Слышно было, как что-то хрустнуло недалеко от балагана.

III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Ҫырмара ҫӑмӑллӑн ҫатлатса ҫурӑлни илтӗнчӗ.

Раздался легкий взрыв.

Кӗпер // Николай Иванов. Тихонов Н.С. Паттӑр партизан: калавсем; вырӑсларан Н. Иванов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 47 с.

Анчах ҫакӑн пекки те пулкаласа илетчӗ: амӑшӗн урисем тайӑлса анатчӗҫ, кӑмака хӗрри ҫумне пырса ҫатлатса, вӑл ҫӑварне карса пӑрахса, чӗлхине пӗҫертсе янӑ пек, хыттӑн сывлатчӗ те вара пӗҫертекен сӑмахсем сиксе вӗресе тӑратчӗҫ:

Но бывало и так: ноги её подгибались, шлепнувшись на край печи, она, открыв рот, громко дышала, точно обожгла язык, и клокотали жгучие слова:

IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Вӑхӑт-вӑхӑтпа вӗсенчен пӗри винтовкине хулпуҫҫи ҫине ҫӗкле-ҫӗкле хунипе пиҫиххийӗ хыттӑн ҫатлатса илет.

Время от времени кто-нибудь из них щелкал ремнем, забрасывая винтовку за спину.

19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Темиҫе ҫурӑлакан пуля тӗмесем патӗнче симӗсӗн-кӑвакӑн ҫатлатса илчӗҫ.

Несколько разрывных пуль фыркнули у кустов зеленоватыми, магниевыми огнями.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ун ҫийӗнчи кӑштӑркка парӑс ҫатлатса пырать.

Жесткий парус стучит над ней.

III // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Эпӗ чӳрече янахӗ ҫинчен сиксе антӑм кӑна, ман пуҫ урлӑ урай мунчали, вӑркӑнса, сукмак ҫине ҫатлатса ӳкрӗ.

Я едва успел спрыгнуть с подоконника: над моей головой прошелестела тряпка, она упала на тропинку.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Пӑчкӑ, йывӑҫ ӑшнелле касса кӗрсе, шавлӑн чашлатать, савасем чӑштик-чӑштик тӑваҫҫӗ, вӑшӑлтатса шӑхӑраҫҫӗ, пуртӑсем чанклатса касаҫҫӗ, известь кирпӗч ҫумне ҫатлатса ҫыпӑҫать, пуртӑ вичкӗнӗшне ҫуласа, хӑйра нӑйкӑшать.

Сочно всхрапывает пила, въедаясь в дерево, посвистывают, шаркая, рубанки, звонко рубят топоры, слышны смачные шлепки извести, и всхлипывает точило, облизывая лезвие топора.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ача тинӗсе тупӑ йӗтри пек ҫатлатса ӳкнӗ.

Точно пушечное ядро, шлепнуло тело мальчика в море.

Шыва сикни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Владислава ҫак сахӑр заводҫӗн жилечӗн тӳммисем илес-мелес хырӑмӑн таппине чӑтаймасӑр халь-халь ҫатлатса сирпӗнессӗн туйӑнать.

Владиславу казалось, что пуговицы жилета сахарозаводчика сейчас отлетят, не выдержав напора огромного живота.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.

Винтовки тимӗр урайне ҫатлатса ӳкрӗ.

Лязгнула ударившаяся о железный борт винтовка.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӑлхи хупланса ларнӑ Григорий ӑнсӑртран аллине куҫӗ патне тытрӗ, лаша купарчине темле йӗпе япала ҫатлатса ҫапӑннӑ пек туйса, йӗнер пӗкечи патне пӗшкӗнчӗ.

Оглушенный Григорий инстинктивно поднес к глазам руку, пригнулся к луке, ощутив глухой и мокрый шлепок, как бы по крупу коня.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сотня командирӗ аллинчи чӑпӑрккана чӗм кӗчӗ тейӗн, вӑл пуҫ тавра пӗтӗрӗнсе илчӗ те акшарпа вараланса пӗтнӗ атӑ кунчи ҫине ҫатлатса ӳкрӗ.

Плеть в руке сотенного ожила, описала круг, щелкнув, опустилась на голенище измазанного известкой сапога.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑлтан хулӑн ҫиппи ҫатлатса кӑна татӑлса тухрӗ.

Сухо чмокнув, лопнула толстая леса.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех